ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансенчен эсӗ мӗне вӗренме пултаратӑн?
Пӗтӗм тӗнчипе христиансен пухӑвӗсенче Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансем пур. Иеговӑна чун-чӗререн шанас тӗлӗшрен вӗсем пире лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пире организацин историйӗ ҫинчен тата Иегова вӗсене йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пама пултараҫҫӗ. Эпир ҫав хаклӑ тӑвансене хамӑр ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнсе сӑваплӑ ӗҫре пулса иртнӗ тӗслӗхсене каласа пама ыйтма пултаратпӑр.
Эсӗ Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетӗн пулсан, хӑвӑнтан ҫамрӑкрах тӑвансене Иегова санӑн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетни ҫинчен каласа пар, тархасшӑн. Иаковпа Иосиф Турӑ вӗсемшӗн мӗн-мӗн тунине хӑйсенчен ҫамрӑкрах пулнӑ тӑванӗсене каласа панӑ (Плт 48:21, 22; 50:24, 25). Вӑхӑт иртсен Иегова ҫемье пуҫӗсене хӑйсен ачисене Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен каласа пама хушнӑ (Сак аст 4:9, 10; Пс 77:4—7). Хальхи вӑхӑтра та ашшӗ-амӑшӗсемпе ытти тӑвансем ҫамрӑксене Иеговӑн организацийӗн пысӑк ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пама пултараҫҫӗ.
«ПИРӖН ӖҪ-ХӖЛЕ ЧАРСА ЛАРТНӐ ЧУХНЕ ПӖРЛӖХЕ УПРАТПӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенчи хыпарҫӑсемшӗн Австрири филиал мӗнле тӑрӑшнӑ?
Ҫав ҫӗршывсенчи тӑвансем хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе мӗн тунӑ?
Мӗншӗн Румынири 5 000 хыпарҫӑ Иеговӑн организацийӗнчен уйрӑлнӑ тата вӑхӑт иртсен вӗсем каялла мӗнле таврӑннӑ?
Ҫак видеоролика пӑхни санӑн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетрӗ?
Аслӑрах тӑвансемпе ҫывӑхрах хутшӑнни санӑн ӗненӗве ҫирӗплетӗ