37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
114-МӖШ ЮРӐ Тӳсӗмлӗ пулар
Тӗрӗсмарлӑх. Мӗн тумалла тата мӗн тумалла мар?
«Вӑл тӗрӗслӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — юнюхтару [«унта тӗрӗслӗх пулман», ҪТ]» (ИС. 5:7).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иисус тӗрӗсмарлӑха курсан мӗн тунӑ тата эпир унран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
1, 2. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, ҫынсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ тата ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?
ЭПИР пурӑнакан тӗнчере ҫынсем тӗрӗсмарлӑхпа нумай тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсене чухӑн, хӑш халӑхран е расӑран, мӗнле сӑн-питлӗ пулнине пула е ытти сӑлтавсене пула камне кура уйӑраҫҫӗ. Нумайӑшӗ экологипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсенчен хӗн кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен политиксемпе бизнесменсем йышӑнусем тунӑ чухне ахаль халӑх ҫинчен мар, укҫа тӑвасси ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Тӗрӗсмарлӑх пирӗн ҫине те, эпир пӗлекен ҫынсем ҫине те витӗм кӳрет.
2 Чӑнах та, нумайӑшне хӑйсем ҫак тӗнчере куракан тӗрӗсмарлӑх питӗ тарӑхтарать. Эпир пурте хамӑрпа ыттисем лайӑх тытчӑр тетпӗр тата пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнасшӑн. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем тӗнчери и хӑйсен ҫӗршывӗнчи йывӑрлӑхсене татса пама тӑрӑшаҫҫӗ — вӗсем патшалӑхсене тата законсене хирӗҫ протестлеҫҫӗ е йывӑрлӑхсене татса пама сӑмах паракан политика ертӳҫисем майлӑ сасӑлаҫҫӗ. Анчах эпир христиансен «тӗнченӗн мар» пулмаллине пӗлетпӗр тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ тӗрӗсмарлӑха пӗтерме пултарнине ӗненетпӗр (Иоанн 17:16). Ҫав-ҫавах эпир ҫынсем хӑйсене ыттисемпе япӑх тытнӑ чухне пӑшӑрханатпӑр е ҫилленетпӗр те. Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, манӑн хама мӗнле тытмалла? Тӗрӗслӗх пултӑр тесе эпӗ халех мӗн тума пултаратӑп?» Ҫак ыйтусем ҫине хурав парас умӗн Иеговӑпа Иисус тӗрӗсмарлӑх ҫине мӗнле пӑхнине сӳтсе явар.
ИЕГОВА ТАТА ИИСУС ТӖРӖСМАРЛӐХА КУРАЙМАҪҪӖ
3. Ҫынсем хӑйсене пирӗнпе е ыттисемпе япӑх тытни мӗншӗн пире килӗшмест? (Исаия 5:7).
3 Библи ҫынсем хӑйсене пирӗнпе е ыттисемпе япӑх тытни мӗншӗн пире килӗшменнине ӑнлантарса парать. Унта каланӑ тӑрӑх, Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, вӑл вара «тӳрӗлӗхе юратать, тӗрӗс сут тӑвать» (Пс. 32:5; Пулт. 1:26). Вӑл нихӑҫан та хӑйне ыттисемпе япӑх тытмасть тата ҫынсем те хӑйсене пӗр-пӗринпе япӑх ан тытчӑр тет (Сак. аст. 32:3, 4; Мих. 6:8; Зах. 7:9). Сӑмахран, Исаия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра израильтянсем хӑйсене пӗр-пӗринпе япӑх тытнӑ. Турӑ вара хӗн куракан израильтянсем «хаяррӑн ҫухӑрнине [«кӑшкӑрса макӑрнине», ҪТ]» илтнӗ. (Исаия 5:7 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн законӗсене пӑсса тӑракансене тата хӑйсене ыттисемпе тӗрӗс мар тытакансене наказани панӑ (Ис. 5:5, 13).
