БИОГРАФИ
Вӑтанчӑк хӗрачаран миссионер пулса тӑратӑп
АЧА чухне эпӗ питӗ вӑтанаттӑмччӗ тата ҫынсенчен хӑраттӑмччӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн, Иегова пулӑшнипе, эпӗ ҫынсене юратма пуҫларӑм тата миссионер пулса тӑтӑм. Мӗне пула манӑн пурнӑҫра ҫавӑн пек улшӑнусем пулса иртрӗҫ? Пуринчен ытла мана ҫак тӗлӗшрен атте пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех ман ҫине хамӑр пухури пӗр ҫамрӑк тӑванӑн тӗслӗхӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Унтан мана хамӑн упӑшкан ырӑ та ӑслӑ сӑмахӗсем пулӑшса тӑчӗҫ. Хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа парам-ха сире.
Эпӗ 1951 ҫулта Австрири Ве́на хулинче ҫуралнӑ. Манӑн аттепе анне католиксем пулнӑ. Эпӗ Турра ӗненнӗ тата ӑна час-часах кӗлтӑваттӑмччӗ. Эпӗ 9 ҫулта пулнӑ чухне атте Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫларӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен анне те унпа пӗрле вӗренме тытӑнчӗ.
Эпӗ хамӑн Элизабет йӑмӑкпа (хыҫалта ларать)
Кӗҫех эпир Венӑри «Дёблинг» ятлӑ пухӑва ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Пирӗн ҫемье час-часах вӑхӑта пӗрле ирттеретчӗ. Эпир Библие вулаттӑмӑрччӗ тата тӗпчеттӗмӗрччӗ, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреттӗмӗрччӗ тата конгрессенче доброволецсем пулса ӗҫлеттӗмӗрччӗ. Атте пулӑшнипе эпӗ ача чухнех Иеговӑна хытӑ юратма пуҫларӑм. Вӑл манпа йӑмӑк пирки пионерсем пулса тӑччӑр тесе яланах кӗлтӑватчӗ. Анчах ун чухне манӑн ҫавӑн пек тӗллев пулман.
СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ТУМА ПУҪЛАТӐП
Эпӗ 1965 ҫулта шыва кӗтӗм. Ун чухне эпӗ 14 ҫултаччӗ. Анчах мана палламан ҫынсене ырӑ хыпар калама йывӑрччӗ. Унсӑр пуҫне, эпӗ ытти ҫамрӑксем манран лайӑхрах тесе шутлаттӑмччӗ тата тантӑшсене манӑн питӗ юрас килетчӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемен хӗрсемпе хутшӑнма пуҫларӑм. Мана вӗсемпе пӗрле пулма килӗшетчӗ, анчах та эпӗ Иеговӑна юратман ҫынсемпе пӗрле питӗ нумай вӑхӑт ирттернӗрен мана совесть кӑшлатчӗ. Ҫав-ҫавах эпӗ вӗсемпе хутшӑнма пӑрахма хӑю ҫитереймерӗм. Мана мӗн пулӑшрӗ-ши вара?
Эпӗ Доротирен нумай мӗне вӗрентӗм (сулахай енче)
Ҫав вӑхӑтсенче пирӗн пухура 16 ҫулхи До́роти хыпарҫӑ пулса тӑчӗ. Ӑна килтен киле ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшетчӗ, ҫакӑ ман ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Эпӗ унран кӑштах аслӑрахчӗ, анчах сӑваплӑ ӗҫе сахал хутшӑнаттӑмччӗ. Эпӗ ҫапла шутлаттӑмччӗ: «Манӑн аттепе анне — Свидетельсем, анчах та Доротин ҫемйинче никам та Иеговӑшӑн ӗҫлемест. Вӑл чирлӗ амӑшне пӑхса пурӑнать, ҫав-ҫавах сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑнать». Унӑн тӗслӗхӗ мана Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлеме хавхалантарчӗ. Кӗҫех эпир Доротипе иксӗмӗр малтан пулӑшакан пионерсем, кайран тулли пионерсем пулса тӑтӑмӑр. Дороти ҫине пӑхса эпӗ те хастарлӑ пулса тӑтӑм. Вӑл пулӑшнипе эпӗ хамӑн пӗрремӗш Библи вӗренӗвне пуҫларӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ырӑ хыпара килтен киле, урамра тата ытти вырӑнсенче сарнӑ чухне мана ҫынсемпе калаҫма ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах пулса пычӗ.
Эпӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ ҫул пирӗн пухӑва Хайнц ятлӑ арҫын тӑван килчӗ. Вӑл Канадӑна Свидетель пулнӑ пиччӗшӗ патне кайсан чӑнлӑха пӗлнӗ. Хайнц пирӗн пухура ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. Вӑл мана тӳрех килӗшрӗ. Анчах Хайнц миссионер пуласшӑнччӗ, манӑн вара ҫакӑн пек тӗллев пулман. Ҫавӑнпа эпӗ малтан ӑна хамӑн туйӑмсене кӑтартмасттӑмччӗ. Анчах пӗр вӑхӑт иртсен эпир Хайнцпа тӗл пулма пуҫларӑмӑр та мӑшӑрлантӑмӑр. Унтан пӗрле пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
МИССИОНЕР ПУЛАС КӐМӐЛ ҪУРАЛАТЬ
Хайнц миссионер пуласшӑн пирки мана час-часах калатчӗ. Вӑл мана хистеместчӗ, анчах та хӑш-пӗр чухне вӑл мана ҫав тӗллев ҫинчен шухӑшлама пулӑшакан ыйтусем паратчӗ. Сӑмахран, вӑл манран: «Пирӗн ачасем ҫук, ҫавӑнпа та эпир Иеговӑшӑн нумайрах тума пултараймастпӑр-ши?» — тесе ыйтатчӗ. Вӑтанчӑк пулнине пӑхмасӑрах эпӗ пионер пулса ӗҫлеттӗмччӗ пулин те, миссионер пулас шухӑш мана питӗ хӑрататчӗ — ку манран пулмасть пек туйӑнатчӗ мана. Ҫав-ҫавах Хайнц манпа тӳсӗмлӗ пулса мана ҫав тӗллев ҫинчен шухӑшлама пулӑшса тӑратчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл мана хама мӗн хӑратни ҫинчен шухӑшлас вырӑнне ҫынсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлама хавхалантаратчӗ. Ҫак канаш мана чӑннипех пулӑшрӗ.
Зальцбургри серб-хорват чӗлхипе иртекен пӗчӗк пухура Хайнц «Хурал башнине» вӗреннине ирттерет. Австри, 1974 ҫул
Майӗпен-майӗпен манӑн чӗрере миссионер пулас кӑмӑл ҫуралчӗ. Ҫавӑнпа эпир Галаад шкулне вӗренме кӗме заявлени ҫыртӑмӑр. Филиалти яваплӑ арҫын тӑван мана чи малтан акӑлчан чӗлхипе лайӑхрах калаҫма вӗренме сӗнчӗ. Эпӗ виҫӗ ҫул тӑрӑшса вӗрентӗм. Унтан пире кӗтмен ҫӗртен Австрири За́льцбург хулинчи серб-хорват чӗлхипе иртекен пухӑва куҫма ыйтрӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир ҫичӗ ҫул хушши ҫак чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтертӗмӗр. Манӑн упӑшка район старейшини пулса тӑчӗ, вара эпир пӗр ҫул хушши серб-хорват чӗлхипе иртекен пухусене кайса ҫӳрерӗмӗр. Серб-хорват чӗлхине вӗренме ҫӑмӑл марччӗ, ҫав-ҫавах Библи вӗренӗвӗсем пирӗн нумайччӗ.
Пире 1979 ҫулта Болгарие «отпуска» кайма ыйтрӗҫ. Ҫав ҫӗршывра пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа эпир «отпускра» ырӑ хыпар каламарӑмӑр. Анчах та эпир унта пирӗн пӗчӗкҫӗ публикацисене вӑрттӑн илсе килме пултартӑмӑр. Вӗсене Болгарин тӗп хулинче, Софийӑра, пурӑнакан пилӗк хӗрарӑм тӑвана памалла пулнӑ. Мана питӗ хӑрушӑччӗ, анчах Иегова мана ҫак ӗҫе тума пулӑшрӗ. Ҫав пилӗк хӗрарӑм тӑван, хӑйсене кирек хӑш вӑхӑтра та тӗрмене лартма пултарнине пӑхмасӑрах, питӗ хӑюллӑччӗ тата савӑнӑҫлӑччӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана Иеговӑн организацийӗ мӗн тума ыйтнине пурне те тума хӑюлӑх пачӗ.
