Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 сентябрь 2—7 с.
  • Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӐҪАН ПИРӖН СТАРЕЙШИНӐСЕНЧЕН ПУЛӐШУ ЫЙТМАЛЛА?
  • МӖНШӖН ПИРӖН СТАРЕЙШИНӐСЕНЧЕН ПУЛӐШУ ЫЙТМАЛЛА?
  • СТАРЕЙШИНӐСЕМ ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?
  • ПИРӖН ЯВАПЛӐХ
  • Ҫылӑх тунӑ тӑвана юратнине тата хӗрхеннине старейшинӑсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иегова пухӑва Христос урлӑ мӗнле ертсе пырать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Арҫын тӑвансем, сирӗн старейшина пулас тӗллев пур-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иегова халӑхӗшӗн тӑрӑшакан кӗтӳҫсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 сентябрь 2—7 с.

36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр

«Пуху старейшинисене чӗнтӗр» (ИАК. 5:14).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

1. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартать?

ИЕГОВА хӑйӗншӗн ӗҫлекенсене пурне те юратать тата вӗсемшӗн ырӑ кӗтӳҫ хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать. Турӑ вӗсене Иисусӑн юнӗпе тӳлесе илнӗ тата старейшинӑсене вӗсене пӑхма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 20:28). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе старейшинӑсем хӑйсене ыррӑн тытчӑр тет. Иисус Христос ертсе пынипе старейшинӑсем пухури тӑвансене хӑйсемпе Иегова хушшинчи ҫирӗп хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ (Ис. 32:1, 2).

2. Иезекииль 34:15, 16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, уйрӑмах кама Иегова пулӑшасшӑн?

2 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшать, анчах уйрӑмах вӑл инкеке лекнисене питӗ пулӑшасшӑн. Хӑш-пӗрисем хӑйсен йӑнӑшӗсене пула хӗн кураҫҫӗ, Иегова вара вӗсене пулӑшас тесе старейшинӑсемпе усӑ курать. (Иезекииль 34:15, 16 вуласа парӑр.) Анчах Иегова пирӗнтен эпир пулӑшу ыйтасса кӗтет. Ҫакна тӑвас тесен пирӗн Иеговӑна кӗлтунисӗр пуҫне пухури «кӗтӳҫсемпе вӗрентекенсенчен» пулӑшу ыйтмалла (Эф. 4:11, 12).

3. Мӗншӗн пирӗн пурин те Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене старейшинӑсем урлӑ мӗнле пулӑшнине пӗлмелле?

3 Ҫак статьяра эпир камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсене Иегова старейшинӑсем урлӑ мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Эпир ҫак ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: Хӑҫан пирӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн пирӗн ҫавна тумалла? Вӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? Пирӗн хальлӗхе нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук пулсан та, ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни пире Иеговӑна тата ҫав арҫын тӑвансене тата ытларах хаклама пулӑшӗ. Вара эпир старейшинӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ХӐҪАН ПИРӖН СТАРЕЙШИНӐСЕНЧЕН ПУЛӐШУ ЫЙТМАЛЛА?

4. Иаков 5:14—16, 19, 20 сӑвӑ йӗркисенче ахаль чир ҫинчен мар, сӑнарлӑ чир ҫинчен каланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

4 Иаковӑн ҫырӑвӗнчен эпир Иегова пире старейшинӑсем урлӑ мӗнле пулӑшнине пӗлме пултаратпӑр. Вӑл ҫырнӑ: «Кам та пулин чирлӗ пулсан, пуху старейшинисене чӗнтӗр». (Иаков 5:14—16, 19, 20 вуласа парӑр.) Контекст кӑтартса панӑ тӑрӑх, Иаков кунта ахаль чир ҫинчен мар, сӑнарлӑ чир ҫинчен калать. Сӑмахран, вӑл чирлӗ ҫыннӑн тухтӑра мар, пухури старейшинӑсене чӗнмелле тенӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫав ҫыннӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнсан вӑл сывалӗ тесе ӑнлантарса парать. Эпир чирлесе ӳксен мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Эпир тухтӑр патне каятпӑр та ӑна чир хамӑрта мӗнле палӑрса тӑни ҫинчен каласа паратпӑр, унтан вара вӑл пире мӗн тума каланине тытса тӑратпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗн те Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене майлаштарса ямалла пулсан, пирӗн старейшинӑсене хамӑр лару-тӑрӑва каласа памалла. Унтан вара пирӗн вӗсем пире Библи тӑрӑх панӑ канаша тытса тӑмалла.

Ӳкерчӗксем: 1) арҫын хулпуҫҫи ыратать тесе калать тухтӑра; 2) арҫын тӑван хӑйӗн йывӑрлӑхӗ ҫинчен старейшинӑна каласа парать; вӗсем паркри тенкел ҫинче лараҫҫӗ.

Эпир чирлесен тухтӑр патне каятпӑр. Эпир хамӑр ӗненӳ хавшама пуҫланине туйнӑ чухне старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтатпӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем хавшанине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

5 Иаков хӑйӗн ҫырӑвӗнчи 5-мӗш сыпӑкра пире хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшама пуҫланине туйсанах старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарать. Анчах ҫак пулӑшӑва пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатиччен илмелле. Пирӗн хамӑра хамӑрӑн улталамалла мар. Библи пире ҫапла асӑрхаттарать: эпир асӑрхануллӑ пулмасан, хамӑра Иегова ырламан ҫӗртенех вӑл пире ырлать тесе шутлама пултаратпӑр (Иак. 1:22). Сардӑри хӑш-пӗр христиансем шӑп ҫавӑн пек йӑнӑш тунӑ та. Вӗсем хӑйсен пурте йӗркеллех тесе шутланӑ, анчах Иисус вӗсене ун пек мар тенӗ (Ӳлӗм. 3:1, 2). Эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем лайӑх пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Сӑмахран, шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах пирӗн Иегова патне мӗнле туйӑмсем пулнине халӗ пирӗн ун патне мӗнле туйӑмсем пуррипе танлаштарса пӑхма пулать (Ӳлӗм. 2:4, 5). Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Библи вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани мана унчченхи пекех савӑнӑҫ парать-и? Эпӗ тӗлпулусене сиктерме пуҫламарӑм-и тата вӗсене манӑн хатӗрленмесӗр каясси пулкалать-и? Мана унчченхи пекех ырӑ хыпар сарма килӗшет-и е манӑн вӑхӑта урӑх ӗҫсене туса ирттерес килет? Эпӗ укҫа ҫинчен тата унпа мӗн илме пултарасси ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫламарӑм-и?» Тен, эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравланӑ май хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшама пуҫланине асӑрхарӑр. Нимӗн те тумасан, лару-тӑру тата ытларах япӑхланса кайма пултарать. Эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене хӑвӑр тӗллӗн ҫирӗплетме пултарайманнине ӑнланса илтӗр пулсан е эсир Туррӑн нормисене пӑсрӑр пулсан, сирӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла.

6. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫыннӑн мӗн тумалла?

6 Хӑш-пӗр ҫылӑхсемшӗн ҫынна, вӑл ӳкӗнмесен, пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ (1 Кор. 5:11—13). Эпир ҫавӑн пек ҫылӑх турӑмӑр пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки старейшинӑсенчен пӗринпе калаҫса илмелле. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫын хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хӑй тӗллӗн майлаштарса яма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Турӑ пире каҫартӑр тесен пирӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле те «ӳкӗннине ӗҫсемпе» кӑтартмалла (Ап. ӗҫ. 26:20). Ҫав ӗҫсенчен пӗри вӑл — ҫав ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене каласа парасси.

7. Старейшинӑсен пулӑшӑвӗ тата кама кирлӗ?

7 Старейшинӑсем йывӑр ҫылӑх тунисене ҫеҫ мар, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешекенсене те пулӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Тен, эсир ҫав тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем питӗ вӑйлӑ пулнӑран вӗсене хирӗҫ тӑма пултараймастӑп тесе шутлама пултаратӑр. Енчен те эсир чӑнлӑха пӗличчен наркотиксемпе иртӗхнӗ пулсан, порнографи пӑхнӑ пулсан е аскӑнланса пурӑннӑ пулсан, сире ҫавӑн пек кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Ҫак йывӑрлӑхсемпе пӗччен кӗрешмелле тесе ан шутлӑр. Пулӑшу ыйтма ан хӑрӑр. Хӑвӑр шанакан старейшинӑпа ҫакӑн пирки калаҫса илӗр. Вӑл сире тимлӗ итлӗ, малашне мӗн тумаллине калӗ. Ҫавӑн пекех вӑл эсир ҫав тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе малалла та кӗрешнӗшӗн Иегова сире ырлать тесе шантарӗ (Еккл. 4:12). Сирӗн ҫав кӑмӑл-туртӑмсемпе пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешме тивнӗрен эсир халран кайма пултаратӑр. Ҫавӑн пек чухне старейшинӑсем сире хӑвӑр ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗҫ. Вӗт пулӑшу ыйтнинче эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуни курӑнать. Унсӑр пуҫне, эсир ҫылӑхпа малалла та кӗрешнипе Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене питӗ хакланине кӑтартса паратӑр (1 Кор. 10:12).

