Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 февраль 25—27 с.
  • Ҫак тӗнчери ҫынсем пек хӑвӑра ҫеҫ юратакан ан пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫак тӗнчери ҫынсем пек хӑвӑра ҫеҫ юратакан ан пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХАМӐРА ҪЕҪ ЮРАТАССИНЧЕН ТАТА ЧАПШӐН ҪУНАССИНЧЕН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛА?
  • «Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене хаклать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иисус тӗслӗх кӑтартнӑ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 февраль 25—27 с.
Тарӑхнӑ арҫын хӑна ҫурчӗн администраторӗпе тиркесе калаҫать. Ун хыҫӗнче ҫынсем черетре кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Ҫак тӗнчери ҫынсем пек хӑвӑра ҫеҫ юратакан ан пулӑр

ЭСИР ҫакна асӑрханӑ пуль: паян нумайӑшӗ ыттисем хӑйсене ытларах хисеплессе тата чысласса кӗтеҫҫӗ. Вӗсем, ыттисемпе танлаштарсан, хӑйсен ытларах право пур тесе шутлаҫҫӗ. Ыттисем вӗсемпе хӑйсене тем пек лайӑх тытсан та, ҫав ҫынсемшӗн ҫакӑ яланах сахал пек туйӑнать. Мӗншӗн вӗсем ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ? Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене ҫеҫ юратаҫҫӗ тата пархатарсӑр. Ҫынсем ҫавӑн пек япӑх енсем кӑтартни — ҫак юлашки кунсен палли (2 Тим. 3:2).

Хӑйсене ҫеҫ юратакан ҫынсем ӗлӗк-авалтанпах пулнӑ. Адампа Ева мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑйсем йышӑну тӑвасшӑн пулнӑ. Ҫавна пула эпир халӗ те хӗн куратпӑр. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Озия патша храма фимиам ҫунтарма кӗнӗ, вӑл унӑн ҫакна тума ирӗк пур тесе шутланӑ. Вӑл мӗн тери йӑнӑшнӑ! (2 Ҫул. 26:18, 19). Иисус вӑхӑтӗнче вара фарисейсемпе саддукейсем Авраамӑн ачисем пулнӑран Турӑ хӑйсене ытти ҫынсенчен ытларах юратать тесе шутланӑ (Матф. 3:9).

Паян хӑйсене ҫеҫ юратакан тата чапшӑн ҫунакан ҫынсем питӗ нумай. Вӗсем мӗнле шухӑшлани пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать (Гал. 5:26). Эпир те хамӑр пирки чыслӑ ӗҫсем илме тивӗҫлӗ тесе тата ыттисен пире ытларах хисеплемелле тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫакӑн пек шухӑшлама пуҫласран пире мӗн пулӑшӗ? Чи малтан пирӗн Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланмалла тата унран тӗслӗх илме тӑрӑшмалла. Ҫакна тума пире Библири икӗ принцип пулӑшӗ.

Эпир мӗне тивӗҫлӗ пирки Иегова йышӑну тӑвать. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

  • Ҫемьере упӑшка арӑмӗ хисепленине тивӗҫлӗ, арӑмӗ вара упӑшки юратнине тивӗҫлӗ (Эф. 5:33). Иегова мӑшӑрсенчен вӗсем пӗр-пӗрне кӑна ҫепӗҫҫӗн юратасса кӗтет (1 Кор. 7:3). Ашшӗ-амӑшсем хӑйсене ачисем итлессе тивӗҫлӗ, ачасем вара ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине тивӗҫлӗ (2 Кор. 12:14; Эф. 6:2).

  • Пухушӑн тӑрӑшса ӗҫлекен старейшинӑсем хӑйсене хисепленине тивӗҫлӗ (1 Фес. 5:12). Анчах та вӗсен пухури тӑвансемпе хуҫаланма ирӗк ҫук (1 Пётр 5:2, 3).

  • Турӑ ҫынсен правительствисене налог пуҫтарма право панӑ, пирӗнтен вара вӑл влаҫра ларакансене хисеплессе кӗтет (Рим 13:1, 6, 7).

Иегова пире эпир тивӗҫлӗ пулнинчен те ытларах парать. Ҫынсем пурте — Адамӑн ҫылӑхлӑ ачисем. Ҫавӑнпа та эпир вилӗме кӑна тивӗҫлӗ (Рим 6:23). Ҫав-ҫавах Иегова пире чунтан парӑнса юратнӑран нумай пиллӗх парать (Пс. 102:10, 11). Кашни пиллӗх — Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе панӑ парне (Рим 12:6—8; Эф. 2:8).

ХАМӐРА ҪЕҪ ЮРАТАССИНЧЕН ТАТА ЧАПШӐН ҪУНАССИНЧЕН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛА?

Ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшласран асӑрханӑр. Хамӑр асӑрхамасӑрах эпир ҫакӑн пек шутлама пуҫлама пултаратпӑр: ыттисемпе танлаштарсан, эпӗ ытларах илме тивӗҫлӗ. Ҫакӑн пек шухӑшсем ҫӑмӑллӑнах ҫуралма пултарассине Иисус хӑйӗн пӗр ытарӑшӗнче кӑтартнӑ. Вӑл виноград пахчинче пӗр динаришӗн ӗҫлеме килӗшнӗ ӗҫлекенсем ҫинчен каласа панӑ. Кун хушшинче хуҫа ытти ӗҫлекенсене те тара тытнӑ. Каҫхине вара пурне те пӗр пек тӳленӗ. Ирхине ирех ӗҫлеме пуҫланӑ ҫынсем пӗр сехет кӑна ӗҫленӗ ҫынсенчен ӗҫ укҫине ытларах илме тивӗҫлӗ тесе шутланӑ (Матф. 20:1—16). Ҫак ытарӑш пире мӗне вӗрентет? Пирӗн Иегова хамӑра мӗн панипе ҫырлахмалла.

Иисусӑн ытарӑшӗнчи ӗҫлекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем виноград пахчин хуҫипе тарӑхса калаҫаҫҫӗ.

Кунӗпе ӗҫленӗ ҫынсем ыттисенчен ытларах укҫа илме тивӗҫлӗ тесе шутланӑ

Пархатарлӑ пулӑр, ыттисем хӑвӑра мӗн те пулин парасса ан кӗтӗр (1 Фес. 5:18). Павел апостолран тӗслӗх илӗр: унӑн Коринфри тӑвансенчен хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме ыйтма ирӗк пулнӑ пулин те, вӑл ҫавна туман (1 Кор. 9:11—14). Ыттисем пирӗншӗн мӗн тунишӗн пирӗн яланах пархатарлӑ пулмалла. Вӗсем пире мӗн те пулин парасса кӗтмелле мар.

Павел апостол тепӗр икӗ арҫынпа палатка тӑваҫҫӗ.

Павел апостол ыттисенчен хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме ыйтман

Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Хӑйне асла хуракан ҫын хӑйӗн мӗн пуррине хаклама пӑрахса эпӗ лайӑхраххине илме тивӗҫлӗ тесе шутлама пултарать. Хамӑра кӗҫӗне хуни ҫакӑн пек тӗрӗс мар шухӑшласран хӳтӗлет.

Ӳкерчӗксем: 1) ватӑ Даниил пророк; 2) авалхи Вавилон; 3) ҫамрӑк Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ.

Даниил хӑйне яланах кӗҫӗне хунӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна питӗ хакланӑ

Даниил пророк хӑйне кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ятлӑ-сумлӑ ҫемьерен пулнӑ, хитре сӑн-питлӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ пулнӑ. Ҫавна пула ҫынсен ӑна ыттисенчен ытларах хисеплемелле тата чысламалла тесе шутлама пултарнӑ вӑл (Дан. 1:3, 4, 19, 20). Анчах та Даниил хӑйне яланах кӗҫӗне хунӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна питӗ хакланӑ (Дан. 2:30; 10:11, 12).

Ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсене ҫеҫ юратаҫҫӗ тата хӑйсене асла хураҫҫӗ. Айтӑр вӗсем пек пулар мар. Ун вырӑнне, Иегова хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе паракан кашни пиллӗхшӗн савӑнар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр