Июнӗн 10-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮНӖН 10-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
37-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 5 сып., 1—5 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Апостолсен ӗҫӗсем 1—4 (10 мин.)
1 №: Апостолсен ӗҫӗсем 1:15—2:4 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Тӳлесе илнине пула ҫынсем пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем илӗҫ? (rs-U 111 с., 2 абз.— 112 с., 2 абз.) (5 мин.)
3 №: Чылай ҫын шухӑшлавне мӗншӗн сиенленнӗ сывлӑшпа танлаштарма пулать? (Эф. 2:1, 2) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Ҫынна куҫран пӑхни питӗ кирлӗ. Доклад. «Школа служения» кӗнеке, 124 с., 1 абз.— 125 с., 4 абз. Кӗске демонстраци кӑтарт: хыпарҫӑ ҫынна куҫран пӑхмасӑрах ырӑ хыпар калама пуҫлать. Унтан ҫав демонстрациех, анчах хальхинче хыпарҫӑ калаҫӑва пуҫлас умӗн те, калаҫу вӑхӑтӗнче те ҫынна куҫран пӑхать.
10 мин. Эпир мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Сӳтсе явни. Пухӑвӑн секретарӗ ирттерет. Каҫхи апат уявӗ умӗн тата хыҫҫӑн мӗнле ҫитӗнӳсем тунине кала та пухӑва хастарлӑх кӑтартнӑшӑн мухтаса ил. Каҫхи апат уявне чӗнмелли хутсене сӗннӗ чухне е пулӑшакан пионер пулса ӗҫленӗ чухне хӑйсемпе пулса иртнӗ тӗслӗхсене итлекенсене каласа пама ыйт.
10 мин. «Эсӗ улшӑнусем тума хатӗр-и?» Ыйту-хурав.
14-мӗш юрӑ тата кӗлӗ