Июнӗн 22—28
ТУХНИ 1—3
7-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Эпӗ кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулса тӑрӑп» (10 мин)
[«Тухни кӗнекепе паллаштарни» видеоролика кӑтарт]
Тх 3:13. Моисей Иегова ятӑн пӗлтерӗшне тата Иегова мӗнле Турӑ иккенне ытларах пӗлесшӗн пулнӑ (w13 3/15 28 с, 4 абз)
Тх 3:14, ҪТ. Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрать (kr 43 с, рамка)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин)
Тх 2:10. Фараон хӗрӗ Моисее ывӑллӑха илнӗ тесе мӗншӗн калама пулать? (g04-U 4/8 6 с, 4 абз)
Тх 3:1. Мӗншӗн Иофор пирки священник тенӗ? (w04-U 3/15 24 с, 4 абз)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин е сахалрах): Тх 2:11—25 (th 11-мӗш урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш калаҫу (3 мин е сахалрах): калаҫмалли майпа усӑ кур. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт (th 16-мӗш урок)
Иккӗмӗш калаҫу (4 мин е сахалрах): калаҫмалли майпа усӑ кур. Кил хуҫине ӑна интереслентерекен темӑпа ҫыхӑннӑ нумаях пулмасть тухнӑ журнала сӗн (th 12-мӗш урок)
Доклад (5 мин е сахалрах): w14 4/15 5—6 с, 9—11 абз. Тема: «Египет мулӗнчен хаклӑраххи» (th 13-мӗш урок)
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Иеговӑн ячӗ» (6 мин). Сӳтсе явни. «Иеговӑн тусӗ пул» ярӑмри ҫак мультфильма кӑтарт. Унтан, май пур пулсан, сцена ҫине ачасене чӗн те (вӗсемпе маларах калаҫса татӑл) вӗсене ыйтусем пар: Иеговӑн ячӗ мӗне пӗлтерет? Иегова мӗн-мӗн тунӑ? Иегова сана мӗнле пулӑшма пултарать?
«Турӑ ячӗ Скандинавире мухтава тухать» (9 мин). Сӳтсе явни. Ҫак видеоролика кӑтарт. Кайран итлекенсенчен ыйт: мӗншӗн Скандинавире XVI ӗмӗрччен Турӑ ятне питӗ сахал ҫын пӗлнӗ? Мӗне пула Скандинавири ҫынсем Турӑ ятне майӗпен пӗлме пуҫланӑ? Мӗншӗн сире «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» килӗшет?
Пухура Библи вӗренни (30 мин): jy 120-мӗш сыпӑк
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин е сахалрах)
104-мӗш юрӑ тата кӗлӗ