ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Ырӑ хыпара домофонпа мӗнле пӗлтермелле?
МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене преступниксенчен хӳтӗлес тесе домофонсемпе камерӑсем лартаҫҫӗ. Ырӑ хыпара домофонпа пӗлтернӗ чухне ҫын пире камерӑпа курма пултарать. Эпир унпа куҫа-куҫӑн калаҫайманнине пула хамӑра аван мар туйма пултаратпӑр. Аяларах илсе панӑ канашсем пире домофонпа е камера умӗнче ҫынпа хӑрамасӑр калаҫма пулӑшӗҫ.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Лайӑххи ҫинчен шухӑшла. Домофон е камера лартнӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ пирӗнпе калаҫма хирӗҫ мар.
Асра тыт: хӑш-пӗр камерӑсем шӑнкӑрав ҫине пусиччен ӳкерме пуҫлаҫҫӗ, эсӗ алӑк патне пырса тӑрсанах кил хуҫи сана курма тата илтме пултарать.
Домофонпа е камера умӗнче ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ пекех калаҫ. Хӑвна яланхи пекех тыт, йӑл кулса калаҫ. Кил хуҫине, вӑл алӑка уҫсан эсӗ ӑна мӗн каланӑ пулӑттӑн, ҫавна кала. Камера патне ытлашши ҫывӑх ан тӑр. Никама та шӑнкӑравласа тытаймарӑн пулсан, нимле аудио- е видеосообщени ан хӑвар.
Калаҫӑва вӗҫленӗ хыҫҫӑн та кил хуҫи сана камерӑпа курма тата илтме пултарнине асра тыт.