Декабрӗн 16-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 16-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
43-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 12 сып., 14—22 абз. (30 мин)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Ӳлӗмхине 1—6 (10 мин)
1 №: Ӳлӗмхине 3:14—4:8 (4 мин е сахалрах)
2 №: Тӗрӗс тӗн вӑл — пурнӑҫ йӗрки, йӑласене ячӗшӗн тытса тӑни мар (rs-U 317 с., 5 абз.) (5 мин)
3 №: Иисус хӑш тӗлӗшрен хӑйӗн вӗренекенӗсене «тӗслӗх кӑтартнӑ»? (Иоанн 13:15) (5 мин)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Эпир мӗнле ҫитӗнӳсем турӑмӑр? Доклад. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета сӗнмелли кампани вӑхӑтӗнче пухӑвӑн территоринче ҫав буклетпа ырӑ хыпара мӗн таран сарма май килни пирки каласа пар. Итлекенсене кампанире хутшӑнни мӗнле усӑ пани пирки тата интереслӗ тӗслӗхсене каласа пама ыйт.
10 мин. Каччӑсемпе хӗрсем пурте Ҫӳлхуҫана мухтаччӑр (Пс. 148:12, 13). Лайӑх тӗслӗх кӑтартакан икӗ-виҫӗ ҫамрӑк хыпарҫӑран интервью ил. Вӗсем шкулта ӗненӳпе ҫыхӑннӑ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? Ашшӗ-амӑшӗсемпе ыттисем ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗсене мӗнле пулӑшнӑ? Хӑйсем мӗне ӗненнине хӑюллӑн хӳтӗлеме вӗсене мӗн пулӑшать? Тӗслӗхсем каласа пама ыйт.
10 мин. «Ҫемьерисем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ». Сӳтсе явни. Залра ларакан ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ҫемьерисем кашни эрнерех сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма май пултӑр тесе мӗнле майпа ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнассине ӑнӑҫлӑ йӗркелесе тӑнине каласа пама ыйт.
28-мӗш юрӑ тата кӗлӗ