Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 февраль 20—24 с.
  • «Эпӗ нихӑҫан та пӗччен пулман»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Эпӗ нихӑҫан та пӗччен пулман»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АТТЕ-АННЕН ТӖСЛӖХӖ
  • ЙЫВӐР ӖҪСЕМПЕ ПӖР-ПӖЧЧЕН
  • ПАПУА — ҪӖНӖ ГВИНЕЯ
  • ПИРӖН ПӖЧӖК ӖҪЧЕН ҪЕМЬЕ
  • ХУЙХӐ, ПӖЧЧЕНЛӖХ, КАЛЛЕХ САВӐНӐҪ
  • ПУЛӐШУ ЯЛАНАХ ҪЫВӐХРА
  • «Пуриншӗн те хӑйсем пек» пулса тӑратӑп
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Иисус йӗрӗпе утас тесе эпӗ нумай мӗн хӑвартӑм
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 февраль 20—24 с.
Анхелито Бальбоа.

БИОГРАФИ

«Эпӗ нихӑҫан та пӗччен пулман»

КАЛАСА ПАРАКАНӖ АНХЕЛИТО БАЛЬБОА

ПУРНӐҪРИ нумай сӑлтава пула эпир хамӑра пӗччен пек туйма пултаратпӑр: ҫывӑх ҫынсем вилсен, ҫӗнӗ вырӑна куҫса кайсан, туссенчен уйрӑлсан. Ҫаксем пурте ман пурнӑҫра пулнӑ. Ҫав-ҫавах, каялла ҫаврӑнса пӑхсан, эпӗ нихӑҫан та пӗччен пулман тесе калама пултаратӑп. Мӗншӗн эпӗ ҫапла калатӑп? Сире каласа парам-ха.

АТТЕ-АННЕН ТӖСЛӖХӖ

Манӑн аттепе анне хытӑ ӗненекен католиксем пулнӑ. Анчах та Библирен Туррӑн ячӗ Иегова пулни ҫинчен пӗлсен, вӗсем иккӗшӗ те хастарлӑ Свидетельсем пулса тӑнӑ. Атте Иисусӑн сӑнӗсене йывӑҫран касса тума пӑрахрӗ. Ун вырӑнне вӑл платник ӑсталӑхӗпе усӑ курса пирӗн ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче Патшалӑх залӗ турӗ. Ҫакӑ Сан-Хуа́н-дель-Мо́нте хулинче пӗрремӗш зал пулнӑ. Ҫак хула Филиппинӑн тӗп хули Мани́ла ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Атте-аннепе тата ытти хурӑнташсемпе

Эпӗ 1952 ҫулта ҫуралнӑ, ҫемьере саккӑрмӗш ача пулнӑ. Манӑн тӑватӑ пиччепе виҫӗ аппа пулнӑ. Аттепе анне пире Иегова ҫинчен вӗрентме тӑрӑшатчӗҫ. Эпӗ кӑшт ӳссен атте мана кашни кун Библирен пӗр сыпӑк вулама хавхалантаратчӗ. Унсӑр пуҫне, атте пирӗн организацин тӗрлӗ публикацийӗсемпе усӑ курса мана Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшатчӗ. Хӑш-пӗр чухне аттепе анне район старейшинисемпе филиал представителӗсене пирӗн пата хӑнана чӗнетчӗҫ. Эпир вара ҫемйипех ҫав тӑвансем каласа паракан тӗслӗхсене итлесе лараттӑмӑрччӗ. Ҫавна пула Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулса тӑчӗ.