8. Старейшинӑсене пирӗн хамӑр тунӑ пур йӑнӑша та каласа памалла-и?

8 Пирӗн хамӑр тунӑ кашни йӑнӑш ҫинчен старейшинӑсене каласа пама кирлӗ мар. Калӑпӑр, эпир пухури тӑвана кӳрентерекен сӑмахсем каларӑмӑр тата ҫавӑн чухне, тен, ун ҫине тарӑхса та кайрӑмӑр. Ҫавӑн пек чухне пирӗн старейшинӑсем патне мар, Иисус панӑ канаш тӑрӑх, хамӑр кӳрентернӗ ҫын патне каймалла та унран каҫару ыйтмалла. Ҫапла эпир унпа мирлешӗпӗр (Матф. 5:23, 24). Ҫавӑн пекех эпир хамӑр публикацисенче йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх тата чарулӑх ҫинчен мӗн каланине тӗпчеме пултаратпӑр, ҫапла вара эпир ҫав паха енсене малашне лайӑхрах кӑтартма пултарӑпӑр. Анчах эпир мӗн кирлине веҫех турӑмӑр пулсан та, йывӑрлӑха пурпӗр татса параймарӑмӑр пулсан, вара эпир старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Эводийӑпа Синтихия хӑйсем хушшинчи хирӗҫӗве хӑйсем татса пама пултарайман чухне Павел вӗсен пухӑвӗнчи пӗр арҫын тӑвана вӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн пухури старейшинӑсем те пире пулӑшма пултараҫҫӗ (Флп. 4:2, 3).

МӖНШӖН ПИРӖН СТАРЕЙШИНӐСЕНЧЕН ПУЛӐШУ ЫЙТМАЛЛА?

9. Пире намӑс пулсан та, мӗншӗн пирӗн пурпӗр старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? (Ытарӑшсем 28:13).

9 Хӑш-пӗр чухне пире пулӑшу ыйтма ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ. Сӑмахран, эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан е пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме йывӑр пек туйӑнать пулсан, пире ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа пама намӑс пулма пултарать. Анчах та ҫавна пурпӗр тумалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен старейшинӑсем пире хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫирӗп хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Шӑп ҫавӑншӑн Иегова вӗсене пире панӑ та. Ҫавӑнпа та старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ чухне эпир Турра шаннине тата итленине кӑтартатпӑр. Эпир Иегова пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме пулӑшасса шанатпӑр (Пс. 93:18). Эпир ҫылӑх турӑмӑр пулсан, анчах ун ҫинчен старейшинӑсене каласа патӑмӑр пулсан тата урӑх ӑна тумастпӑр пулсан, Иегова пире каҫарать. Пирӗн ҫакӑн пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. (Ытарӑшсем 28:13 вуласа парӑр.)

10. Эпир хамӑр тунӑ ҫылӑха пытарма тӑрӑшатпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?

10 Эпир хамӑр тунӑ ҫылӑха пытарма тӑрӑшатпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Ҫапла эпир хамӑра ҫеҫ сиен кӳрӗпӗр. Давид патшана аса илер. Вӑл хӑй тунӑ ҫылӑх ҫинчен пӗр вӑхӑт хушши никама та каласа паман. Ҫавна пула вӑл хуйха ӳкнӗ тата хӑйне чирлӗ пек туйма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Иегова ырлама пӑрахнине пӗлнӗ (Пс. 31:3—5). Айтӑр ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхар: эпир чирлесе ӳкнӗ е аманнӑ хыҫҫӑн сипленместпӗр пулсан, пирӗн тата ытларах ыратма пуҫлама пултарать. Ҫавӑн пекех эпир йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмастпӑр пулсан, хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма пултаратпӑр. Анчах та Иегова пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тет, ҫавӑнпа вӑл пире старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарать. Ҫапла эпир хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пултаратпӑр (Ис. 1:5, 6, 18).

11. Эпир йывӑр ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене каласа памастпӑр пулсан, тата мӗн пулса тухма пултарать?

11 Эпир хамӑр тунӑ йывӑр ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене каласа памастпӑр пулсан, ҫакӑ ыттисем ҫине те витӗм кӳме пултарать. Вара, тен, Иегова пухӑва святой сывлӑша унчченхинчен сахалрах пама пуҫлӗ. Ҫакӑ пухури тӑвансем ҫине япӑх витӗм кӳрӗ (Эф. 4:30). Эпир пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн ӑна ҫавӑн пирки старейшинӑсемпе калаҫма ӳкӗтлемелле. Эпир ӑна ҫавна тума ҫителӗклӗ вӑхӑт патӑмӑр пулсан, анчах вӑл ҫавна тумарӗ пулсан, эпир хамӑр ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа парӑпӑр. Ҫакна тумасан, эпир те Иегова умӗнче айӑплӑ пулӑпӑр (Лев. 5:1). Иеговӑна юратнӑран тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн пулнӑран эпир кам та пулин ҫылӑх туни ҫинчен старейшинӑсене каласа парӑпӑр. Ҫапла эпир пухӑва таса упраса хӑварма тата ҫылӑха кӗнӗ тӑвана хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшӑпӑр.

СТАРЕЙШИНӐСЕМ ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

12. Камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ямалла, ҫавсене старейшинӑсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

12 Библире каланӑ тӑрӑх, камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ямалла, ҫавсене старейшинӑсен пулӑшмалла (1 Фес. 5:14). Эсир ҫылӑх турӑр пулсан, старейшинӑсем сире лайӑхрах ӑнланас тесе ыйтусем пама пултараҫҫӗ (Ытар. 20:5). Сире хӑвӑр характера, культурӑна, хӑвӑра мӗнле пӑхса ӳстернине пула е намӑс пулнӑран хӑвӑр шухӑшусемпе туйӑмусене старейшинӑсене каласа пама йывӑр пулма пултарать. Анчах та эсир хӑвӑрӑн йывӑрлӑху пирки каласа панипе вӗсене пулӑшма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене темскер тӗрӗс маррине калама пултарӑп тесе ан пӑшӑрханӑр (Иов 6:3). Старейшинӑсем айӑплама васкамаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем сире тимлӗ итлӗҫ те пӗтӗмпех ӑнланма тӑрӑшӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ сире канаш парӗҫ (Ытар. 18:13). Старейшинӑсем пухури тӑвана пулӑшма вӑхӑт кирлине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем кӑткӑс ыйтусене пӗрре тӗл пулсах татса пама пулать тесе шутламаҫҫӗ.

13. Старейшинӑсем пирӗншӗн кӗлтуни тата Библи тӑрӑх канаш пани пире мӗнле пулӑшать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

13 Старейшинӑсем сире хӑйсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра тата айӑплӑрах туйтарасшӑн мар. Ун вырӑнне вӗсем сирӗнпе пӗрле сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ. Вӗсем кӗлтуни питӗ пулӑшни сире, тен, тӗлӗнтерӗ те. Иаков старейшинӑсем ҫынна пулӑшнӑ чухне «унӑн пуҫне Иегова ячӗпе ҫу» сӗрӗҫ тенӗ (Иак. 5:14—16). Кунта «ҫу» тени Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлтерет. Апла пулсан, старейшинӑсем Библипе усӑ курса сире йӑпатӗҫ тата Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшӗҫ (Ис. 57:18). Вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канашсем сире тӗрӗссине тума вӑй парӗҫ. Вара эсир: «Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр», — текен Иеговӑн сӑмахӗсене илтетӗр теме пулать (Ис. 30:21).

Ӳкерчӗксем: 1) унчченхи ӳкерчӗкри тухтӑр арҫыннӑн хулпуҫҫине тӗрӗслет; стена ҫинче хулпуҫҫин рентген ӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑрать; 2) унчченхи ӳкерчӗкри старейшинӑпа тепӗр старейшина арҫын тӑвана ун килӗнче Библипе усӑ курса хавхалантараҫҫӗ; арҫын тӑван старейшинӑсем мӗн каланине итлет, пурте йӑл кулаҫҫӗ.

Старейшинӑсем Библипе усӑ курса пире йӑпатаҫҫӗ тата хавхалантараҫҫӗ (13, 14 абзацсене пӑхӑр)


14. Галати 6:1-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, кам «тӗрӗс мар утӑм» тунӑ, ҫавна старейшинӑсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

