Октябрӗн 28-мӗшӗн эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 28-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
31-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 10 сып., 9—15 абз. (30 мин)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 1 Тимофей 1 — 2 Тимофей 4 (10 мин)
Вӗреннине аса илни (20 мин)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Уяв кунӗсенче эсир мӗн тӑвасшӑн? Доклад.
10 мин. Ырӑ хыпар мӗнле усӑ панине палӑрт. Сӳтсе явни. «Школа служения» кӗнеке, 159 с. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсене мӗн интереслентернине шута илсе «Ырӑ хыпар» брошюрӑна мӗнле сӗнмеллине демонстраци кӑтарт.
15 мин. Мӗншӗн вӑхӑтра килмелле. Сӳтсе явни. 1) Иегова пурне те хӑй вӑхӑтӗнче тунипе мӗнле тӗслӗх парать? (Авв. 2:3.) 2) Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ чухне вӑхӑтра килнипе эпир Иеговӑна тата ыттисене хисепленине кӑтартатпӑр. 3) Пухӑвӑн тӗлпулӑвне кая юлса килетпӗр пулсан, ҫакӑ ертсе пыраканпа ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? 4) Эпир интересленекене е Библи вӗренекене палӑртнӑ вӑхӑтра килетпӗр тесе сӑмах патӑмӑр пулсан, мӗншӗн хамӑр сӑмаха тытни питӗ кирлӗ? (Матф. 5:37.) 5) Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене вӑхӑтра килме тата ырӑ хыпар сарма кая юлса килес мар тесен мӗн тумалла?
11-мӗш юрӑ тата кӗлӗ