Эпӗ хамӑн аттепе аннерен нумай япалана вӗрентӗм. Иеговӑна ӗненес тӗлӗшрен вӗсем маншӑн лайӑх тӗслӗх пулчӗҫ. Манӑн юратнӑ анне чирлесе вилсен 1971 ҫулта эпир аттепе пӗрле пионерсем пулса ӗҫлес терӗмӗр. Унтан 1973 ҫулта, эпӗ 20-ре пулнӑ чухне, атте те вилсе кайрӗ. Аттепе аннесӗр тӑрса юлсан мана пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илчӗ, анчах та Библири шанчӑк маншӑн «шанчӑклӑ та ҫирӗп якорь пек» пулчӗ, вӑл мана ал усма тата Иеговӑран пӑрӑнса кайма памарӗ (Евр. 6:19). Аттене пытарнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен мана Пала́ван провинцийӗнчи Коро́н ятлӑ аякри утрав ҫинче ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Эпӗ килӗшрӗм!

ЙЫВӐР ӖҪСЕМПЕ ПӖР-ПӖЧЧЕН

Корон утравӗ ҫине куҫса килнӗ чухне эпӗ 21-реччӗ. Мана, пысӑк хулара ҫитӗнсе ӳснӗскере, кунта сахалӑшӗн кӑна электричество пурри тата хӑшӗ-пӗрисем кӑна пӳрте шыв кӗртни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Машинӑсемпе мотоциклсем те питӗ сахалччӗ. Кунта темиҫе арҫын тӑван пулнӑ пулсан та, эпӗ кӑна пионер пулса ӗҫлеттӗмччӗ. Ҫавӑнпа час-часах ырӑ хыпара пӗччен сарма тиветчӗ. Пӗрремӗш уйӑхра килтисемшӗн, туссемшӗн питӗ тунсӑхлаттӑмччӗ. Каҫсерен ҫӑлтӑрлӑ тӳпенелле пӑхнӑ чухне пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхатчӗ. Манӑн веҫех хӑварса киле таврӑнас килетчӗ.

Ҫавӑн пек самантсенче эпӗ чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна каласа параттӑмччӗ, Библири тата публикацисенчи хавхалантаракан шухӑшсене аса илеттӗмччӗ. Час-часах 18-мӗш Псаломри 15-мӗш сӑвӑ йӗрки аса килетчӗ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: эпӗ Иеговӑн кӑмӑлне каякан япаласем ҫинчен, унӑн ӗҫӗсем тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшласан, вӑл маншӑн Тӗрек, Хӑтаракан пулса тӑрать. Мана «Хурал башнинчи» «Эсӗ пӗччен мар»a статья питӗ килӗшетчӗ. Ӑна ҫине-ҫинех вулаттӑмччӗ. Эпӗ пӗччен пулман, манпа Иегова пулнӑ. Ҫавӑн пек чухне эпӗ тӗпчеме, кӗлтума тата шухӑшлама пултараттӑмччӗ.

Корон утравне ҫитсен нумай вӑхӑт та иртмерӗ, мана старейшина пулма лартрӗҫ. Эпӗ унта пӗртен-пӗр старейшина пулнӑ, ҫавӑнпа та эпӗ Теократи ӗҫӗн шкулне, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне, пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне тата «Хурал башнине» вӗреннине те ертсе пыраттӑмччӗ. Ҫавӑн пекех кашни эрнере доклад тӑваттӑмччӗ. Ӑнланатӑр ӗнтӗ, манӑн хама пӗччен пек туйма пӗр вӑхӑт та юлмастчӗ.

Корон утравӗ ҫинче ырӑ хыпар сарни лайӑх ҫимӗҫсем пачӗ. Эпӗ кампа Библи вӗреннӗ, ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗчӗҫ. Паллах, йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Участока ҫитме хӑш-пӗр чухне ҫур кун кирлӗччӗ, унсӑр пуҫне, эпӗ ӑҫта ҫӗр каҫасса та пӗлместӗмччӗ. Пирӗн пухӑвӑн территорийӗ шутне нумай-нумай пӗчӗк утрав кӗретчӗ. Вӗсем патне эпӗ моторлӑ кимӗпе каяттӑмччӗ, час-часах ҫил-тӑвӑла тата йӗпе-сапана пӑхмасӑрах кайма тиветчӗ. Эпӗ вара ишме те пӗлмен! Темле йывӑр пулсан та, Иегова мана яланах хӳтӗленӗ тата пулӑшса тӑнӑ. Каярахпа эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Иегова мана тата йывӑртарах ӗҫ валли хатӗрленӗ.

