Июлӗн 1-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 1-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
11-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 5 сып., 24—28 абз., 61 с. рамка (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Апостолсен ӗҫӗсем 11—14 (10 мин.)
1 №: Апостолсен ӗҫӗсем 11:1—18 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Тӳлесе илни ҫинчен пӗлни пирӗн пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳмелле? (rs-U 113 с., 1—3 абз.) (5 мин.)
3 №: Санӑн чӑн-чӑн тусусем камсем? (Пс. 118:63) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Июльте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Ҫак брошюрӑсем сирӗн вырӑнти ҫынсемшӗн мӗншӗн интереслӗ пулнине 30—60 ҫеккунт хушшинче каласа пар. «Заслуживает ли религия доверия?» брошюрӑри малтанхи статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту пама тата Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине итлекенсенчен ыйт. Ҫавӑн пекех «Протесты — путь к решению проблем?» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан ҫак брошюрӑсенчи тепӗр статьяна та сӳтсе яв. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
10 мин. Пухӑва мӗн кирлине шута илни.
10 мин. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Сӳтсе явни. Лука 12:16—31 вуласа пама ыйт. Ҫав сӑвӑ йӗркисем пире сӑваплӑ ӗҫре мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тух.
35-мӗш юрӑ тата кӗлӗ