Пӗр вӑхӑт иртсен эпир Галаад шкулне вӗренме кӗме каллех заявлени ҫыртӑмӑр. Ку хутӗнче вара пире вӗренме чӗнчӗҫ. Эпир вӗренӳ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче акӑлчан чӗлхипе иртӗ тесе шутланӑччӗ. Анчах та 1981 ҫулхи ноябрьте Германири Висба́ден хулинчи филиалра Галаад шкулӗн уйрӑмӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ нимӗҫ чӗлхипе иртрӗ, ҫапла вара ӑнланма мана ҫӑмӑлрах пулчӗ. Вӗренсе пӗтерсен пире ӑҫта ячӗҫ-ши?
СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ВӐРҪӐСЕМ ПЫРАКАН ҪӖРШЫВРА ТӐВАТПӐР
Пире Кение ячӗҫ. Анчах Кенири филиал пире эсир кӳршӗ ҫӗршывра, Угандӑра, сӑваплӑ ӗҫе тума пултараймастӑр-ши тесе ыйтрӗ. Унта вунӑ ҫул каялла И́ди Ами́н генерал влаҫа хӑйӗн аллине ярса илнӗ пулнӑ. Вӑл влаҫра ларнӑ чухне пин-пин ҫынна вӗлернӗ тата миллион-миллион ҫын хӗн курса пурӑннӑ. 1979 ҫулта Иди Амин влаҫне сирпӗтсе антарнӑ. Мана ҫав лӑпках мар ҫӗршыва куҫса кайма мӗн тери хӑрушӑ пулнине ӑнланатӑр пуль. Анчах Галаадра пире Иеговӑна шанма вӗрентрӗҫ, ҫавӑнпа эпир килӗшрӗмӗр.
Угандӑра ун чухне пӗр йӗрке те ҫукчӗ. Правительство ҫынсене шывпа, электричествӑпа тата ытти кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерме пултараймастчӗ. Телефонсем ӗҫлеместчӗҫ. Уйрӑмах каҫхине ҫынсем пӑшалпа перетчӗҫ тата ҫарататчӗҫ. Ҫавӑнпа та каҫ пулсан ҫынсем кӗтмен хӑнасем килмессе шанса — час-часах кӗлтуса — килтен тухмасӑр ларатчӗҫ. Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Угандӑри тӑвансем хытӑ ӗненме тата Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пӑрахман.
Вайсвасен ҫемйин килӗнче апат пӗҫеретпӗр
Эпир Хайнцпа 1982 ҫулта Угандӑн тӗп хулине, Кампалӑна, куҫса кайрӑмӑр. Малтанхи пилӗк уйӑх хушшинче эпир Сэм тата Кристина Вайсвасем патӗнче пурӑнтӑмӑр. Вӗсен пилӗк ачаччӗ тата вӗсемпе пӗрле хурӑнташӗсен тӑватӑ ачи пурӑнатчӗ. Час-часах Сэмпа Кристина тата вӗсен ҫемйи кунне пӗрре кӑна ҫиетчӗҫ, анчах вӗсем хӑйсен мӗн пуррипе пире хӑналама яланах хатӗрччӗ. Ҫакӑ пирӗн чуна пырса тиврӗ. Вӗсен килӗнче пурӑннӑ чухне эпир нумай усӑллӑ япалана вӗрентӗмӗр, ҫаксем вара пире миссионер пулса ӗҫленӗ чухне питӗ пулӑшрӗҫ. Сӑмахран, эпир шыва перекетлеме вӗрентӗмӗр. Ҫӑвӑнма пире темиҫе литр шыв кӑна кирлӗччӗ, ҫав шывпах эпир кайран туалетра усӑ кураттӑмӑрччӗ. 1983 ҫулта эпир Хайнцпа Кампа́ла хулинчи хӑрушах мар районта ҫурт тупрӑмӑр та унта куҫса кайрӑмӑр.