ПАПУА — ҪӖНӖ ГВИНЕЯ

1978 ҫулта мана Папуа — Ҫӗнӗ Гвинейӑна ячӗҫ. Ҫак сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв Австралирен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ Испани пысӑкӑш. Унта пурӑнакан виҫӗ миллион ҫын 800 ытла чӗлхепе калаҫнине пӗлсен, эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм. Телее, ҫынсенчен нумайӑшӗ меланейзи пи́джин чӗлхипе калаҫать тата ӑна ток-пи́син чӗлхи теҫҫӗ.

Вӑхӑтлӑха мана ҫӗршывӑн тӗп хулинчи, Порт-Мо́рсбири, акӑлчан чӗлхипе калаҫакан пухӑва ячӗҫ. Каярахпа эпӗ ток-писин чӗлхипе калаҫакан пухӑва куҫрӑм, ҫав вӑхӑтрах чӗлхене вӗренме пулӑшакан курссене ҫырӑнтӑм. Мӗн пӗлнипе ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӳрех усӑ курма тӑрӑшрӑм. Ҫакӑ мана ҫав чӗлхене хӑвӑртрах вӗренме пулӑшрӗ. Кӗҫех эпӗ ток-писин чӗлхипе докладсем тума пултартӑм. Ҫулталӑк та иртмерӗ, мана ҫав чӗлхепе калаҫакан пухусене хавхалантармашкӑн район старейшини пулма лартрӗҫ, эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм. Манӑн темиҫе пысӑк провинцире вырнаҫнӑ пухусене кайса ҫӳремеллеччӗ.

Пухусем пӗр-пӗринчен питӗ аякра вырнаҫнӑран район конгресӗсене манӑн тӗрлӗ вырӑнта йӗркелемеллеччӗ, ҫавӑнпа нумай ҫӳреме тиветчӗ. Малтанлӑха эпӗ хама пӗччен пек туяттӑмччӗ, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ ҫӗршыв, ҫӗнӗ чӗлхе тата ҫӗнӗ йӑла-йӗркесемччӗ. Вырӑнӗ унта сӑртлӑ-туллӑччӗ, ҫулсем те ҫукпа пӗрехчӗ. Тӑвансем патне кайса килес тесен манӑн кашни эрнерех самолётпа вӗҫмеллеччӗ. Хӑш-пӗр чухне пӗчӗк халтӑртатакан самолётра эпӗ пӗртен-пӗр пассажирччӗ. Ҫавӑн пек вӗҫнӗ чухне тинӗс варринче кимӗпе пынӑ чухне хӑранӑ пек питӗ хӑраттӑмччӗ.

Сахалӑшӗн кӑна телефон пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ пухусем патне ҫырусем ҫыраттӑмччӗ. Анчах та час-часах эпӗ ҫав ҫырусем ҫитичченех тӑвансем патне ҫитеттӗмччӗ. Ҫавӑнпа та Свидетельсене ӑҫта тупмалли ҫинчен унта пурӑнакан ҫынсенчен ыйтаттӑмччӗ. Тӑвансем мана яланах ӑшшӑн кӗтсе илетчӗҫ. Хам вӑй хуни сая кайманнине ӑнланаттӑм. Иегова мана яланах пулӑшнине туяттӑмччӗ, ҫавна пула эпӗ унпа тата ытларах ҫывӑхлантӑм.

Бугенви́ль утравӗ ҫине пӗрремӗш хут килсен, ман пата пӗр мӑшӑр пычӗ. Вӗсем йӑл кулса: «Эсӗ пире астӑватӑн-и?» — тесе ыйтрӗҫ. Эпӗ Порт-Морсбине килсенех вӗсене ырӑ хыпар каланӑ иккен. Вӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑччӗ, каярахпа вырӑнти тӑвана вӗсемпе вӗренме ыйтрӑм. Халӗ вӗсем иккӗшӗ те — шыва кӗнӗ Свидетельсем! Виҫӗ ҫул хушши Папуа — Ҫӗнӗ Гвинейӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ нумай пиллӗх илтӗм, ку вара вӗсенчен пӗри пулчӗ.

ПИРӖН ПӖЧӖК ӖҪЧЕН ҪЕМЬЕ

Адельпа пӗрле

1978 ҫулта Корон утравӗ ҫинче пурӑннӑ чухне эпӗ Аде́ль ятлӑ хитре хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Вӑл хастар пионер пулнӑ. Адель пӗчченех хӑйӗн ачисене, Самуэльпа Ширлине, пӑхса ӳстернӗ тата ватӑ амӑшне пӑхса пурӑннӑ. 1981 ҫулта май уйӑхӗнче эпӗ Филиппинӑна таврӑнтӑм та эпир Адельпа пӗрлешрӗмӗр. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн эпир пӗрле пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр тата хамӑрӑн ҫемьешӗн тӑрӑшрӑмӑр.

Эпӗ, Адель тата пирӗн ачасем, Самуэльпа Ширли. Палаван провинцийӗ

1983 ҫулта мана ҫемьеллӗ ҫын пулнине пӑхмасӑрах Палаван провинцийӗнчи Лина́пакан утравӗ ҫине ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Эпир ҫемйипех ҫак аякри утрав ҫине куҫса кайрӑмӑр. Ун чухне унта пӗр Свидетель те ҫукчӗ. Ҫулталӑкран арӑмӑн амӑшӗ вилсе кайрӗ. Сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн туса тӑни пире ҫак инкеке чӑтса ирттерме пулӑшрӗ. Лина́паканра эпир нумай питӗ лайӑх Библи вӗренӗвӗ пуҫларӑмӑр. Ҫавӑнпа кӗҫех пире пысӑках мар Патшалӑх залӗ кирлӗ пулчӗ. Ҫав зала вара эпир хамӑрах туса лартрӑмӑр. Виҫӗ ҫул иртсен Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне 110 ҫын килсен эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Вӗсенчен нумайӑшӗ каярахпа шыва кӗнӗ.

1986 ҫулта мана Кулио́н утравӗ ҫине ячӗҫ. Темиҫе ҫултан Адель те ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. Кулио́н утравӗ ҫинче пӗр ялта тилҫе чирӗпе чирлекенсем пурӑннӑ. Малтанах эпир ырӑ хыпар каламашкӑн вӗсем патне пыма хӑракалаттӑмӑрччӗ. Анчах вырӑнти хыпарҫӑсем пире ҫав тилҫеллӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ тата вӗсен чирӗ ересрен ытлашши хӑрамалла мар тесе шантарчӗҫ. Чирлекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем пухусене пӗр хӗрарӑм тӑванӑн килне пуҫтарӑнатчӗҫ. Кӗҫех эпир ҫав ҫынсене хӑнӑхрӑмӑр. Ҫав ҫынсем хӑйсене Турӑ та, ҫынсем те сирсе янӑ пек туйнӑ, ҫавӑнпа пире вӗсене Библири шанчӑк ҫинчен калама питӗ килӗшетчӗ. Хӑйсем сып-сывӑ пуласси ҫинчен пӗлсен, вӗсем савӑнмаллипех савӑнатчӗҫ (Лука 5:12, 13).

Пирӗн ачасен те ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхма тиврӗ. Эпир Адельпа вӗсене лайӑх туссем кирлине ӑнланаттӑмӑрччӗ. Ҫавӑнпа Коронра пурӑнакан икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвана пирӗн утрав ҫине куҫса килме чӗнтӗмӗр. Самуэль, Ширли тата ҫак хӗрарӑм тӑвансем вырӑнти нумай ачапа Библи вӗреннӗ. Эпир вара Адельпа ҫав ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑтра эпир 11 ҫемьепе Библи вӗрентӗмӗр! Чӑнлӑха пӗлес текенсем питӗ нумай пулнӑран кӗҫех ҫӗнӗ пуху йӗркеленчӗ.

Филиппинри Палаван провинцийӗн картти ҫинче Анхелито хӑйӗн ҫемйипе ырӑ хыпар сарнӑ хӑш-пӗр вырӑнсене палӑртнӑ: Корон, Кулион, Линапакан, Марили тата Халси.

Ҫав вырӑнта малтан эпӗ пӗртен-пӗр старейшина пулнӑ. Ҫавӑнпа филиал мана хамӑр пухури сакӑр хыпарҫӑшӑн кӑна мар, Марили́ ялӗнчи тӑхӑр хыпарҫӑшӑн та тӑрӑшма тата тӗлпулусем ирттерме хушрӗ. Ҫав яла ҫитмешкӗн кимӗпе виҫӗ сехет ишмеллеччӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн эпир ҫемйипех нумай сехет ҫуран сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа Ха́лси ялне Библи вӗренӗвӗсем ирттерме каяттӑмӑрччӗ.

Марилире те, Халсире те нумай ҫын чӑнлӑха йышӑнчӗ. Ҫавӑнпа та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак икӗ ялта та эпир Патшалӑх залӗсене туса лартрӑмӑр. Линапаканри пекех ҫак залсене туса лартмашкӑн материалсенчен чылайӑшне тӑвансемпе чӑнлӑхпа интересленекенсем пачӗҫ, ӗҫлеме те ытларах вӗсем ӗҫлерӗҫ. Марилири залра 200 ҫын пуҫтарӑнма пултарнӑ, район конгресӗсем иртнӗ чухне ӑна пысӑклатма та пулатчӗ.

ХУЙХӐ, ПӖЧЧЕНЛӖХ, КАЛЛЕХ САВӐНӐҪ

Ачасем ҫитӗнсе ҫитсен, 1993 ҫулта эпир Адельпа Филиппинра район старейшинин ӗҫне тума пуҫларӑмӑр. 2000 ҫулта вара мана Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкула вӗренме чӗнчӗҫ. Чӗнессе те мана каярахпа унта вӗрентекен пулма чӗнчӗҫ. Ҫак ӗҫе тума пултараймастӑп пек туйӑнатчӗ. Анчах та Адель мана яланах хавхалантаратчӗ, Иегова сана ҫак ӗҫе тума пулӑшӗ тесе аса илтерсе тӑратчӗ (Флп. 4:13). Адель ҫакна хӑйӗн пурнӑҫӗнчен пӗлнӗ: сывлӑхӗ япӑх пулнӑ пулсан та, хӑйне шанса панӑ ӗҫсене вӑл ӑнӑҫлӑн туса тӑнӑ.

