Июнӗн 16-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
ИЮНӖН 16-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
12-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 2 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Левит 6—9 (10 мин)
1 №: Левит 8:18—30 (4 мин е сахалрах)
2 №: Мӗншӗн эпир «сӑваплӑ ҫынсене» кӗлтумастпӑр (rs-U 342 с., 1—3 абз.) (5 мин)
3 №: Чап-хисеп илесшӗн ҫунассинчен тата ҫынна камне кура уйӑрассинчен пӑрӑнӑр (it-U «Авессалом», 7—19 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
30 мин. «Ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене манмастпӑр». Ыйту-хурав. 4-мӗш абзаца сӳтсе явнӑ чухне кӗске демонстраци кӑтарт. Икӗ опытлӑ хыпарҫӑ Библи вӗренмелли кружок йӗркелеме юранипе юраманнине ыйтса пӗлме ваттисен ҫурчӗн директорӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
4-мӗш юрӑ тата кӗлӗ