Ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене манмастпӑр
1. Ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансене ырӑ хыпара пӗлтерни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
1 Ытларах та ытларах ҫын ватлӑхӑн йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать (Еккл. 12:1—7). Ватӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир ырӑ хыпара килтен киле кӑна саратпӑр пулсан ҫакӑн пек ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа параймӑпӑр. Ҫакӑ ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗсем пурӑнмашкӑн ачисем е хурӑнташӑсем патне куҫса каймалли йӗрке пур ҫӗршывсене те тивет. Тен, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата инвалидсене утма йывӑр тата вӗсем пурне те астуса юлма пултараймаҫҫӗ пулсан та, вӗсенчен нумайӑшӗ Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пултараять. Вӗсене телейлӗ шанчӑкӑн ырӑ хыпарне мӗнле каласа пама пултаратпӑр? (Тит 2:13.)
2. Ваттисен ҫурчӗсен адресӗсен списокне мӗнле тума пулать?
2 Мӗнрен пуҫламалла. Ваттисен ҫурчӗсен адресӗсен списокне тӗрлӗ справочниксемпе усӑ курса тума пулать. Ҫакӑн пек ятсемпе шырӑр: «ваттисен ҫурчӗсем», «ваттисен пансионачӗсем» е «ваттисен ҫурт-пансионачӗсем». Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ ҫак кашни заведение опытлӑ хыпарҫӑсем кайса килччӗр тесе тӑрӑшӗ. Лайӑх хатӗрленсен тата Иегова ҫине шансан ытларах чухне Библи вӗренмелли ушкӑнсем йӗркелеме пулать (Ытар. 21:5; 1 Иоанн 5:14, 15).
3, 4. а) Библи вӗренмелли занятисем ирттерме камран ирӗк ыйтмалла? ӑ) Ҫак занятисенче мӗн тунине мӗнле ӑнлантарса пама пулать?
3 Ҫакӑн пек занятисем ирттерме ирӗк паччӑр тесе камран ыйтмалла? Ҫакӑ мӗнле заведени пулнинчен килет. Нумай ҫын пурӑнакан тата ӗҫлекен пысӑк ҫуртсенче директорпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе секретарь патне пыни лайӑхрах. Темиҫе ҫын кӑна пурӑнакан тата ӗҫлекен пысӑках мар ҫуртсенче вара, хуҫи пулнӑ вӑхӑтра килсе тӳрех унпа калаҫса пӑхма пулать.
4 Кама Библири сыпӑксене вулама тата сӳтсе явма килӗшет, ҫавсемпе калаҫма вӑхӑт уйӑрнӑшӑн укҫа илменни пирки ӑнлантарса пар. Эрнере 30 минута яхӑн Библи тӑрӑх сӳтсе явнине итлеме камӑн кӑмӑл пур, ҫавӑн пек ҫынсем пуррипе ҫуккине ыйтса пӗл. Тӗрлӗ публикаципе усӑ курма пулать пулсан та нумайӑшӗ ансат чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесемпе, сӑмахран, «Самый великий человек, который когда-либо жил» кӗнекепе, усӑ курни ӑнӑҫлӑрах пулнине асӑрханӑ. Тен, эсӗ вӗсене директора кӑтартас тейӗн. Унпа занятисене хӑш кун, хӑш вӑхӑтра тата хӑш вырӑнта ирттермелли пирки калаҫса татӑлма пулать, вӑл вара, тен, мероприятисен календарӗнче ҫакӑн пирки пӗлтерӳ вырӑнаҫтарӗ. Хӑв Иегова Свидетелӗ пулнине калама ан вӑтан. Анчах та директора эсӗ тӗн службине мар, Библи вӗренӗвӗ ирттерессине ӑнлантарса пар.
5. Занятисем интереслӗ те усӑллӑ пулччӑр тесен мӗн тума пулать?
5 Занятисене мӗнле ирттермелле. Занятисем мӗнле иртесси заведенийӗн лару-тӑрӑвӗнчен тата унти ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗсенчен килет, ҫавӑнпа та курма пӗлни тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулни питӗ кирлӗ. Ертсе пыраканӑн хӑйӗнпе пӗрле вӗренекен публикацийӗн темиҫе экземплярне илсе килмелле тата заняти вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӗсене каялла пуҫтарса илмелле. Кама та пулин публикаци пысӑк шрифтпа кирлӗ пулма пултарать. Яланхи пекех, абзацсене вулама, ыйтусемпе хуравсем пама пулать. Абзацсемпе Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа пама камӑн кӑмӑл пур тата лайӑх вуласа пама пултараять, ҫавсене сӗнме пулать. Занятисене ирттернӗ чухне килнисене сӳтсе явассине хутшӑнма хавхалантар тата ырӑ кӑмӑллӑ та туслӑ пул. Директор ирӗк парсан хӑш-пӗр чухне пирӗн организаци кӑларнӑ фильмсенчен пӗрне, Библие шанма пулӑшаканнине е Библире ҫырса панӑ пӗр-пӗр тӗслӗхсенчен мӗне вӗренме пултарнине кӑтартса параканнине, кӑтартма пулать. Вырӑнлӑ пулсан, занятисене кӗске кӗлӗпе пуҫлама тата вӗҫлеме пулать. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем программӑна Турӑ Патшалӑх юррисене те кӗртеҫҫӗ.
6. Эпир мӗн каланипе килӗшмен чухне мӗнле хуравлама пултаратпӑр?
6 Кам та пулин занятисенче мӗн вуланипе е мӗн сӳтсе явнипе килӗшменнине кӑтартать пулсан мӗн тумалла? Майне пӗлсе хуравла (Кол. 4:6). Тен, эсӗ Библири вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркине вуласа парӑн. Хӑш-пӗр чухне ҫынна тав сӑмахӗ каласа ҫак темӑна заняти хыҫҫӑн уйрӑммӑн сӳтсе явма сӗнни лайӑхрах.
7. Ҫын ыйту парать е чӑнлӑхпа интересленнине кӑтартать пулсан мӗн тума пулать?
7 Хӑш-пӗр чухне ҫын ыйту пама е ытларах пӗлесшӗн пулнине кӑтартма пултарать. Акӑ мӗнле тӑвать пӗр хӗрарӑм тӑван: «Ҫакӑ питӗ лайӑх ыйту. Айтӑр малтан материала вӗҫне ҫитиччен пӑхса тухатпӑр, кайран вара эсир панӑ ыйтӑва сӳтсе яватпӑр». Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынпа час-часах Библие уйрӑммӑн, урӑх вӑхӑтра тата урӑх вырӑнта, вӗренме калаҫса татӑлма пулать.
8. Занятисене ушкӑнпа ирттернине тата уйрӑм ҫынсемпе вӗреннине отчета мӗнле ҫырмалла?
8 Ытларах чухне ваттисен ҫуртӗнче занятисене Свидетельсенчен яланах пӗри ирттерсен лайӑхрах. Занятисене хутшӑнакан кашни хыпарҫӑ вӑхӑта отчета ҫырма пултарать. Занятисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ пулсан, ӑна ирттерекен кашнинчех тепре килнине пӗрре тата Библи вӗренӗвӗ пӗрре ҫырать. Вӗренме пултаракан уйрӑм ҫынсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне ӑна отчета яланхи пекех ҫырмалла.
9, 10. Занятисене ирттерекенсен мӗнле паха енсене кӑтартмалла? Ӑнлантарса пар.
9 Занятисем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Ушкӑнпа ирттерекен занятисене яланах пӗр кунта тата пӗр вӑхӑтра ирттерсен лайӑхрах. Унта пурӑнакансемпе ӗҫлекенсем занятисем тӑтӑшах иртессе, ҫавӑн пекех вӑхӑтра пуҫланса вӑхӑтра вӗҫленессе шанаҫҫӗ (Матф. 5:37). Ҫавӑнпа яваплӑ, тӑрӑшуллӑ пулмалла тата йӗрке тытса тӑмалла. Хыпарҫӑсем сӑнанӑ тӑрӑх ушкӑнпа ирттерекен занятисене икӗ опытлӑ хыпарҫӑ ирттерни лайӑхрах (Еккл. 4:9, 10). Пысӑк заведенисенче ытларах хыпарҫӑ кирлӗ пулма пултарать.
10 Ырӑ кӑмӑллӑ тата чунтан интересленни питӗ кирлӗ (Флп. 2:4). Пӗрремӗш занятинче пуринпе те паллашма вӑхӑт уйӑр. Вӗсен ячӗсене ҫырса хур тата тепӗр занятие киличчен астуса юлма тӑрӑш. Ҫакна шута илмелле: ваттисенчен хӑшӗ-пӗрисем палламан ҫынсем хӑйсене ятран кӑна чӗнсен кӳренеҫҫӗ. Чӑтӑмлӑ тата тимлӗ пулнине пула пурте хӑйсене ҫӑмӑл туйӗҫ тата пӗр-пӗринчен вӑтанмӗҫ.
