«Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнекене вӗренмелли ыйтусем
«Аслӑ Вӗрентекен» кӗнекене мӗнле вӗренмеллине ӑнлантарса пани
Ҫак кӗнекене вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесен кашни сыпӑкри абзацсене, ҫав шутра умсӑмахрине те, номерлесе тухмалла. Пӗр ушкӑнри абзацсене пурне те пӗрле вуламалла. Вӗреннӗ вӑхӑтра, вырӑнлӑ пулсан, сыпӑкӑн вӗҫӗнче Библирен илсе панӑ сӑвӑсене сӳтсе явма пулать.
Кашни эрнере пухура Библи вӗреннӗ чухне пӗр сыпӑк пӑхса тухмалла, чи малтан умсӑмаха уйрӑм сыпӑк пекех сӳтсе явмалла. Ҫак кӗнекене пӑхса тухма 49 эрне уйӑрнӑ.
32-мӗш сыпӑк
1—9-мӗш абзацсем
1. Кайӑк чӗпписене хӳтӗлес тесе Иегова кайӑка мӗнле пултарнӑ?
2. Иисуса уйрӑмах хӑҫан хӳтӗлемелле пулнӑ тата камран?
3. Иегова хӑйӗн Ывӑлне вилӗмрен мӗнле ҫӑлнӑ?
10—13-мӗш абзацсем
4. Кам паян пӗчӗк Иисус евӗрлӗ тата вӗсене мӗншӗн хӳтӗлемелле?
5. Сатанапа унӑн демонӗсем ачасене сиен кӳрес тесе мӗн тӑваҫҫӗ?
6. Камсем кӑна ар ҫыхӑнӑвне кӗме пултараҫҫӗ тата кампа кам ар ҫыхӑнӑвне кӗнине Турӑ сивлет?
14—17-мӗш абзацсем
7. Камсем ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме хӑтланма пултараҫҫӗ тата ҫавӑн пек ҫынсем арҫын ачасемпе хӗрачасене ар ҫыхӑнӑвне кӗме мӗнле ӳкӗте кӗртеҫҫӗ?
8. Ачасем хӑйсене аскӑн ҫынсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултараҫҫӗ?
9. Ачисене хӳтӗлес тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать?
33-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Паян ҫынсем Иисус пирки кам тесе шутлаҫҫӗ, чӑннипе вара вӑл кам?
2. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗпе ишсе пынӑ чухне Иисус хӑйӗн пысӑк вӑй пуррине мӗнле кӑтартнӑ?
3. Иисусӑн вӗренекенӗсен мӗншӗн хӑрамалла пулман?
9—14-мӗш абзацсем
4. Тепӗр ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнӗ?
5. Ҫавӑн чухне Иисус ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗншӗн тунӑ?
15—16-мӗш абзацсем
6. Иисус паян хӑйӗн вӑйӗпе мӗнле усӑ курать?
7. Пуласлӑхра мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртӗҫ?
34-мӗш сыпӑк
1—4-мӗш абзацсем
1. Ҫын вилсен унпа мӗн пулнине мӗнле пӗлме пулать?
2. Иисус Лазарь пирки каланӑ сӑмахсенчен эпир вилӗм ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
5—10-мӗш абзацсем
3. Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх умӗнче Иисус мӗн тунӑ?
4. Иисус: «Лазарь, тух»,— тесен мӗн пулса иртнӗ?
11—16-мӗш абзацсем
5. Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
6. Лазарь пӗлӗтре пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
7. Ҫын вилсен чун та вилнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
17—19-мӗш абзацсем
8. Эсир пурӑнакан вырӑнта вилнисем ҫинчен мӗнле вӗрентӳсем сарӑлнӑ?
9. Лазарь ҫинчен ҫырса пани пире вилнисенчен хӑрамасӑр пурӑнма мӗнле пулӑшать?
35-мӗш сыпӑк
1—4-мӗш абзацсем
1. Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратас килнине тата Иисус та ҫавнах тӑвасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2. Икӗ ачана Иисус ҫураличчен чылай маларах мӗнле чӗртсе тӑратнӑ?
