Ҫемьерисем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ
1 Упӑшкисемпе арӑмӗсем, ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисем Иеговӑна пур ҫын умӗнче мухтаса ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӗрле савӑнӑҫлӑн хутшӑннине курса тӑнинчен мӗн те пулин лайӑхраххи пур-ши вара? (Пс. 148:12, 13.) Ҫемьерисем ырӑ хыпар сарас ӗҫре тӑтӑшах хутшӑнччӑр тесен кашни ҫемьере лайӑх график пулмалла. Санӑн ҫемьере ырӑ хыпар сарма палӑртнӑ кун пур-и? Ҫапла пулсан, ҫемьерисем хӑйсен графикӗнче мӗн палӑртмаллине пӗлеҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма пултараҫҫӗ (Ытар. 21:5а).
2 Ырӑ хыпар сарма кайсан калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине мӗншӗн-ха маларах пӗрле хатӗрлесе хурас мар? Ҫапла пӗрле хатӗрленни питӗ усӑллӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫемьене ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме пулӑшать. Ҫемьерисем пурте ырӑ хыпар сарма кайни тата лайӑх хатӗрленсе кайни мӗн тери савӑнтарать!
3 Пӗр ҫулҫӳрев надзирателӗ пӗр ҫемьепе пӗрле журналсем сӗнме хутшӑннӑ. Ҫав ҫемьен пӗр хӗрачипе ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне хӗрача унран ыйтнӑ: «Эпир хӑҫанччен санпа ҫӳрӗпӗр?» Унтан вӑл унпа пӗрле сӑваплӑ ӗҫре пулнӑ хыҫҫӑн ашшӗпе пӗрле ырӑ хыпар сарма каясси пирки ӑнлантарса панӑ. Ӑна ашшӗпе ырӑ хыпар пӗлтерме питӗ килӗшни лайӑх курӑннӑ. Ҫак ҫемьере мӗн тери лайӑх хутшӑнусем!
4 Хӑш-пӗр ҫемьесенче, тен, ҫулталӑкра пӗр уйӑх хушши пурте пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Е ҫемьере пӗри те пулин тӑтӑшах пулӑшакан пионер е тулли пионер пулса ӗҫлеме пултарать. Лайӑх график тусан тата пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрсан, тен, ҫемьерисем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнса пионер пулса ӗҫлекене пулӑшма пултарӗҫ. Паллах ӗнтӗ, сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнса ҫемьерисем пурте пиллӗх илеҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ лайӑх тӗслӗхсем вӗсен нумай пулӗҫ (Мал. 3:10).
5 Ҫемьерисем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма тата Иеговӑшӑн хастарлӑ, ӑнӑҫлӑ, савӑнӑҫлӑ ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ! (Филиппӑ 2:1, 2 танлаштар.)