4. Иисус тӗрӗсмарлӑха курсан мӗн туять? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
4 Иегова пекех, Иисус тӗрӗслӗхе юратать, тӗрӗсмарлӑха кураймасть. Пӗррехинче Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна курнӑ. Иисус ӑна хӗрхеннӗ те унӑн аллине сыватнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫакна курсан тарӑхса кайнӑ. Вӗсем Иисус шӑматкун ҫинчен калакан закона пӑсать тенӗ. Вӗсене ҫав арҫын асапланма пӑрахни пӗртте савӑнтарман. Ҫакна кура Иисус мӗн туйнӑ? Вӑл «вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнишӗн» питӗ куляннӑ (Марк 3:1—6).
Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсемпе танлаштарсан, Иисус ҫынсене хӗрхеннӗ тата пулӑшнӑ (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Ҫилленесси пирки пирӗн мӗн асра тытмалла?
5 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑпа Иисуса тӗрӗсмарлӑх ҫиллентерет. Ҫавӑнпа та пире тӗрӗсмарлӑх тарӑхтарать пулсан, ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук (Эф. 4:26). Анчах та пирӗн ҫакна асра тытмалла: эпир ҫилленнипе — ҫилленме витӗмлӗ сӑлтав пур пулсан та — тӗрӗсмарлӑха пӗтерейместпӗр. Эпир нумай вӑхӑт хушши ҫилленсе ҫӳретпӗр пулсан, чирлесе ӳкме е депрессине кӗрсе ӳкме пултаратпӑр (Пс. 36:1, 8; Иак. 1:20). Апла пулсан, ҫынсем пирӗнпе е ыттисемпе тӗрӗс мар тытнӑ чухне пирӗн мӗн тумалла? Ҫав тӗлӗшрен эпир Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр.
ТӖРӖСМАРЛӐХА КУРСАН ИИСУС МӖН ТУНӐ?
6. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗнле-мӗнле тӗрӗсмарлӑх курнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗрӗсмарлӑх нумай курнӑ. Вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем шутсӑр нумай правилӑсем шутласа кӑларнине, ҫав правилӑсем вара ҫынсен пурнӑҫне питӗ йывӑрлатнине пӗлнӗ (Матф. 23:2—4). Ҫавӑн пекех вӑл Рим влаҫӗ хӑйне халӑхпа питӗ хаяррӑн тытнине те курнӑ. Еврейсенчен нумайӑшӗ Римран ирӗклӗ пуласшӑн пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем, сӑмахран, зелотсем, ҫавӑншӑн алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ. Иисус никама та ҫавӑн пек улшӑнусем тума хистемен тата ҫавӑн пек улшӑнусем тӑвас тесе кӗрешекен нимле ушкӑн майлӑ та тӑман. Вӑл ҫынсем хӑйне патша тӑвасшӑн пулнине пӗлсен, вӗсем патӗнчен пӑрӑнса утнӑ (Иоанн 6:15).
Иисус ҫынсем хӑйне патша тӑвасшӑн пулнине пӗлсен, вӗсем патӗнчен пӑрӑнса утнӑ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)
7, 8. Мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерме тӑрӑшман? (Иоанн 18:36).
7 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ун чухнехи йывӑрлӑхсене ҫав вӑхӑтри политиксемпе пӗрле татса пама тӑрӑшман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ҫынсен пӗр-пӗрне ертсе пыма ирӗк те, пултарулӑх та ҫуккине ӑнланнӑ (Пс. 145:3; Иер. 10:23). Ҫавӑн пекех вӗсем тӗрӗсмарлӑхӑн тӗп сӑлтавӗсене — Шуйттана тата ҫынсен ҫитменлӗхӗсене — пӗтерме пултараймаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнче Шуйттан аллинче. Шуйттан — хаяр пуҫлӑх, вӑл хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса ҫынсене тӗрӗсмарлӑх тума хӗтӗртсе тӑрать (Иоанн 8:44; Эф. 2:2). Унсӑр пуҫне, ырӑ ҫынсем те хӑйсен ҫитменлӗхӗсене пула хӑйсене яланах тӗрӗс тытма пултараймаҫҫӗ (Еккл. 7:20).
8 Иисус пур йывӑрлӑхӑн тӗп сӑлтавне Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пӗтерме пултарнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме» пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ (Лука 8:1). Вӑл «тӳрӗлӗхшӗн ҫунакансене» усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑх пӗтет тесе шантарнӑ (Матф. 5:6; Лука 18:7, 8). Ҫакна ҫынсен пӗр правительстви те тума пултараймасть. Ӑна Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ тума пултарать. Турӑ Патшалӑхӗ вара «ҫак тӗнчерен мар». (Иоанн 18:36 вуласа парӑр.)