3. Эпир вилес пулсан та, Иегова пире асра тытасса мӗншӗн ҫирӗп шанма пултаратпӑр?
5—11-мӗш абзацсем
4. Иаир хӗрӗпе мӗн пулнӑ, Иисус вара мӗн тунӑ?
5. Библире ҫакӑн ҫинчен ҫырса пани пире мӗне вӗрентет?
12—18-мӗш абзацсем
6. Тӑлӑх арӑмӑн ачине чӗртсе тӑратни Иисус вилнисене пурӑнма чӗртсе тӑратасшӑн пулнине мӗнле кӑтартать?
7. Сирӗн шутпа, чӗрӗлсе тӑнӑ арҫын ачан амӑшӗ мӗн туйнӑ тата ытти ҫынсен те ҫавнашкал туйӑмсем хӑҫан пулӗҫ?
36-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен Библире ҫырса панисем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?
2. Мӗншӗн сӑвапсӑррисене те чӗртсе тӑратӗҫ тата вӗсем ӑҫта пурӑнӗҫ?
3. Ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнма хӑҫан чӗртсе тӑратӗҫ тата ҫавӑн чухне мӗн пулса иртӗ?
7—11-мӗш абзацсем
4. Иисус усал ҫынна: «Манпа пӗрле Райра пулӑн»,— тесе сӑмах панинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
5. Иисус усал ҫынпа пӗрле Райра пулассине мӗнле ӑнланмалла?
6. Унччен усал ӗҫсем тунӑ ҫынна Иисус мӗншӗн Райра пурӑнма ирӗк парӗ?
12—17-мӗш абзацсем
7. Ҫӗр ҫинче пурӑнма пурне те чӗртсе тӑратманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
8. Миҫе ҫын малтанхи хутӗнче чӗрӗлсе тӑрӗ тата вӗсем мӗн тӑвӗҫ?
9. Райри пурнӑҫ мӗншӗн чаплӑ пулӗ?
37-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Турӑ пире мӗнле чаплӑ парне панӑ?
2. Мӗншӗн пире пурне те ҫӗнӗ атте кирлӗ?
3. Мӗнле майпа Иисус пирӗншӗн атте тата Ҫӑлакан пулса тӑма пултарать?
4. Мӗн вӑл тӳлесе илни тата пире мӗншӗн тӳлесе илмелле пулнӑ?
8—15-мӗш абзацсем
5. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мӗн уявланӑ?
6. Ун хыҫҫӑн Иисус Пасха вырӑнне мӗн уявлама хушнӑ?
7. Ҫӗнӗ уява паллӑ тума Иисус мӗнле символсемпе усӑ курнӑ тата вӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
8. Ҫак уяв пире мӗн ҫинчен аса илтерет?
16—18-мӗш абзацсем
9. Каҫхи апат уявне уявланӑ чухне пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?
10. Ҫак уявра камӑн ҫӑкӑр ҫимелле тата хӗрлӗ эрех ӗҫмелле, мӗншӗн вӗсен ҫакна тумалла?
11. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫимен тата хӗрлӗ эрех ӗҫмен ҫынсен те мӗншӗн унта пулмалла?
38-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Иисус пире мӗнрен ҫӑлнӑ?
2. Иисус камшӑн вилнӗ?
3. Турӑ ҫынсене юратать-и?
6—12-мӗш абзацсем
4. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус мӗн тӳссе ирттернӗ?
5. Тепӗр кунхине мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑр.
6. Иисус Адамран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
13—16-мӗш абзацсем
7. Павел апостол хӑйне Христос юратнӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
8. Иисуса юратма пирӗн мӗнле витӗмлӗ сӑлтав пур?
9. Христосшӑн пурӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
39-мӗш сыпӑк
1—4-мӗш абзацсем
1. Сирӗн шутпа, Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ вилнине курсан мӗн туйнӑ?
2. Иисус мӗне ҫирӗп ӗненнӗ?