14 Галати 6:1 вуласа парӑр. «Тӗрӗс мар утӑм» тунӑ христианин Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пӑрахать. Ҫав тӗрӗс мар утӑм шутне ӑссӑр йышӑну туни е йывӑр ҫылӑх туни кӗме пултарать. Старейшинӑсем ҫав христианина юратнӑран «йӑваш кӑмӑллӑ пулса ӑна тӳрлетме» тӑрӑшаҫҫӗ. «Тӳрлет» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе тухтӑр ҫыннӑн мӑкӑлтаннӑ шӑммине вырӑна мӗнле лартнине сӑнласа панӑ чухне усӑ курнӑ. Тухтӑр ҫавна тусан, ҫын уксах-чӑлах пулмӗ. Лайӑх тухтӑр ҫынна сахалтарах ыраттарас тесе шӑмма асӑрхануллӑн вырӑна лартӗ. Старейшинӑсем те тӗрӗс мар утӑм тунӑ христианина тӳрлетнӗ чухне шӑп ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫакна та палӑртма пулать: Галати 6:1-мӗшӗнче старейшинӑсен хӑйсене асӑрхаса тӑмалла тенӗ. Ҫынна тӳрлетнӗ чухне вӗсем хӑйсен те ҫитменлӗхсем пуррине, хӑйсем те йӑнӑшма пултарнине асра тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа старейшинӑсем ҫав ҫынна айӑпламаҫҫӗ, ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхмаҫҫӗ тата хӑйсем унран лайӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ тата чунтан хӗрхенеҫҫӗ (1 Пётр 3:8).

15. Старейшинӑсем пире пулӑшма пултарччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

15 Эпир старейшинӑсене шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова вӗсене пире мӗнле пулӑшмаллине вӗрентсех тӑрать. Вӗсем калама юраман информацие никама та пӗлтермеҫҫӗ. Вӗсем канаш панӑ чухне хӑйсен шухӑшӗсене мар, Библире мӗн каланине калаҫҫӗ. Эпир йывӑрлӑхсемпе кӗрешнӗ чухне вӗсем пире пӗччен хӑвармаҫҫӗ — мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 11:13; Гал. 6:2). Вӗсен характерӗ те, опычӗ те тӗрлӗрен, ҫав-ҫавах эпир вӗсенчен кашнипе хамӑр йывӑрлӑха сӳтсе явма пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑра килӗшекен канаша илтес тесе пӗр старейшина патӗнчен теприн патне кайса ҫӳремӗпӗр. Ҫапла тунипе эпир Турӑ Сӑмахӗнчи «тӗрӗс вӗрентӗве» пӗлесшӗн пулнине мар, хамӑр мӗн илтес килнине калакансене шыранине кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр (2 Тим. 4:3). Эпир старейшинӑран пулӑшу ыйтнӑ чухне вӑл пирӗнтен кун пирки старейшинӑсенчен хӑшӗнпе калаҫса пӑхрӑн тата вӑл сана мӗнле канаш пачӗ тесе ыйтма пултарать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире мӗн те пулин калас умӗн, тен, урӑх старейшинӑпа канашласа пӑхас тейӗ. Ҫапла вӑл сӑпайлӑ пулнине кӑтартӗ (Ытар. 13:10).

ПИРӖН ЯВАПЛӐХ

16. Турӑ умӗнче пирӗн мӗнле яваплӑх пур?

16 Старейшинӑсем пире канашсем параҫҫӗ тата хамӑрӑн йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пулӑшаҫҫӗ пулин те, вӗсем нихӑҫан та пирӗншӗн йышӑну тумаҫҫӗ. Эпир хамӑр пурнӑҫа Турра халалланӑ, ҫавӑнпа та унӑн законӗсене тытса тӑрасси вӑл — пирӗн кашнин яваплӑхӗ. Эпир хамӑр сӑмахсемпе ӗҫсемшӗн Турӑ умӗнче хамӑр явап тытӑпӑр (Рим 14:12). Иегова вара хӑй енчен пире тӗрӗс йышӑнусем тума тата хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ старейшинӑсем хӑйсен шухӑшне калас вырӑнне Библипе усӑ курса пире Иегова кун пирки е ун пирки мӗн шутланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канашсене тытса тӑнипе эпир хамӑр ӑс-тӑна тӗрӗс йышӑнусем тума хӑнӑхтарса ҫитеретпӗр (Евр. 5:14).

17. Эпир Иеговӑран пулӑшу илесшӗн пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

17 Иегова пирӗншӗн ырӑ кӗтӳҫ хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Иегова «лайӑх кӗтӳҫе», Иисус Христоса, янӑ — вӑл вара пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май пултӑр тесе пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Иоанн 10:11). Иегова ҫапла сӑмах панӑ: «Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ» (Иер. 3:15). Турӑ пире старейшинӑсем панипе хӑйӗн ҫак сӑмахӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та хамӑр ӗненӳ хавшанине е хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ямаллине туйнӑ чухне пирӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма вӑтанса тӑмалла мар. Вара эпир Иегова вӗсемпе усӑ курса пире мӗнле пулӑшнине курӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Пирӗн хӑҫан старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

  • Пирӗн мӗншӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

  • Старейшинӑсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

31-МӖШ ЮРӐ Турӑпа ҫӳре

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр