Августӑн 10-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
АВГУСТӐН 10-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
29-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
ll 30, 31 с. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 3 Патшасен 21, 22 (8 мин.)
1 №: 3 Патшасен 22:13—23 (3 мин. е сах.)
2 №: Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла? (igw-U 28 с., 1—4 абз.) (5 мин.)
3 №: Укҫана юратнине пула сутӑнчӑк пулса тӑма пулать (it-U «Далида») (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» (Иис. Н. 24:15).
10 мин. «Эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр». Ҫак уйӑх теми тӑрӑх тунӑ доклад. Саккуна астутарни 6:6, 7; Иисус Навин 24:15 тата Ытарӑшсем 22:6 вуласа, ӑнлантарса пар. Ҫакна палӑрт: упӑшкин хӑйӗн арӑмӗпе ачисем Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетсе пыччӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫемьесене пулӑшас тесе организаци мӗнле хатӗрсем парса тӑни ҫинчен каласа пар. Ҫак уйӑхри сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнчи хӑш-пӗр пунктсене кӗскен пӑхса тух тата вӗсем ҫак уйӑхӑн темипе мӗнле ҫыхӑннине палӑрт.
20 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене вӗрентесси». Сӳтсе явни. Хӑйсен ачисене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшас тесе ашшӗ-амӑшӗсем ҫак статьяра илсе панӑ принципсемпе мӗнле усӑ курма пултарнине итлекенсене каласа пама ыйт. Демонстраци йӗркеле: ашшӗ хӑйӗн ачипе сӑваплӑ ӗҫре калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине пӑхса тухать тата репетици тӑвать.
45-мӗш юрӑ тата кӗлӗ