Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2013 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ӑна ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май тӗпчеме пулать.
1. Пирӗнте «Христос ӑсӗ» пулмалла тени мӗне пӗлтерет? (1 Кор. 2:16.) (Сент. 2, w08-U 7/15 27 с., 7 абз.)
2. «Аскӑнлӑхран тарӑр» тесе чӗнсе калани тӑрӑх пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла? (1 Кор. 6:18.) (Сент. 2, w08-U 7/15 27 с., 9 абз.; w04-U 2/15 12 с., 9 абз.)
3. «Хӗрарӑмсем ӗненекенсен пухӑвӗнче чӗнмесӗр тӑччӑр» тесе ҫырнипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? (1 Кор. 14:34.) (Сент. 9, bp126-U 9 с., рамка.)
4. 2 Коринф 1:24-мӗшӗнче ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсем старейшинӑсем ҫине паян мӗнле витӗм кӳмелле? (Сент. 16, w13 1/15 27—28 с., 2, 3 абз.)
5. 2 Коринф 9:7-мӗшӗнчи принциппа эпир мӗнле усӑ куратпӑр? (Сент. 23, g-U 5/08 21 с., рамка.)
6. Галати 6:4-мӗшӗнче Павел панӑ канаша тытса тӑни пире мӗнле усӑ парать? (Сент. 30, w12 12/15 15 с., 18 абз.)
7. «Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» тени мӗне пӗлтерет? (Эф. 4:2, 3.) (Окт. 7, w12 7/15 26 с., 7 абз.)
8. Павел хыҫала мӗн хӑварнӑ, ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? (Флп. 3:8.) (Окт. 14, w12 3/15 29 с., 12 абз.)
9. «Ыттисем пек ҫывӑрар мар» тесе чӗнсе каланине мӗнле ӑнланмалла? (1 Фес. 5:6.) (Окт. 21, w12 3/15 4 с., 4 абз.)
10. Мӗнле майпа Иисус «хӑйне хӑй вилӗме» парса пире тӳлесе илнӗ? (1 Тим. 2:6.) (Окт. 28, w11 6/15 13 с., 11 абз.)