2006 ҫулта, эпӗ Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулта вӗрентнӗ чухне, Адель Паркинсо́н чирӗпе чирлени ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫак хыпар пире аптратса ӳкерчӗ. Адель сывлӑхӗшӗн тӑрӑшас тесе организаци шанса панӑ хӑш-пӗр ӗҫсене пӑрахас тенӗччӗ. Анчах Адель: «Мана тухтӑр тупса пар, вӑл мана сипленме пулӑшӗ, ыттине вара Иегова тӑвӗ», — терӗ. Тепӗр ултӑ ҫул хушши Адель Иеговӑшӑн пӗр ӳпкелешмесӗр ӗҫлерӗ. Утайми пулсан вӑл инвалид кресли ҫине ларса ырӑ хыпар сарчӗ. Калаҫма йывӑр пулса тӑрсан, тӗлпулусенче вӑл пӗр-ик сӑмахпа хуравлатчӗ. Пухури тӑвансем ӑна хавхалантарас тесе яланах сообщенисем ярса тӑратчӗҫ. Чӑтӑмлӑх енчен лайӑх тӗслӗх кӑтартнишӗн вӗсем ӑна тав туса ҫырса яратчӗҫ. Адель 2013 ҫулта вилсе кайрӗ. 30 ҫул ытла манпа пӗрле шанчӑклӑ та юратакан арӑм пулчӗ. Мана каллех хуйхӑпа пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илчӗ.

Адель мана яланах хам тӑвакан ӗҫе малалла туса тӑма хавхалантаратчӗ. Ҫавӑнпа ҫак ӗҫе хӑварас темерӗм. Ӗҫе пуҫӗпех путни мана пӗчченлӗх туйӑмне ҫӗнтерме пулӑшрӗ. 2014 ҫултан пуҫласа 2017 ҫулччен эпӗ пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ ҫӗршывсенче тагал чӗлхипеb калаҫакан пухусене кайса ҫӳрерӗм. Ун хыҫҫӑн вара Тайваньри, Пӗрлешӳллӗ штатсенчи тата Канадӑри тагал чӗлхипе калаҫакан пухури тӑвансене хавхалантарса ҫӳрерӗм. 2019 ҫулта эпӗ Индире тата Таиландра Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче акӑлчан чӗлхипе вӗрентрӗм. Ҫак ӗҫсем мана питӗ пысӑк савӑнӑҫ паратчӗҫ. Иеговӑн ӗҫӗнче питӗ ӗҫлӗ пулни мана чӑннипех телейлӗ тӑвать.

ПУЛӐШУ ЯЛАНАХ ҪЫВӐХРА

Ырӑ хыпар сарма мана кирек ӑҫта ярсан та эпӗ унти тӑвансемпе ҫывӑхланаттӑмччӗ, кайран вӗсенчен уйрӑлма йывӑрччӗ. Анчах та эпӗ Иеговӑна шанма вӗрентӗм. Вӑл пулӑшнине эпӗ яланах туйнӑ. Ҫакӑ мана хатӗр пулсах кирек мӗнле ӗҫе те йышӑнма пулӑшатчӗ. Халӗ эпӗ Филиппинра ятарлӑ пионер пулса ӗҫлетӗп. Пуху маншӑн юратакан ҫемье пулса тӑчӗ. Ҫавӑн пекех эпӗ Самуэльпа Ширли хӑйсен амӑшӗ пек хытӑ ӗненнипе мухтанатӑп (3 Иоанн 4).

Анхелито тусӗсемпе уҫӑ сывлӑшра сӗтел хушшинче ларать. Сӗтел ҫинче лимонадпа улма-ҫырла.

Пуху маншӑн юратакан ҫемье пулса тӑчӗ

Чӑнах та, манӑн йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ. Юратнӑ арӑм йывӑр чирпе асапланса вилни халӗ те асран каймасть. Ҫавӑн пекех манӑн час-часах ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тиветчӗ. Анчах та эпӗ Иегова пирӗнтен кашнинчен инҫех мар пулнине кураттӑмччӗ (Ап. ӗҫ. 17:27). Иеговӑн «алли кӗскелмен» — вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, пулӑшса-ҫирӗплетсе тӑрать (Ис. 59:1). Иегова, манӑн Тӗрек, яланах манпа юнашар пулнӑ. Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ. Эпӗ нихӑҫан та пӗччен пулман.

a 1972 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» (акӑлч.) пӑхӑр, 521—527 страницӑсем.

b Тагал чӗлхи — Филиппинри официаллӑ чӗлхесенчен пӗри.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр