Январӗн 26-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ЯНВАРӖН 26-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
30-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 34 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Тӳресен 5—7 (8 мин)
1 №: Тӳресен 7:12—25 (3 мин е сах.)
2 №: Эгоизмла юрату туйӑмӗсем япӑххипе вӗҫленеҫҫӗ (it-U «Амнон») (5 мин)
3 №: Иегова ҫинчен ытларах эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр (igw-U 5 с., 1—4 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Ҫӳлхуҫашӑн чура пек пур тӗлӗшрен те хӑвӑра кӗҫӗне хурса ӗҫлесе тӑрӑр» (Ап. ӗҫ. 20:19, ҪТ).
10 мин. Январьте тата февральте сӗнмелли литература. Сӳтсе явни. «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑна сӗннӗ чухне пулса иртнӗ хавхалантаракан тӗслӗхсене итлекенсене каласа пама ыйт. Брошюрӑна мӗнле сӗнмеллине кӗске демонстраци кӑтарт. Унтан «Мӗншӗн тытӑнса тӑмалла мар?» статьяна сӳтсе яв.
10 мин. Ҫӳлхуҫашӑн чурасем пек ӗҫлесе тӑракан старейшинӑсем. Библи вӗренмелли статьясене сӳтсе явакан арҫын тӑван. Библи вӗренмелли статьясене сӳтсе явакан арҫын тӑванран интервью ил тата ҫак ыйтусене ӑна пар: Санӑн тивӗҫлӗхсем шутне мӗн-мӗн кӗрет? Статьяна сӳтсе явма эсӗ мӗнле хатӗрленетӗн? Кам комментари пама алӑ ҫӗкленӗ, ҫавсенчен пуринчен те мӗншӗн эсӗ ыйтма пултараймастӑн? Статьяна сӳтсе явни усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе статьяна вулакан та, комментари паракансем те, микрофона йӑтса ҫӳрекен тӑвансем те мӗн тума пултараҫҫӗ? Нумаях пулмасть иртнӗ Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ мӗнле майпа сана ҫак питӗ кирлӗ тивӗҫлӗхе лайӑхрах туса тӑма пулӑшрӗ?
10 мин. «jw.org сайтпа сӑваплӑ ӗҫре усӑ кур. „Стань другом Иеговы“». Сӳтсе явни. Пирӗн сайтри ҫак вкладкӑна кӗскен сӳтсе яв та видеоролика кӑтарт е юрра яр. Килтен киле, халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче е май килнӗ чухне ырӑ хыпар сарнӑ вӑхӑтра «Стань другом Иеговы» вкладкӑпа мӗнле усӑ курмаллине итлекенсенчен ыйт.
24-мӗш юрӑ тата кӗлӗ