9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
51-МӖШ ЮРӐ Эпир хамӑра Турра халалларӑмӑр!
Тӑхтаса тӑмасӑр шыва кӗрӗр
«Мӗншӗн санӑн тӑхтаса тӑмалла? Тӑр та шыва кӗр» (АП. ӖҪ. 22:16).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эсир шыва кӗмен пулсан, сире ҫак утӑма тума Самари ҫыннисен, Савлӑн, Корнилийӑн тата Коринф ҫыннисен тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшма пултарать?
1. Шыва кӗме мӗнле сӑлтавсем пур?
ИЕГОВА сире нумай парне парнеленӗ, ҫав шутрах, пурнӑҫ та панӑ. Эсир Иеговӑна юрататӑр-и? Ӑна юратнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Турра юратнине кӑтартмалли чи лайӑх май вӑл — хӑвӑрӑн пурнӑҫа ӑна халалласа шыва кӗни. Ҫакна тунипе эсир Иеговӑн харпӑрлӑхӗ, унӑн ҫемйин пайӗ пулса тӑратӑр. Вара Иегова, сирӗн Атте тата сирӗн Тус, сире яланах ертсе пырӗ тата хӳтӗлесе тӑрӗ (Пс. 72:24; Ис. 43:1, 2). Унсӑр пуҫне, хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласан тата шыва кӗрсен, сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пулать (1 Пётр 3:21).
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
2 Шыва кӗме сире мӗн чӑрмантарать? Тен, сирӗн хӑвӑрӑн шухӑшсене тата хӑвӑра мӗнле тытнине улӑштармалла. Ку ҫапла пулсан, ан пӑшӑрханӑр. Миллион-миллион ҫын ҫакна тума пултарнӑ: шыва кӗрес тесе вӗсем улшӑннӑ та паян Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрте шыва кӗнӗ хӑш-пӗр ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Вӗсен мӗнле чӑрмавсем пулнине тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлер.
САМАРИ ҪЫННИСЕМ ШЫВА КӖНӖ
3. Самари ҫыннисене шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
3 Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра самаритянсен тӗнӗ секта шутланнӑ. Ҫав ҫынсем Иудейӑран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Самарире тата Сихем ятлӑ авалхи хула таврашӗнче пурӑннӑ. Шыва кӗрес тесен вӗсен мӗн тумалла пулнӑ? Чи малтанах вӗсен Туррӑн Сӑмахне йӑлтах йышӑнмалла пулнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсем Библири малтанхи пилӗк кӗнекене кӑна (Пултарни кӗнекерен пуҫласа Саккуна астутарни кӗнеке таран) тата, тен, Иисус Навин кӗнекине те Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тесе шутланӑ. Ҫав-ҫавах Самари ҫыннисем Мессия килессе кӗтнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Саккуна астутарни 18:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ Турӑ сӑмах панине ӗненнӗ (Иоанн 4:25). Анчах та шыва кӗрес тесен вӗсен Иисус ҫав Мессия пулнине йышӑнмалла пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫапла тунӑ та (Иоанн 4:39). Тата пӗрремӗш христиансенчен чылайӑшӗ еврейсем пулнӑран хӑш-пӗр самаритянсен еврейсем пирки япӑх шутлама пӑрахмалла пулнӑ (Лука 9:52—54).
4. Апостолсен ӗҫӗсем 8:5, 6, 14 тӑрӑх, Самари ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем Филипп ырӑ хыпар пӗлтернине илтсен мӗн тунӑ?
4 Самари ҫыннисене чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? Филипп Самари ҫыннисене Христос ҫинчен каласа панӑ. Ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем вара Турӑ сӑмахне йышӑннӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 8:5, 6, 14 вуласа парӑр.) Филипп еврей пулни вӗсене ҫав хыпара итлеме чӑрмантарман. Тен, вӗсем Ҫырура Турӑ ҫынна камне кура уйӑрманни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисене аса илнӗ (Сак. аст. 10:17—19). Кирек мӗнле пулсан та, самаритянсем Филипп мӗн каланине тимлӗ итленӗ. Филипп тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. Сӑмахран, вӑл чирлӗ ҫынсене сыватнӑ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ (Ап. ӗҫ. 8:7). Ҫавна пула Самари ҫыннисем Филипа Турӑ янине ӑнланса илнӗ.
5. Самари ҫыннисен тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?
5 Филипп еврей пулнӑ тата вӑл мӗне вӗрентни Самари ҫыннисемшӗн темскер ҫӗнни пулнӑ. Ҫакӑ вӗсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма чӑрмантарма пултарнӑ. Анчах та вӗсем ҫав чӑрмавсене хӑйсене чарса тӑма паман. Самари ҫыннисем Филипп чӑнлӑха вӗрентнине ӑнланса илсен шыва кӗме тӑхтаса тӑман. Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата Иисус Христос ячӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтернӗ Филипа ӗненсен, вӗсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — шыва кӗнӗ» (Ап. ӗҫ. 8:12). Эсир вара Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх пулнине, Иегова Свидетелӗсем чӑн христиансем пулнине тата вӗсем чӑн-чӑн юрату кӑтартнине ӗненетӗр-и? (Иоанн 13:35). Ӗненетӗр пулсан, шыва кӗме хӑраса ан тӑрӑр тата Иегова хӑвӑра пиллесси пирки ан иккӗленӗр.
6. Рубен тӑванӑн тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
6 Германире пурӑнакан Ру́бен Свидетельсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗ. Анчах та яш ача пулнӑ чухне вӑл Турӑ пурри пирки иккӗленме пуҫланӑ. Вара вӑл мӗн тунӑ? Хӑйӗн пӗлӳ ҫитсех кайманнине ӑнланса илсен вӑл ытларах пӗлме шут тытнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хама иккӗлентерекен ыйтусене тӗпчерӗм. Эволюци теорипе ҫыхӑннӑ ыйтусене темиҫе хут та тӗпчеме тиврӗ». Рубен «Существует ли заботливый Творец?» кӗнекене вуласа тухнӑ. Ҫак кӗнеке унӑн ӗненӗвне питӗ ҫирӗплетнӗ. Вара вӑл: «Иегова чӑнах та пур иккен!» — тесе шутласа илнӗ. Иегова Свидетелӗсен тӗп управленине кайса килсен Рубен пӗтӗм тӗнчери тӑвансем пӗрлӗхре пурӑннине тата ытларах хаклама пуҫланӑ. Германие таврӑнсан вара вӑл шыва кӗнӗ. Ун чухне вӑл 17-ре пулнӑ. Сирӗн те Турӑпа, Библипе е урӑх темӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пур пулсан, вӗсене пирӗн публикацисемпе усӑ курса тӗпчӗр. «Тӗрӗс пӗлӳ» илни сире иккӗленӳсене пӗтерме пулӑшӗ (Эф. 4:13, 14). Ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн пухури тата пӗтӗм тӗнчери тӑвансем пӗр-пӗриншӗн чун-чӗререн тӑрӑшнине, пӗрлӗхре пурӑннине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире пирӗн тӑванлӑха ытларах хаклама пулӑшӗ.
САВЛ ШЫВА КӖНӖ
7. Савлӑн хӑйӗн мӗнле шухӑшӗсене улӑштармалла пулнӑ?
7 Савл ятлӑ Тарс ҫыннин тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ятлӑ-сумлӑ ҫемьере ҫитӗнсе ӳснине пула тата лайӑх пӗлӳ илнине пула еврейсем хушшинче паллӑ ҫын пулса тӑма пултарнӑ (Гал. 1:13, 14; Флп. 3:5). Ҫав вӑхӑтра еврейсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах Савл та, христиансем чӑн тӗнрен пӑрӑнса кайнӑ тесе шутланӑ. Вӑл христиансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Ҫапла тунипе Савл Туррӑн ирӗкне тӑватӑп тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 8:3; 9:1, 2; 26:9—11). Шыва кӗрес тесен унӑн хӑйӗн шухӑшӗсене тӗпрен улӑштармалла пулнӑ: унччен вӑл христиансене хӗсӗрленӗ, халӗ вара ӑна хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ.
