Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Сентябрӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвне ҫапла пуҫлама пулать:
«Ҫынсенчен нумайӑшӗ ангелсене ӗненет. Эсир ӗненетӗр-и?» [Хурава итле.] Эсир мӗнле шутлатӑр, вӗсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ-и? Библире вӗсем хальхи вӑхӑтра ҫынсене мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа панӑ». «Есть ли у Земли шанс?» брошюрӑн юлашки страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт. Ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Есть ли у Земли шанс?» брошюра.
«Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем ҫӗре сиен тунине тӳрлетме пулать-и? [Хурава итле.] Ҫынсем ҫав сиене тӳрлетме пултараймаҫҫӗ пулсан та, Турӑ, Библире каланӑ тӑрӑх, ҫакна тума пултараять тата тӑвасшӑн та. Псалом 64:10-мӗшӗнче ак ҫапла шантарса каланӑ. [Вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑ Ҫӗр ҫинче мӗн-мӗн тӑвассине тата эпир пуласлӑхра ҫак пиллӗхсене илесшӗн пулсан пирӗн мӗн тумалли ҫинчен каланӑ. Ӑна сире парса хӑварасшӑнччӗ».
«Эмоциональное выгорание. Как быть?» брошюра.
«Ӗҫ вырӑнӗнче ӗҫ паракан нумай ӗҫлеме ыйтнӑран нумай ҫын хӑйсене кӗтесе хупса лартнӑ пек туять. Ҫавнашкал ыйтусене тӗпчекен специалистсем каланӑ тӑрӑх, ытла нумай ӗҫлеме тивни ӳт-пӳпе кӑмӑл-туйӑма сиен кӳме пултарать. Сирӗн шутпа, ҫынсене ҫакӑн ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшӗ? [Хурава итле.] Сире Библири питӗ интереслӗ пӗр сӑвӑ йӗркине кӑтартасшӑнччӗ. [Екклесиаст 4:6 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра хамӑр пурнӑҫра мӗне мала хумаллине тӗрӗслесе пӑхма тата вӑйран каяссине ҫӗнтерме пулӑшакан тӑватӑ канаш панӑ».