Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ырӑ хыпара домофонпа мӗнле пӗлтермелле
Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ. Домофонпа ырӑ хыпар пӗлтересси хӑратма пултарать. Ҫакӑ пире ырӑ ӗҫсем тума ан чӑрмантартӑр тесен мӗн тумалла? Ҫакна асра тытмалла: домофонпа ырӑ хыпар пӗлтерни хӑш-пӗр ҫынсемшӗн ырӑ хыпара илтмелли пӗртен-пӗр май пулма пултарать (Рим 10:14). Пулса иртнӗ тӗслӗхсем ырӑ хыпара домофонпа пӗлтерни ӑнӑҫлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. (2011 ҫулхи «Ежегодник», 65—66 с., тата 2000 ҫулхи «Ежегодник», 54 с., 3 абз., пӑхӑр.) Хӑш-пӗр канашсене пӑхса тухатпӑр.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫра малтан каламалли сӑмахсене каласа пӑхӑр, анчах та ҫакна тӑвакансен пӗр-пӗринпе ҫурӑмсемпе тӑмалла.