8. а) Савла шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Апостолсен ӗҫӗсем 22:12—16 тӑрӑх, Анания Савла мӗнле пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
8 Савла чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? Пӗррехинче Иисус Савла курӑннӑ та унпа калаҫма пуҫланӑ. Тӳперен вӑйлӑ ҫутӑ ҫутатса янӑран Савл ним курми пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 9:3—9). Вӑл виҫӗ кун хушши типӗ тытнӑ. Паллах, ун чухне вӑл хӑйӗнпе мӗн пулни ҫинчен шухӑшланӑ. Тарӑн шухӑшланине пула вӑл Иисус Мессия пулнине тата Христос хыҫҫӑн пыракансем чӑн тӗне тытса тӑнине ӑнланса илнӗ. Савл Стефана вӗлернине ырланӑшӑн хӑйне питӗ айӑплӑ туйнӑ пулас (Ап. ӗҫ. 22:20). Виҫӗ кун иртсен ун патне Анания ятлӑ Иисусӑн вӗренекенӗ пынӑ. Вӑл Савлпа питӗ ыррӑн калаҫнӑ. Анания Савла сыватнӑ та ӑна шыва кӗме хавхалантарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 22:12—16 вуласа парӑр.) Савл хӑйне кӗҫӗне хурса Ананийӑна итленӗ те шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 9:17, 18).
«Мӗншӗн санӑн тӑхтаса тӑмалла? Тӑр та шыва кӗр», — тенине илтсен Савл тӳрех шыва кӗнӗ. Эсӗ те ҫавӑн пекех тӑвӑн-и? (8-мӗш абзаца пӑхӑр)
9. Савлӑн тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?
9 Савлӑн тӗслӗхӗ пире нумай мӗне вӗрентет. Мӑнкӑмӑллӑ пулни е ҫынсенчен хӑрани ӑна шыва кӗме чӑрмантарма пултарнӑ. Анчах та вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ — Христос хыҫҫӑн пымашкӑн хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарнӑ (Ап. ӗҫ. 26:14, 19). Хӗсӗрленипе тӗл пулассине вӑл пӗлнӗ, ҫапах та христианин пулса тӑрас тенӗ (Ап. ӗҫ. 9:15, 16; 20:22, 23). Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иегова ҫине шаннӑ (2 Кор. 4:7—10). Эсир те шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӗсӗрленипе е урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратӑр. Анчах та эсир Турӑпа Христос ҫине шанма пултаратӑр — вӗсем сире яланах пулӑшса тӑрӗҫ (Флп. 4:13).
10. Аннӑн тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
10 Анна Хӗвелтухӑҫ Европӑра ҫитӗнсе ӳснӗ. Вӑл 9 ҫулта пулнӑ чухне унӑн амӑшӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Ашшӗ ирӗк панипе Анна та Библи вӗренме пуҫланӑ. Анчах та вӗсемпе пӗрле пӗр ҫуртра пурӑнакан хурӑнташӗсем питӗ хирӗҫ пулнӑ. Вӗсем Анна хӑйӗн тӗнне улӑштарса пӗтӗм ҫемьене намӑс кӑтартать тенӗ. Анна 12-ре пулнӑ чухне ашшӗнчен шыва кӗме ирӗк ыйтнӑ. Ашшӗ унран: «Эсӗ ху ҫапла тума шутларӑн-и е сана кам та пулин хистет-и?» — тесе ыйтнӑ. Анна: «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп», — тенӗ. Вара ашшӗ ӑна шыва кӗме ирӗк панӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хурӑнташӗсем Аннӑран мӑшкӑлласа кулма тата ӑна намӑслантарма пӑрахман. Аслашшӗ вара: «Эсӗ Свидетельсемпе ҫыхланса каяс вырӑнне аскӑнланса ҫӳренӗ пулсан тата пирус туртнӑ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ», — тесе каланӑ. Ҫакна чӑтса ирттерме Аннӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Иегова мана ҫирӗплетрӗ тата мана аттепе анне пулӑшса тӑчӗҫ». Анна хӑйне Иегова мӗнле-мӗнле пулӑшнине ҫырса пырать. Ҫавна манса каяс мар тесе вӑл вӑхӑтран-вӑхӑтран хӑй мӗн ҫырнине вуласа тухать. Хӗсӗрленинчен хӑратӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире нихӑҫан та хӑвармасть (Евр. 13:6).