ТӖРӖСМАРЛӐХА КУРСАН ХӐВӐРА ИИСУС ПЕК ТЫТӐР
9. Мӗншӗн эпир пур йывӑрлӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ татса парасса ӗненетпӗр?
9 Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа халӗ тӗрӗсмарлӑх Иисус пурӑннӑ вӑхӑтринчен те нумайрах. Анчах халӗ те, унчченхи пекех, тӗрӗсмарлӑхӑн тӗп сӑлтавӗсем — Шуйттан тата вӑл витӗм кӳрсе тӑракан усал ҫынсем (2 Тим. 3:1—5, 13; Ӳлӗм. 12:12). Иисус пекех, эпир пур йывӑрлӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ татса парасса пӗлетпӗр. Эпир ҫав Патшалӑх майлӑ тӑратпӑр, ҫавӑнпа тӗрӗсмарлӑха пӗтерме тӑрӑшакан нимле кӗрешӗве те хутшӑнмастпӑр. Акӑ Сте́йсиa ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Чӑнлӑха пӗличчен вӑл час-часах ыттисемпе пӗрле тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ протестленӗ. Анчах пӗр вӑхӑт иртсен, Стейси хӑй мӗн туни чӑннипех усӑ пани пирки иккӗленме пуҫланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ протестлеме тухаттӑмччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах эпӗ тӗрӗссинех тӑватӑп-и тесе иккӗленеттӗмччӗ. Халӗ вара эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑратӑп, ҫавӑнпа та манӑн ҫавӑн пек иккӗленӳсем ҫук. Эпӗ тӗрӗсмарлӑха пула хӗн курнӑ кашни ҫынна Иегова манран та лайӑхрах пулӑшасса пӗлетӗп» (Пс. 71:1, 4).
10. Матфей 5:43—48 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн эпир законсене тата правительствӑсене улӑштарма тӑрӑшмастпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
10 Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ правительствӑсене улӑштарма хӑтланакан ушкӑнсене кӗреҫҫӗ. Унта вӗсенчен нумайӑшӗ усалланса каяҫҫӗ, законсене пӑсаҫҫӗ тата ыттисене сиен тӑваҫҫӗ. Анчах ҫакӑ Иисусӑн вӗрентӗвӗсемпе килӗшсе тӑмасть (Эф. 4:31). Дже́ффри ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Протестлеме тухнӑ ҫынсем пӗр самантрах ҫилленсе кайма, вара аркатма, вӑрлама тата пӗр-пӗрне сиен тума пултараҫҫӗ». Анчах Иисус пире пур ҫынна та, хамӑрпа килӗшменнисене те е хамӑра хӗсӗрлекенсене те, юратма вӗрентнӗ. (Матфей 5:43—48 вуласа парӑр.) Эпир пур енчен те Иисус пек пулма тӑрӑшатпӑр тата унӑн вӗрентӗвӗсене хирӗҫлекен ӗҫсене тумастпӑр.
Политикӑпа тата общество пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче никам майлӑ та пулас мар тесен пире хӑюлӑх кирлӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)
11. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне пире Иисусран тӗслӗх илме йывӑр пулма пултарать?
11 Турӑ Патшалӑхӗ пур тӗрӗсмарлӑха та яланлӑхах пӗтерессине эпир пӗлетпӗр. Анчах та тӗрӗсмарлӑхпа хамӑр тӗл пулсан, пире Иисусран тӗслӗх илме йывӑр пулма пултарать. Джа́ния ятлӑ пӗр хӗрарӑм тӑванпа ӳт тӗсне пула ыттисем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ. Вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен ҫапла каласа парать: «Ҫынсем мӗн калани мана питӗ кулянтаратчӗ. Эпӗ тарӑхаттӑмччӗ те. Эпӗ ҫав ҫынсем наказани илччӗр теттӗмччӗ. Эпӗ расизмпа тата дискриминаципе кӗрешекен юхӑм майлӑ тӑрасси пирки те шутлама пуҫларӑм. Ҫакӑн пек тунипе эпӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатма пултарӑп тесе шутлаттӑмччӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Джания хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма кирлине ӑнланса илнӗ. Вӑл каласа парать: «Ыттисем витӗм кӳнине пула манӑн шухӑш-кӑмӑл улшӑнса пынине эпӗ асӑрхарӑм. Эпӗ йывӑрлӑхсене Иегова мар, ҫынсем татса парассине шанма пуҫланине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа эпӗ ҫав юхӑмри ушкӑнсемпе ҫыхӑну тытма пӑрахрӑм». Тӗрӗсмарлӑх пире ҫиллентерме пултарать пулин те, политикӑпа тата общество пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче никам майлӑ та пулас мар тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла (Иоанн 15:19).
12. Мӗншӗн пирӗн мӗн вулас, мӗн пӑхас е мӗн итлес тӗлӗшрен асӑрхануллӑ пулмалла?
12 Ҫынсем хӑйсене пирӗнпе е ыттисемпе тӗрӗс мар тытнӑ чухне ҫилле тытса чарма пире мӗн пулӑшма пултарать? Пире пулӑшма пултаракан майсенчен пӗри вӑл — пирӗн мӗн вулас, мӗн пӑхас е мӗн итлес тӗлӗшрен асӑрхануллӑ пулмалла. Социаллӑ сетьсенче ҫынсене аптратса-тарӑхтарса яракан тата правительствӑпа кӑмӑлсӑр пулма хӗтӗртекен информаци нумай. Хыпарсенче час-часах журналистсем чӑннипе мӗн пулса иртнине мар, хӑйсем мӗн шутланине каласа параҫҫӗ. Анчах та эпир илтекен информаци тӗрӗс пулсан та, пӗр вӗҫӗмсӗр ун ҫинчен шутласа ҫӳрени е вулани ҫав йывӑрлӑха татса пама пулӑшӗ-и? Тӗрӗссипе каласан, эпир ҫавӑн пек хыпарсене мӗн чухлӗ нумайрах пӑхатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах пӑшӑрханма, кулянма тата тарӑхма пуҫлатпӑр (Ытар. 24:10). Юлашкинчен вара эпир пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ пӗтерме пултарнине ӗненме пӑрахма та пултаратпӑр.
13. Кашни кун Библи вулани пире тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан хамӑра тӗрӗс тытма мӗнле пулӑшать?
13 Эпир кашни кун Библи вулатпӑр пулсан тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан хамӑра мӗнле тытмаллине пӗлӗпӗр. Али́я ятлӑ хӗрарӑм тӑвана пӗрисем теприсемпе япӑх тытни питӗ кулянтарнӑ. Ӑна япӑххине тӑвакан ҫынсене наказани паманни хытӑ тарӑхтарнӑ. Вӑл аса илет: «Пӗррехинче эпӗ лартӑм та хамран: „Эпӗ Иегова ҫав йывӑрлӑхсене татса парассине чӑннипех ӗненетӗп-и?“ — тесе ыйтрӑм. Вара эпӗ Иов 34:22—29 сӑвӑ йӗркисене вуласа тухрӑм. Ҫак сӑвӑ йӗркисем мана Иегова пурне те курса тӑнине аса илтерчӗҫ. Вӑл кӑна чӑн тӗрӗслӗх мӗн иккенне пӗлет тата вӑл кӑна пур йывӑрлӑха та татса пама пултарать». Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерессине кӗтнӗ май эпир халӗ мӗн тума пултаратпӑр?
ЭПИР ХАЛЕХ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТПӐР?
14. Тӗнчере тӗрӗсмарлӑх ан нумайлантӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Колоссӑ 3:10, 11).
14 Ҫынсем хӑйсене ыттисемпе мӗнле тытассине эпир улӑштарма пултараймастпӑр. Анчах та эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тытасси пирӗнтен хамӑртан килет. Унччен эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр, ҫавӑнпа ҫынсене юратма тӑрӑшатпӑр тесе каланӑччӗ ӗнтӗ. Юрату пире пуринпе те, ҫав шутрах хамӑра хӗсӗрлекенсемпе те, ырӑ пулма хавхалантарать (Матф. 7:12; Рим 12:17). Эпир хамӑра ыттисемпе тӗрӗс тытатпӑр пулсан тата вӗсемпе ырӑ пулсан, Иегова савӑнать. (Колоссӑ 3:10, 11 вуласа парӑр.)
15. Эпир ырӑ хыпара сарни тӗрӗсмарлӑха сахаллатма мӗнле пулӑшать?
15 Тӗрӗсмарлӑх сахалрах пултӑр тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Ырӑ хыпар калама пултаратпӑр. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе» ҫитни ҫынна тӗппипех улӑштарма пултарать. Унччен хаяр та усал пулнӑ ҫынсем ырӑ та юратакан пулса тӑма пултараҫҫӗ (Ис. 11:6, 7, 9). Чӑнлӑха пӗличчен, Джема́л ятлӑ арҫын правительствӑна улӑштарасшӑн пулнӑ ушкӑнра тӑнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Ҫынсене вӑйпа улӑштараймастӑн. Вӗсене Библири чӑнлӑх кӑна улӑштарма пултарать. Манпа шӑп ҫапла пулса тухрӗ те». Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлни Джемала ҫав ушкӑнран тухма хавхалантарнӑ. Библири чӑнлӑха пула мӗн чухлӗ нумайрах ҫын улшӑнса пырӗ, хӑйсене ыттисемпе тӗрӗс мар тытакан ҫынсем ҫавӑн чухлӗ сахалрах пулӗҫ.
16. Пире ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама мӗн хавхалантарать?
16 Иисус пур йывӑрлӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ татса пама пултарать тесе вӗрентнӗ. Эпир те ҫавӑн ҫинчен май ҫитнӗ таран нумайрах ҫын пӗлтӗр тетпӗр. Ҫак шанчӑк тӗрӗсмарлӑхран хӗн курнӑ ҫынсене йӑпатма пултарать (Иер. 29:11). Унччентерех асӑннӑ Стейси ҫапла калать: «Чӑнлӑха пӗлни мана тӗрӗсмарлӑха курсан е ыттисем хампа тӗрӗс мар тытнӑ чухне лӑпкӑ пулма пулӑшать. Иегова мӗнле йӑпатмаллине пӗлет. Библири чӑнлӑха пула манӑн чунра канӑҫлӑх». Пирӗн те ҫынсене Библире мӗн тума сӑмах пани ҫинчен каласа парса вӗсене йӑпатас килет. Ҫакна тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла? Чи малтан Библире тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асап ҫинчен мӗн каланине пирӗн хамӑрӑн лайӑх ӑнланмалла. Вара ӗҫре е шкулта ҫавӑн ҫинчен калаҫма пуҫласан, эпир ҫавна хисеплӗн ӑнлантарса пама пултарӑпӑрb.
17. Эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне Иегова пире мӗнле пулӑшать?
17 Шел пулин те, хальлӗхе ҫак тӗнчене Шуйттан тытса тӑрать, ҫавӑнпа ҫынсем тӗрӗсмарлӑхран хӗн кураҫҫӗ. Анчах ҫакӑ пирӗн шанчӑк ҫуккине пӗлтермест. Иегова пире пулӑшусӑр хӑвармӑп тата кӗҫех Шуйттана «хӑваласа ярӗҫ» тесе сӑмах парать (Иоанн 12:31). Библи урлӑ Иегова пире тӗрӗсмарлӑх мӗншӗн питӗ нумай пулнине ӑнлантарса парать ҫеҫ мар, эпир тӗрӗсмарлӑхран хӗн курнӑ чухне хӑй мӗн туйнине те уҫса парать (Пс. 33:18—20). Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ, вӑл вара пире тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗн тумаллипе мӗн тумалла маррине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ пире шанчӑк парнеленӗ — кӗҫех унӑн Патшалӑхӗ пур йывӑрлӑха та яланлӑхах пӗтерӗ (2 Пётр 3:13). Пӗтӗм ҫӗр «тӳрӗ сутпа, тӗрӗслӗхпе» туличчен, айтӑр ҫав Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара малалла та хастаррӑн сарар (Ис. 9:7).
158-МӖШ ЮРӐ Ҫав кун кая юлмӗ
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Ҫавӑн пекех «Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр» брошюрӑра 1-мӗш Хыҫсӑмахри 24—27 пунктсене пӑхӑр.