Уяв кунӗсенче эсир мӗн тӑвасшӑн?
Тӗн тата патшалӑх уявӗсем вӑхӑтӗнче ҫынсем нумайӑшӗ килте пулнӑран ырӑ хыпара ҫав кунсенче пӗлтерни час-часах лайӑх ҫимӗҫсем парать. Ҫавӑнпа та пухусене ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе ытларах хутшӑнма хавхалантараҫҫӗ. Уяв кунӗсенче сирӗн пухӑвӑн территоринчи ҫынсем нумайӑшӗ ирхине яланхинчен каярах тӑраҫҫӗ пулсан, тен, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусен вӑхӑтне улӑштарма тивӗ. Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче ҫакӑн пек кунсенче ырӑ хыпар сарассипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле улшӑнусем ҫинчен те пӗлтерме пултараҫҫӗ тата пурне те, кам пултараять, ҫавсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма хавхалантармалла. Паллах ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра кашнийӗ канма е харпӑр хӑйӗн ӗҫне тума пултарать. Анчах та эсир ҫав кун ырӑ хыпар пӗлтерме вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр-и? Ҫапла тусан, сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнни сире савӑнӑҫ парӗ тата кӑмӑлӑра ҫӗклӗ (Матф. 11:29, 30).