Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2014 ҫулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫейре Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне 292 058 ҫын килнине пӗлтерме эпир питӗ хавас, унччен ҫакӑн пек нумай нихӑҫан та пулман (2 Кор. 5:14, 15). Ҫавӑн пекех Каҫхи апат уяв тапхӑрӗнче хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе уйрӑмах хастаррӑн хутшӑннӑ, март уйӑхӗнче нихӑҫанхинчен те нумай — 3 869 362 — брошюрӑсемпе буклетсем салатни ҫинчен асӑнма питӗ кӑмӑллӑ!