3. Иисуса ӑҫтан чӗртсе тӑратнӑ тата вӑл миҫе кун вилӗ пулнӑ?
5—13-мӗш абзацсем
4. Эрнекун, Иисус вилсен мӗн-мӗн пулса иртнине каласа парӑр.
5. Иисуса мӗнле ӳт-пӳпе чӗртсе тӑратнӑ тата каярахпа ҫынсем ӑна мӗнле курма пултарнӑ?
6. Вырсарникун, Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнӗ?
14—17-мӗш абзацсем
7. Миҫе кун хушши Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗрлӗрен ӳт-пӳпе курӑннӑ тата ун хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ?
8. Христос чӗрӗлсе тӑнине ҫынсем паян мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ, анчах пирӗн унӑн малтанхи вӗренекенӗсем пек пулас тесен мӗн тумалла?
40-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Турӑ пирӗнтен мӗн тӑвасса кӗтмест, ҫапах та эпир уншӑн мӗн тума пултаратпӑр?
2. Мӗншӗн Иегова пире робот пек туман?
4—7-мӗш абзацсем
3. Турӑ эпир унӑн ирӗкне туса тӑнӑ чухне мӗн туять?
4. Эпир камшӑн ӗҫлеме суйласа илни Иеговӑна тата Сатанана мӗнле пырса тивет?
8—15-мӗш абзацсем
5. Сатана Иова мӗн тунӑ?
6. Сирӗн шутпа, Иегова Иов шанчӑклӑ тӑрса юлнине курсан мӗн туйнӑ?
7. Иисус пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ тата ун пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
41-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Пӗррехинче Иисусӑн ашшӗ-амӑшӗ Иисус пирки мӗншӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ?
2. Ача чухне Иисус ашшӗ-амӑшне тата Турра савӑнтарас тесе хӑйне мӗнле тытнӑ?
8—12-мӗш абзацсем
3. Паян ачасем Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултараҫҫӗ?
4. Паян Туррӑн халӑхӗ камне мӗнле пӗлмелле?
13—18-мӗш абзацсем
6. Тимофей тӗслӗхӗ ачасене мӗнле пулӑшма пултарать?
7. Израиль хӗрачин тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
42-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Канни-савӑннинче ним япӑххи те ҫуккине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2. Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус мӗнле ӗҫ тума вӗреннӗ тата, сирӗн шутпа, вӑл мӗншӗн лайӑх ӗҫлекен пулса тӑнӑ?
3. Ӗҫлени Иисусшӑн мӗншӗн усӑллӑ пулнӑ тата мӗншӗн ӗҫлени паян пирӗншӗн те усӑллӑ?
7—13-мӗш абзацсем
4. Иисус мӗншӗн телейлӗ ҫын пулнӑ?
5. Иисусӑн ҫӗр ҫинче мӗнле ятарлӑ ӗҫ тумалла пулнӑ тата вӑл ӑна мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа туса тӑнӑ?
6. Ачасем паян мӗнле ӗҫ тума пултараҫҫӗ тата вӗсем ӗҫлени мӗншӗн пӗтӗм ҫемьене усӑ парать?
14—16-мӗш абзацсем
7. Мӗншӗн лайӑх вӗренмелле?
8. Мӗншӗн ӗҫлессинчен пӑрӑнса ҫӳремелле мар?
9. Ӗҫ пирки хамӑра мӗнле питӗ кирлӗ ыйту памалла?
43-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Эпир Иисусӑн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
2. Иисус камсем пирки хӑйӗн амӑшӗ тата хӑйӗн тӑванӗсем тенӗ, вӑл ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ?
3. Тӑванӗсем малтан хӑйсене Иисуспа мӗнле тытнӑ пулӗ?
8—14-мӗш абзацсем
4. Пӗр-пӗрне юратман мӗнле икӗ пӗртӑван ҫинчен Библире каланӑ?
5. Каинпа Авель тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренмелле?
