Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2013 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май ӑна тӗпчеме пулать.
1. Иоанн 3:14, 15-мӗшӗсенче ҫырса панӑ Иисусӑн сӑмахӗсем — «Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле» тенӗ сӑмахсем — мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Майӑн 6, gt-U 17.)
2. Христосӑн вӗренекенӗсем хӑҫан хӑйсен ӑшӗнче чӗрӗлӗх, урӑхла каласан тулли пурнӑҫ, илӗҫ? (Иоанн 6:53.) (Майӑн 13, w03-U 9/15 31 с., 3 абз.)
3. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсене Иисус хӑйӗн Ашшӗн паха енӗсене мӗнле майпа уҫса панине мӗнле тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать? (Иоанн 8:28.) (Майӑн 20, bp109-U 7 с., 3 абз.)
4. Лазарь вилни пирки илтсен Иисусӑн «куҫӗсем шывланни» пире мӗне вӗрентет? (Иоанн 11:35.) (Майӑн 20, w08-U 5/1 24 с., 3—5 абз.)
5. Хӑйӗн вӗренекенӗсен урисене ҫуса Иисус мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Иоанн 13:4, 5.) (Майӑн 27, w99-U 3/1 31 с., 1 абз.)
6. Туррӑн сывлӑшӗ мӗнле майпа пире ертсе пырать? (Иоанн 14:26.) (Майӑн 27, bw517 13—14 с., 9 абз.)
7. Иоанн 21:15-мӗшӗнчи «вӗсенчен» текен сӑмах мӗне пӗлтерет тата эпир ҫак тӗслӗхрен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Июнӗн 3, w08-U 4/15 32 с., 11 абз.)
8. Апостолсен ӗҫӗсем 2:44—47 тата 4:34, 35-мӗшӗсем тӑрӑх христиансен мӗнле кӑмӑл-туйӑм пулмалла? (Июнӗн 10, bt-U 26—27 с., 15—16 абз.)
9. Апостолсен ӗҫӗсем 7:59-мӗшӗнче ҫырнӑ Стефанӑн сӑмахӗсем вӑл Иисуса кӗлтунине кӑтартаҫҫӗ-и? (Июнӗн 17, w05-U 1/1 31 с., 5 абз.)
10. Эпир Варнавӑпа Савлтан мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? (Ап. ӗҫ. 9:26, 27.) (Июнӗн 24, bt-U 65 с., 19 абз.)