Кампалӑра пире ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшетчӗ. Пӗррехинче эпир пӗр уйӑх хушшинче 4 000 журнал салатрӑмӑр! Анчах пире ҫынсем чӑнлӑха мӗнле йышӑнни ытларах савӑнтаратчӗ. Вӗсем Турра питӗ хисеплетчӗҫ тата Библи ҫинчен хаваспах калаҫатчӗҫ. Эпир Хайнцпа ялан тенӗ пекех 10—15 Библи вӗренӗвӗ ирттереттӗмӗрччӗ. Библи вӗренекенсенчен эпир нумай мӗне вӗрентӗмӗр. Сӑмахран, вӗсен кашни эрнере тӗлпулӑва ҫуран утмаллаччӗ пулин те, вӗсем нихӑҫан та нӑйкӑшмастчӗҫ, яланах йӑл кулатчӗҫ.
Угандӑра 1985 ҫулта тата 1986 ҫулта тата икӗ вӑрҫӑ пулса иртрӗ. Ун чухне эпир автомат тытнӑ ачасене урамсенче тата блокпостсенче час-часах кураттӑмӑрччӗ. Ҫаксене пӑхмасӑрах эпир малалла та ырӑ хыпар сараттӑмӑрччӗ. Эпир Турра вӑл пире асӑрхануллӑ тата лӑпкӑ пулма пулӑштӑр тесе кӗлтӑваттӑмӑрччӗ. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатчӗ. Библи ҫинчен калаҫма килӗшекен ҫынна тӗл пулсанах хӑрани тӳрех иртсе каятчӗ.
Хайнц, эпӗ тата Татьяна (варринче)
Эпир Угандӑна урӑх ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсене те ырӑ хыпар калаттӑмӑрччӗ. Сӑмахран, эпир Мура́т тата Дильба́р Ибатуллинсемпе — Татарстанран килнӗ мӑшӑрпа — паллашрӑмӑр та вӗсемпе Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Мурат тухтӑр пулса ӗҫлетчӗ. Муратпа Дильбар шыва кӗчӗҫ. Вӗсем халӗ те Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ. Каярахпа эпӗ Украинӑран килнӗ Татьяна Вилейскипеa паллашрӑм. Вӑл депрессипе питӗ хытӑ аптранӑран хӑйӗн ҫине ал хурасшӑн пулнӑ. Татьяна шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ. Каярахпа вӑл пирӗн литературӑна украин чӗлхи ҫине куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ.
УРӐХ ҪӖРШЫВРА МИССИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕТПӖР
Эпир 1991 ҫулта Австрире отпускра пулнӑ чухне вырӑнти филиалтан ҫыру илтӗмӗр. Унта пире Болгарие яни пирки ҫырнӑ пулнӑ. Хӗвелтухӑҫ Европӑра коммунизм пӗтсен, Болгарире Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тума ирӗк панӑ. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне эпир Хайнцпа пӗрле пирӗн литературӑна ҫав ҫӗршыва вӑрттӑн илсе килни ҫинчен унччен каланӑччӗ ӗнтӗ. Ку хутӗнче вара пире унта ырӑ хыпар сарма ячӗҫ.
Тӑвансем пире отпуск хыҫҫӑн тӳрех Болгарие кайма ыйтрӗҫ. Ҫавӑнпа пирӗн миссионер ҫуртне таврӑнса япаласене пуҫтарма, туссемпе сывпуллашма май пулмарӗ. Малтан эпир Германири Вефиле кайрӑмӑр. Унта пире машин пачӗҫ те унпа эпир Болгарие ҫул тытрӑмӑр. Софийӑра эпир 20 хыпарҫӑран тӑракан ушкӑнпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
Болгарире эпир ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑмӑр. Пӗрремӗшӗнчен, эпир унти чӗлхене пӗлмен. Иккӗмӗшӗнчен, болгар чӗлхипе тухнӑ икӗ публикаци ҫеҫ пулнӑ — «Библи калавӗсен кӗнеки» тата «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» кӗнекесем. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама йывӑрччӗ. Ҫаксене пӑхмасӑрах пирӗн пӗчӗк ушкӑн хастаррӑн ырӑ хыпар саратчӗ. Болгарири православи чиркӗвӗн ҫыннисене ҫакӑ питӗ килӗшместчӗ, вара вӗсем пире хӗсӗрлеме пуҫларӗҫ.
Влаҫсем 1994 ҫулта Иегова Свидетелӗсене регистраци тума пӑрахнӑ, вара ҫынсем пирӗн ҫине хӑрушӑ секта ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр арҫын тӑвансене арестлерӗҫ. Хаҫатсенче тата телевиденире Иегова Свидетелӗсем ҫинчен сӗмсӗр суя саратчӗҫ: эпир хамӑрӑн ачасене вӗлеретпӗр тесе тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене хӑйсем ҫине ал хума хистетпӗр тесе суятчӗҫ. Ырӑ хыпар сарма питӗ йывӑрччӗ: ҫынсемпе калаҫнӑ чухне вӗсем час-часах пирӗн ҫине кӑшкӑратчӗҫ, полици чӗнетчӗҫ е пирӗн ҫине мӗн те пулин ывӑтатчӗҫ. Ҫӗршыва пирӗн литературӑна илсе килме май ҫукччӗ тата тӗлпулусене ирттермешкӗн залсене тара илме питӗ йывӑрччӗ. Пӗррехинче полици пирӗн конгреса та чарса лартрӗ. Эпир Хайнцпа ҫавӑн пек курайманлӑха пӗрремӗш хут куртӑмӑр. Ҫакӑ пӗртте Угандӑри пек марччӗ, унта кашни тенӗ пекех Библи вӗренме хатӗрччӗ! Пире ҫак лару-тӑрӑва хӑнӑхма, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ-ши?
Вырӑнти тӑвансемпе хутшӑнни пире вӑй парса тӑчӗ. Вӗсем чӑнлӑха тупнӑшӑн питӗ савӑнатчӗҫ тата пирӗн сӑваплӑ ӗҫе питӗ хаклатчӗҫ. Эпир пурте пӗр-пӗрне пулӑшса тӑраттӑмӑрччӗ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗрентӗмӗр? Пире кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та, эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, ытларах ҫынсем ҫинчен шутлатпӑр пулсан, эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр.
Болгарири филиалта. 2007 ҫул
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн лару-тӑру лайӑхланчӗ. 1998 ҫулта пирӗн организацие каллех регистраци турӗҫ, вара болгар чӗлхипе нумайрах публикаци тухма пуҫларӗ. 2004 ҫулта филиал ҫуртне халалларӗҫ. Халӗ Болгарире 57 пуху, вӗсенче вара 2 953 хыпарҫӑ. 2024 ҫулта Каҫхи апат уявне 6 475 ҫын килнӗ. Унччен Софийӑра 5 хӗрарӑм тӑван ҫеҫ пулнӑ, халӗ унта 9 пуху! «Сахаллинчен — пин... пулӗ» тесе пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнине эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр (Ис. 60:22).
СЫВЛӐХПА ҪЫХӐННӐ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ
Манӑн сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ. Ҫулсем хушшинче манра темиҫе шыҫӑ тупрӗҫ, вӗсенчен пӗри пуҫ миминчеччӗ. Унран хӑтӑлас тесе эпӗ радиотерапи мелӗпе сиплентӗм. Унтан мана Индире 12 сехет хушши операци турӗҫ те ҫав шыҫӑн пысӑк пайне пӗтерчӗҫ. Хама лайӑхрах туйма пуҫличчен эпир Индири филиалта пурӑнтӑмӑр, унтан Болгарие таврӑнтӑмӑр.
Ҫав вӑхӑтра Хайнц ашшӗ-амӑшӗнчен куҫакан, сайра-хутра пулакан чирпе, Ха́нтингтон чирӗпе, аптрама пуҫларӗ. Ҫак чире пула ӑна утма, калаҫма йывӑрччӗ тата вӑл тӗлли-паллисӗр хусканусем тӑватчӗ. Чирӗ аталанса пынӑ май ӑна манӑн ытларах та ытларах пулӑшмаллаччӗ. Хӑш-пӗр чухне мана хамӑн пӗр вӑй та тӑрса юлман пек тата хамӑн упӑшкана урӑх пӑхма пултараймастӑп пек туйӑнатчӗ. Анчах та Бо́би ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван Хайнца час-часах ырӑ хыпар сарма чӗнетчӗ. Ӑна Хайнц ӑнланмаллах мар калаҫни тата алли-урине тӗлли-паллисӗр хускатни вӑтантармастчӗ. Эпӗ Хайнца пулӑшма пултарайман чухне яланах Боби ҫине шанма пултараттӑмччӗ. Эпир упӑшкапа иксӗмӗр ку тӗнчере ачасемсӗр пулма шут тытнӑ пулин те, пире Иегова Бобие ывӑл вырӑнне панӑ пек туйӑнатчӗ (Марк 10:29, 30).
Хайнц ракпа та чирлетчӗ. Шел пулин те, 2015 ҫулта манӑн хаклӑ упӑшка вилсе кайрӗ. Эпӗ уншӑн питӗ тунсӑхлатӑп. Вӑл ҫуккине эпӗ халӗ те хӑнӑхаймастӑп. Анчах вӑл ман асаилӳсенче яланах чӗрӗ (Лука 20:38). Кун хушшинче эпӗ час-часах унӑн ырӑ сӑмахӗсемпе ӑслӑ канашӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп. Эпӗ унпа пӗрле Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлеме пултарнӑшӑн питӗ пархатарлӑ.
ИЕГОВА ПУЛӐШСА ТӐНӐШӐН ӐНА ПИТӖ ПАРХАТАРЛӐ
Иегова пур йывӑрлӑхра та манпа пӗрле пулчӗ. Вӑл мана вӑтанчӑк хӗрачаран ҫынсене чӑннипех юратакан миссионер пулса тӑма пулӑшрӗ (2 Тим. 1:7). Иеговӑна пула эпӗ тата манӑн йӑмӑк сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑратпӑр. Вӑл хӑйӗн упӑшкипе, район старейшини пулса ӗҫлекенскерпе, Европӑри серб чӗлхипе иртекен пухусене кайса ҫӳрет. Нумай ҫул каялла атте хӑйӗн хӗрӗсем пионерсем пулса ӗҫлеччӗр тесе кӗлтунӑ. Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравларӗ.
Эпӗ Библи вулама тата тӗпчеме юрататӑп, ҫакӑ манӑн чуна канӑҫлӑх парать. Хама йывӑр килнӗ чухне эпӗ, Иисус пекех, «тата хытӑрах» кӗлтӑватӑп (Лука 22:44). Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравланине эпӗ куратӑп. Сӑмахран, вӑл мана хамӑн пухури, Софийӑри «Надежда» ятлӑ пухури, тӑвансем урлӑ пулӑшса тӑрать. Вӗсем манпа питӗ ырӑ — вӗсем мана хӑнана чӗнеҫҫӗ, мана хытӑ юратни пирки тата манӑн сӑваплӑ ӗҫе хаклани пирки калаҫҫӗ. Ҫакӑ мана пысӑк савӑнӑҫ парать.
Эпӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен час-часах шухӑшлатӑп. Хамӑн ҫемьерисем пурте райра пулнине эпӗ куҫ умне кӑларса тӑрататӑп. Пӳрт умӗнче аттепе анне тӑраҫҫӗ, вӗсем мӑшӑрланнӑ чухнехи пекех хитре те ҫамрӑк. Йӑмӑк темскер тутлине пӗҫерет, Хайнц вара хӑйӗн лашине ачашласа тӑрать. Куҫ умне ҫавӑн пек ӳкерчӗксем кӑларса тӑратни мана япӑх шухӑшсене сирсе яма пулӑшать тата савӑнӑҫ парать. Эпӗ Иеговӑна ҫавӑн пек шанчӑк панӑшӑн питӗ пархатарлӑ!
Иегова мана хамӑн пурнӑҫра мӗн-мӗн пани ҫинчен тата пуласлӑхра мӗн-мӗн парасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпӗ хама Давид пекех туятӑп. Вӑл ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ чухне эпӗ Иеговӑн ырӑлӑхне курассине ӗненмен пулнӑ пулсан, эпӗ ӑҫта пулнӑ пулӑттӑм-ши? Иеговӑна шан, хӑюллӑ та ҫирӗп пул. Ҫапла, Иеговӑна шан» (Пс. 27:13, 14, ҪТ).
a Татьяна Вилейски биографине 2000 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта (выр.) пӑхӑр, 20—24 страницӑсем.