Мӗншӗн ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ пулмалла?
Эсир ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ-и? Патшалӑх хыпарҫисем пулнӑран пирӗн ҫакна тума нумай сӑлтав пур. Мӗнлисем? Титу 2:11—14-мӗшӗнчи сӑмахсене пӑхса тухар:
11-мӗш сӑвӑ йӗрки: «Туррӑн... тивлечӗ» мӗн вӑл тата пирӗнтен кашнийӗ ҫакӑнтан мӗнле усӑ илет? (Рим 3:23, 24.)
12-мӗш сӑвӑ йӗрки: Туррӑн тивлетӗнчен эпир мӗне вӗрентӗмӗр?
13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисем: тасалнине пула пуласлӑх тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗнле шанчӑк пур? Мӗнле питӗ кирлӗ тӗллевпе пире ҫак йӗркесӗр тӗнчерен тасатнӑ?
Ҫак сӑвӑ йӗркисем сире мӗнле майпа ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑраҫҫӗ?