Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче филиал ҫумне тӗрлӗ чӗлхеллӗ ушкӑнсем — араб, бурят, коми, курд (курманджи), мӑкшӑ, ирҫе чӗлхисемпе, ҫавӑн пекех чикан чӗлхин котляр тата ҫурҫӗр вырӑс диалекчӗсемпе иртекен ушкӑнсем — ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерме питӗ хавас. Пирӗн филиал пӑхса тӑракан территорире тӗлпулусем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата 40 чӗлхепе иртеҫҫӗ, ҫав шутра илтмен ҫынсен вырӑс чӗлхипе. Урӑх чӗлхепе иртекен пухусемпе ушкӑнсенче пӗтӗмӗшле 14 000 ытла хыпарҫӑ. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем сӑваплӑ ӗҫе ытларах тӑвас тесе тата ҫынсене вӗсен тӑван чӗлхипе чӑнлӑха пӗлтерес тесе урӑх чӗлхеллӗ территорие куҫнӑ. Ҫакӑн пек тӑвансем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленине тата вӗсен юратӑвне курма эпир питӗ хавас (Матф. 22:37—39; 1 Кор. 13:1).