11. Занятисене ирттерекенсем заведенире ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансен хурӑнташӑсене хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
11 Унсӑр пуҫне, ҫав заведенире ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансен хурӑнташӗсене хисеплемелле тата вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Занятисем хӑш вӑхӑтра иртессине палӑртса хунӑ пулсан, директорпа калаҫмасӑр ҫак вӑхӑта улӑштармалла мар. Ҫакӑ вӗренӗве мӗнле ирттермелли йӗркене те тивет. Вӑхӑтран вӑхӑта директортан занятисем ватӑ ҫынсене килӗшнипе килӗшменнине ыйтса пӗл. Занятисем иртнӗ вӑхӑтра ваттисем патне хурӑнташӗсем килчӗҫ пулсан, вӗсемпе паллаш. Библи вӗренӗвӗн тӗллевне ӑнлантарса пар. Вӗсен хурӑнташӗсемпе эсӗ чунтан интересленнине кӑтарт. Вӗсене юлса итлесе пӑхма сӗн.
12, 13. Ваттисен ҫуртӗнче свидетельство пани ӑнӑҫлӑ пулнине кӑтартакан тӗслӗхсене каласа парӑр.
12 Ҫитӗнӳсем. Ҫул ҫӳрекен надзирательсем тата пухури тӑвансем ырӑ хыпара ҫакӑн пек ятарлӑ майпа сарни питӗ ӑнӑҫлӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Пӗррехинче пӗрремӗш занятие 20 ҫынна яхӑн килнӗ. Юлашкинчен ултӑ Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗр хӗрарӑм шыва кӗнӗ. Тепӗр ваттисен ҫуртӗнче занятисене пула 85 ҫулти ватӑ хӗрарӑм пухусене ҫӳреме пуҫланӑ тата шыва кӗресшӗн пулнине пӗлтернӗ. Пӗр заведенийӗн администрацийӗ Иегова Свидетелӗсем ушкӑнпа ирттерекен занятисене ирттерме пӑрахӑҫлама шут тытсан, унта пурӑнакансем директор патне пырса ӳпкелешнӗ. Ҫакна пула вӗренӗве каллех ирттерме тата унта 25—30 ҫын ҫӳреме пуҫланӑ.
13 Ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫынсене юратнине кӑтартни унта пурӑнакансене кӑна мар, унта ӗҫлекенсене те килӗшет. Сӑмахран, час-часах вӗсем занятисене пыраҫҫӗ тата сӳтсе явассине те хутшӑнаҫҫӗ. Ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансемпе кашнинпе интересленнине кӑтартса эпир ыттисене те лайӑх свидетельство паратпӑр (1 Петр 2:12). Вӗренӗвӗн тӗллевӗ ҫинчен пӗлсен, пӗр заведующи каланӑ: «Эсир ку таранччен ӑҫта пулнӑ? Эсир хӑҫан пуҫлама пултаратӑр?» Тепӗр заведенийӗн директорӗ ҫырнӑ: «Эпӗ ҫавнашкал занятисене хамӑр пурӑнакан вырӑнти ваттисен ҫурчӗсенче, кашнийӗнче, ирттерме сӗнетӗп. Иегова Свидетелӗсем занятисене тӳлевсӗр ирттереҫҫӗ, ҫапла вӗсем обществӑшӑн тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ». Гавай утравӗсенче ваттисен пӗр ҫурчӗ Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлесе тӑнӑшӑн грамота панӑ, унта Иегова Свидетелӗсем ҫав ҫуртра пурӑнакансемшӗн «чӑн-чӑн пуянлӑх» пулса тӑнӑ тесе каланӑ.
14. Мӗншӗн пирӗн ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансене пулӑшас кӑмӑл пулмалла?
14 Иегова ватӑ ҫынсене хӑйне мухтава кӑларма чӗнет (Пс. 148:12, 13). Ҫакӑ ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансене те тивет. Хӑвӑрӑн пуху территорийӗнче ватӑ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме ҫавнашкал заведенисем пур-и? Вырӑнти старейшинӑсем пулӑшнипе тата ваттисен ҫурчӗсен директорӗсем ирӗк панине пула эпир, тен, унта пурӑнакансене ырӑ хыпара лайӑх та тӗплӗн пӗлтерме пултарӑпӑр. Ватӑ ҫынсене асра тытса эпир Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр (Пс. 70:9, 18, 19)