Сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
СЕНТЯБРӖН 8-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
49-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 14 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Йыша шутлани 22—25 (10 мин)
1 №: Йыша шутлани 22:36—23:10 (4 мин е сахалрах)
2 №: Сатана вӑл — ҫынсен ӑшӗнчи усаллӑх кӑна мар (rs-U 326 с., 4 абз. — 327 с., 2 абз.) (5 мин)
3 №: Хӑш енчен Адама Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ? (it-U «Адам», 2—8 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
15 мин. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне сӑпайлӑ пулӑр (2 Кор. 6:3). Ҫак ыйтусем тӑрӑх сӳтсе яв: 1) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑра сӑпайлӑ тытни мӗншӗн питӗ кирлӗ? 2) Сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла: а) ушкӑнпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне, ӑ) килтен киле ҫӳренӗ чухне, б) алӑк умӗнче тӑнӑ чухне, в) пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ хыпарҫӑ калаҫнӑ чухне, г) кил хуҫи калаҫнӑ чухне, д) кил хуҫин вӑхӑт ҫук е урамра йӗпе-сапа ҫанталӑк чухне, е) кил хуҫи сӑпайсӑр хуравланӑ чухне?
15 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хыватпӑр» Сӳтсе явни. Монолог хатӗрле. Хыпарҫӑ ырӑ хыпар сарма кайма хатӗрленет. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле калаҫакан брошюра илме килӗшсен тепӗр чухне сӳтсе явмалли мӗнле ыйту хӑварасси пирки шухӑшлать.
38-мӗш юрӑ тата кӗлӗ