15—18-мӗш абзацсем
6. Мӗн вӑл юрату тата юратнине кӑтартни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
7. Эпир пухури тӑвансене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
44-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Мӗнле майпа эпир, Авраам пекех, Туррӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр?
2. Иисус мӗнле ҫынсемпе туслӑ пулнӑ?
3. Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем хушшинче кам пулнӑ?
6—10-мӗш абзацсем
4. Мӗншӗн Иисус тӗрлӗ ҫынсем патне кайса ҫӳренӗ?
5. Закхей кам пулнӑ тата вӑл мӗнле майпа Иисусӑн тусӗ пулса тӑнӑ?
11—15-мӗш абзацсем
6. Мӗншӗн эпир хамӑр туссем патне ҫеҫ мар, ыттисем патне те каятпӑр?
7. Кам пирӗн ҫывӑх тус пулма пултарать?
8. Кам пирӗншӗн лайӑх тус пулассине мӗнле пӗлме пулать?
9. Туссем пирӗн пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?
45-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл тата унӑн Патши ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр?
2. Мӗншӗн Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнӑ теме пулать?
3. Иисусӑн ҫӗр ҫинче мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ тумалла пулнӑ тата ҫав ӗҫе туса тӑма ӑна кам пулӑшнӑ?
9—14-мӗш абзацсем
4. Кам Иисус Христоса хӑйӗн Патши тӑвасшӑн, кам вара тӑвасшӑн мар?
5. Кам Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ тата ҫав ҫынсем халӑха мӗн тума ӳкӗте кӗртнӗ?
6. Паян ҫынсен Иисуса итлес кӑмӑл пур-и?
15—20-мӗш абзацсем
7. Турра юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
8. Иисус шыва кӗнипе мӗн кӑтартнӑ тата Турӑ ӑна ырланине мӗнле кӑтартнӑ?
9. Мӗншӗн пирӗн те шыва кӗмелле тата ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн мӗнле ӗҫе туса тӑмалла?
46-мӗш сыпӑк
1—11-мӗш абзацсем
1. Библире «тӗнче... пӗтет» тенине мӗнле ӑнланмалла?
2. Ҫӗре шыв илес умӗн ҫынсем мӗнпе ӗҫлӗ пулнӑ тата, Иисус каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн ҫавӑн ҫинчен пӗлмелле?
3. Турӑ Ноя мӗн тума хушнӑ тата ҫӗре шыв илсен мӗн пулса иртнӗ?
12—19-мӗш абзацсем
4. Ҫӗре шыв илес умӗн ҫынсем мӗнле ӗҫсем тунинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
5. Турӑ усал ҫынсене мӗнле пӗтерӗ тата вӑл ҫакна мӗншӗн тӑвӗ?
6. Мӗн вӑл Армагеддон тата ҫак вӑрҫӑра камсем ҫапӑҫӗҫ?
47-мӗш сыпӑк
1—11-мӗш абзацсем
1. Иисус пӗлӗтре патшана ларса ертсе пыма пуҫланине ҫынсем мӗнле пӗлме пултарнӑ?
2. Смоква йывӑҫӗ ҫинчен каланӑ чухне Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
3. Иисус панӑ паллӑ шутне, паян пурнӑҫланса пыракан паллӑ шутне, мӗнле событисем кӗреҫҫӗ?
12—16-мӗш абзацсем
4. Иисус панӑ паллӑ мӗне пӗлтерет?
5. Хӗлле тарасси ҫинчен каланипе Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
48-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. «Ҫӗнӗ тӳпе» тата «ҫӗнӗ ҫӗр» тени мӗне пӗлтерет?
2. Библири сӑвӑ йӗркисемпе тата ӳкерчӗксемпе усӑ курса Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурнӑҫ мӗнле пулассине каласа парӑр.
9—15-мӗш абзацсем
3. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тетпӗр пулсан, мӗншӗн пирӗн Библирен пӗлӳ илсе тӑмалла?
4. Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнас тесен пирӗн пӗлӳ илнисӗр пуҫне тата мӗн тумалла?
5. Ҫак кӗнеке пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма мӗнле пулӑшма пултарать?