КОРНИЛИЙ ШЫВА КӖНӖ
11. Корнилие шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
11 Айтӑр Корнилий тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Рим ҫарӗнчи ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 10:1). Пуҫлӑх пулнӑран ӑна салтаксем те, ытти ҫынсем те питӗ хисепленӗ пулас. Библире Корнилий пирки «чухӑнсене нумай пулӑшнӑ» тенӗ (Ап. ӗҫ. 10:2). Ӑна ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Иегова ун патне Пётр апостола янӑ. Пысӑк вырӑн йышӑнни Корнилие шыва кӗме чӑрмантарӗ-ши?
12. Корнилие шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ?
12 Корнилие чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? Библире Корнилий «пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле Турра пуҫҫапса пурӑннӑ» тесе ҫырнӑ. Тата вӑл пӗрмаях Турра кӗлтунӑ (Ап. ӗҫ. 10:2). Пётртан ырӑ хыпар илтсен Корнилий, унӑн ҫемйи тата ҫывӑх тусӗсем Христоса ӗненнӗ те тӳрех шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 10:47, 48). Куратпӑр ӗнтӗ, Корнилий хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесе кирек мӗнле улшӑну та тума хатӗр пулнӑ (Иис. Н. 24:15; Ап. ӗҫ. 10:24, 33).
13. Корнилийӑн тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?
13 Корнилий те, Савл пекех, паллӑ ҫын пулнӑ. Анчах та ҫакӑ ӑна христианин пулса тӑма чарса тӑман. Тен, сирӗн те христианин пулса тӑрас тесен пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тумалла. Ку ҫапла пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире пулӑшса тӑрӗ. Эсир Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытсан, Турӑ сире пиллетех.
14. Цуёси тӑванӑн тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
14 Японире пурӑнакан Цуёсин шыва кӗрес тесен хӑйӗн ӗҫӗнче улшӑнусем тумалла пулнӑ. Вӑл чечексенчен тӗрлӗ ҫыхӑсем тума вӗрентекен шкулта ӗҫленӗ тата директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Директор час-часах буддистсене пытарнӑ ҫӗре чечексем илсе пынӑ тата унта тӑвакан йӑла-йӗркесене хутшӑннӑ. Ҫавна тума пултарайман чухне хӑйӗн вырӑнне Цуёсине янӑ. Анчах та Цуёси Библире вилнӗ ҫынсем пирки мӗн каланине пӗлсен ҫакна ӑнланса илнӗ: шыва кӗрес тесен ҫак йӑла-йӗркесене унӑн хутшӑнмалла мар (2 Кор. 6:15, 16). Цуёси ҫакӑн пирки директорпа калаҫса пӑхнӑ. Вара мӗн пулнӑ? Директор ӑна ӗҫрен кӑларса ярас вырӑнне ҫав церемонисене хутшӑнмасан та пултаратӑн тенӗ. Ҫулталӑк хушши Библи вӗреннӗ хыҫҫӑн Цуёси шыва кӗнӗa. Сирӗн те шыва кӗрес тесен ӗҫре мӗн те пулин улӑштармалла пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова сирӗншӗн тата сирӗн ҫемьешӗн тӑрӑшӗ (Пс. 127:2, ҪТ; Матф. 6:33).
КОРИНФ ҪЫННИСЕМ ШЫВА КӖНӖ
15. Коринф ҫыннисене шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
15 Коринф хулинче пурӑннӑ ҫынсене пуяссишӗн ҫунакан, аскӑнланса пурӑнакан ҫынсем пек пӗлнӗ. Нумайӑшӗ ҫав хулара Турӑ ырламан ӗҫсене туса пурӑннӑ. Паллах, ҫавӑн пек лару-тӑрура ырӑ хыпара йышӑнма ҫӑмӑлах пулман. Ҫав-ҫавах Павел апостол каланӑ ырӑ хыпара илтсен, Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ «ӗненнӗ те шыва кӗнӗ» (Ап. ӗҫ. 18:7—11). Унтан Иисус Христос Ҫӳлхуҫа Павела курӑнура: «Ҫак хулара манӑн нумай ҫын пур», — тесе каланӑ. Ҫавӑнпа Павел Коринфра ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ.
16. Коринф ҫыннисене шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? (2 Коринф 10:4, 5).
16 Коринф ҫыннисене чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? (2 Коринф 10:4, 5 вуласа парӑр.) Туррӑн Сӑмахӗ тата унӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ пулӑшнипе Коринф ҫыннисем хӑйсен пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма пултарнӑ (Евр. 4:12). Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем унччен ӗҫке ернӗ, вӑрӑсем тата гомосексуалистсем пулнӑ, анчах та Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара йышӑнса вӗсем ҫак ӗҫсене тума пӑрахнӑ та шыва кӗнӗ (1 Кор. 6:9—11)b.
17. Коринф ҫыннисен тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?
17 Коринфра пурӑннӑ хӑш-пӗр ҫынсен йӑлана кӗнӗ япӑх ӗҫсенчен хӑтӑлмалла пулнӑ. Анчах та вӗсем эпир ҫакна нихӑҫан та тӑваймастпӑр, христиансем пулса тӑраймастпӑр тесе шутламан. Вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫул ҫине тӑрас тесе питӗ нумай вӑй хунӑ (Матф. 7:13, 14). Тен, сире те шыва кӗме йӑлана кӗнӗ япӑх ӗҫсем чӑрмантараҫҫӗ. Ан парӑнӑр! Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Вӑл сире тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме пулӑшӗ.
18. Моникӑн тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
18 Акӑ Грузире пурӑнакан Мо́никӑн тӗслӗхӗ. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче вӑл усал сӑмахсем каланӑ, христиансемшӗн юрӑхлӑ мар юрӑсене итленӗ тата япӑх фильмсене пӑхнӑ. Шыва кӗрес тесен унӑн ҫаксене тума пӑрахмалла пулнӑ. Вӑл хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Мана кӗлтуни питӗ пулӑшатчӗ. Эпӗ тӗрӗссине тӑвасшӑн пулнине Иегова курнӑ, ҫавӑнпа вӑл мана яланах пулӑшса-ертсе пынӑ». Моника 16-ра шыва кӗнӗ. Сирӗн те Иеговӑна савӑнтарас тесен япӑх йӑласенчен хӑтӑлмалла пулсан, улшӑнмашкӑн Иеговӑран вӑй ыйтӑр. Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне уҫӑ кӑмӑлпа парать (Иоанн 3:34).
ХЫТӐ ӖНЕННИ СИРЕ ТУСЕНЕ КУҪАРСА ЛАРТМА ПУЛӐШӖ
19. Ту евӗрлӗ пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме сире мӗн пулӑшӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
19 Иегова сире юратни ҫинчен тата вӑл сире хӑйӗн ҫемйин пайӗ тӑвасшӑн пулни ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр. Шыва кӗме сире тӗрлӗ япала чӑрмантарма пултарать. Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш пулсан, эсир ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, — тетӗр те, вӑл куҫса ларӗ, эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗ» (Матф. 17:20). Ҫав вӗренекенсем Христос хыҫҫӑн икӗ ҫул кӑна ҫӳренӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗненӗвне малалла та аталантармалла пулнӑ. Иисус вӗсене ӗненӳ ҫителӗклӗ пулсан, Иегова ту евӗрлӗ пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшасса шантарнӑ. Иегова сире те ҫавнах тума пулӑшӗ!
Иегова сана юратать, вӑл сана хӑйӗн ҫемйин пайӗ тӑвасшӑн (19-мӗш абзаца пӑхӑр)c
20. Ҫак статьяра пӑхса тухнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем сире мӗн тума хавхалантарчӗҫ?
20 Хӑвӑра шыва кӗме мӗн чӑрмантарнине куртӑр пулсан, тӑхтаса ан тӑрӑр — ҫав чӑрмавсене май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫӗнтерме тӑрӑшӑр! Пӗрремӗш ӗмӗрти тата хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсен тӗслӗхӗсем сире йӑпатчӑр, вӑй паччӑр тата хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама хавхалантарччӑр. Хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗни — эсир тума пултаракан йышӑнусенчен чи лайӑххи!
38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ
a Цуёси Фудзи арҫын тӑванӑн биографине 2005 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта (выр.) пӑхӑр, 20—23 страницӑсем.
b jw.org сайтра «Шыва кӗме сана мӗн чӑрмантарать?» видеона пӑхӑр.
c ӲКЕРЧӖК. Тӑвансем тин кӑна шыва кӗнисене ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ.