Вулакансен ыйтӑвӗсем
Ырӑ хыпар сарас ӗҫ хӑҫан вӗҫленӗ?
Иисус ҫапла каланӑ: «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара, ӑна пур халӑх та илттӗр тесе, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухӗҫ, вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:14). Ҫак сӑвӑ йӗркинче тата ҫак сыпӑкри 6-мӗш сӑвӑ йӗркинче те́лос текен грек сӑмахне «пӗтес вӑхӑт» тесе куҫарнӑ. Ҫак грек сӑмахӗ Шуйттанӑн тӗнчи пӗтес вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ (Ӳлӗм. 16:14, 16). Эппин, эпир ырӑ хыпара Армагеддонччен тенӗ пекех пӗлтерӗпӗр. Ҫакӑ унччен эпир мӗнле ӑнланнине ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани пулать.
Унччен эпир ырӑ хыпара пысӑк хӗн-асап пуҫлансан пӗлтерме чарӑнӑпӑр тесе шутланӑ. Пысӑк хӗн-асап вара Аслӑ Вавилон ҫине тапӑннипе пуҫланать (Ӳлӗм. 17:3, 5, 15, 16). Эпир пысӑк хӗн-асап пуҫлансан «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» вӗҫленет тесе шутланӑ (Ис. 61:2). Ҫавӑн пекех эпир кам пысӑк хӗн-асап пуҫланичченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ, ҫавсем ҫеҫ ҫав хӗн-асапа пурӑнса ирттерӗҫ тесе ӗненнӗ. Эпир вӗсене Иерусалима пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта тӗп тунӑ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ еврейсемпе танлаштарнӑ. Ҫав еврейсене Иерусалима аркатичченех ҫӑлӑнма палӑртса хунӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна пуҫҫапнӑ тата усала курайман (Иез. 5:11; 9:4). Анчах та ҫавӑн пек танлаштарни Матфей 24:14-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Унӑн сӑмахӗсем вара ҫынсен Армагеддонччен тенӗ пекех ырӑ хыпара йышӑнма май пулассине кӑтартса параҫҫӗ.
Матфей 24:14-мӗш сӑвӑ йӗркинче мӗн каланине лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑран пирӗн ҫавӑн пекех Ӳлӗмхи 16:21-мӗш сӑвӑ йӗркине мӗнле ӑнланнине те улӑштармалла пулчӗ. Унта хыпара пысӑк пӑр катӑкӗсем ҫунипе танлаштарнӑ. Эпир ҫак икӗ сӑвӑ йӗркине тарӑнрах тӗпчерӗмӗр те, вӗсенче иккӗшӗнче те пӗр хыпар ҫинченех каланине ӑнланса илтӗмӗр. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пире Павел апостолӑн сӑмахӗсем пулӑшрӗҫ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫӑлӑнаканнисемшӗн» Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар «пурнӑҫ шӑрши» пулать. Туррӑн тӑшманӗсемшӗн вара ырӑ хыпар пачах та ырӑ мар, вӑл вӗсемшӗн «вилӗм шӑрши» пулать (2 Кор. 2:15, 16). Ҫавӑн пек ҫынсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав хыпар вӗсем юратакан тӗнче пӑсӑлса пӗтнине, Шуйттан аллинче пулнине тата кӗҫех тӗп пулассине уҫса парать (Иоанн 7:7; 1 Иоанн 2:17; 5:19). Апла пулсан, Матфей 24:14-мӗшӗнче тата Ӳлӗмхи 16:21-мӗшӗнче Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхни ҫинчен каланӑ.
Асӑрхӑр-ха, Ӳлӗмхи 16:21-мӗшӗнче пӑр ҫуни питӗ хӑрушӑ пулать тенӗ. Ҫакӑ пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче ырӑ хыпара тата анлӑрах сарассине, ҫавна пула нихҫанхинчен те нумайрах ҫын Иеговӑн ячӗ ҫинчен пӗлессине пӗлтерет пулмалла (Иез. 39:7, ҪТ). Аслӑ Вавилона пӗтернӗ хыҫҫӑн Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар кама та пулин килӗшӗ-ши, ҫав хыпар вӗсемшӗн тутлӑ шӑршӑ пек пулӗ-ши? Пулма пултарать. Тен, вӗсем Иегова Свидетелӗсем суя тӗн пӗтесси ҫинчен нумай ҫул каласа ҫӳренине аса илӗҫ е ҫавна пӗрремӗш хут илтӗҫ.
Авалхи Египетра мӗн пулса иртнине аса илер. Иегова унта пурӑнакан ҫынсем ҫине вунӑ асап янӑ. Ҫапла вӑл «Египетӑн пур туррине те» суд тунӑ. Вара «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн» израильтянсемпе кайнӑ (Тух. 12:12, 37, 38). Вӗсем Моисей вунӑ асап пирки мӗн калани пурте пурнӑҫланнине курнӑран пулас ҫапла тунӑ.
Аслӑ Вавилона пӗтернӗ хыҫҫӑнхи тата Армагеддон пуҫланичченхи тапхӑрта ҫавӑн пекреххи пулать пулас. Армагеддон пуҫланиччен кӑшт маларах святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем, тӳпене кайӗҫ. Анчах вӗсем ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫав тапхӑрта кам Иегова майлӑ тӑрӗ, ҫавсен вӗсене ырӑ тума май пулӗ (Матф. 25:34—36, 40). Иисус суд тунӑ чухне шӑп ҫавна пула ҫынна «сурӑх» шутне кӗртме пултарӗ.
Ҫак ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани Иеговӑн пысӑк юратӑвӗпе хӗрхенӗвне кӑтартса парать. Чӑнах та, «вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет» (2 Пётр 3:9).