ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 48—50
Ватӑ тӑвансем пире нумай япалана вӗрентме пултараҫҫӗ
Хӑш-пӗр ватӑ тӑвансем Иегова ҫак юлашки кунсенче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Вӗсем мӗн каласа пани Иеговӑна тата вӑл панӑ сӑмаха пурнӑҫласса хытӑрах ӗненме пулӑшать (Пс 70:17—19). Сирӗн пухура ҫавӑн пек тӑвансем пур пулсан, вӗсенчен ыйтса пӗлӗр:
йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова вӗсене хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшнӑ;
хыпарҫӑсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пынине кура вӗсем мӗн туяҫҫӗ;
Библири хӑш чӑнлӑха ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани вӗсене уйрӑмах савӑнтарнӑ;
Иеговӑн организацийӗнче вӗсем мӗнле-мӗнле улшӑнусем курнӑ?