Эсӗ улшӑнусем тума хатӗр-и?
1. Ҫак тӗнче сцени улшӑнса тӑнӑран пирӗн мӗн тумалла?
1 1 Коринф 7:31-мӗшӗнче (ҪТ) тӗнчене декорацисемпе актерсем пӗрмаях улшӑнса тӑракан сценӑпа танлаштарнӑ. Ҫавӑнпа пирӗн ырӑ хыпар сармалли майсене, графика тата меслетсене вӑхӑтран вӑхӑта улӑштармалла. Эсӗ улшӑнусем тума хатӗр-и?
2. Иеговӑн организацийӗпе пӗр харӑс утас тесен мӗншӗн улшӑнусем тума хатӗр пулмалла?
2 Ырӑ хыпар сармалли меслетсем. Христиансен пухӑвӗ улшӑнусем тума яланах хатӗр пулнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрремӗш хут ырӑ хыпар сарма янӑ чухне Иисус вӗсене хутаҫ, е апат-ҫимӗҫ, илме те, укҫа-тенкӗ илме те хушман (Матф. 10:9, 10). Анчах каярахпа вӑл вӗсене урӑх канашсем панӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн вӗренекенӗсем хирӗҫ тӑнипе тӗл пулассине тата ырӑ хыпара ҫӗнӗ территорисенче сарма пуҫлассине ӑнланнӑ (Лука 22:36). Иртнӗ ӗмӗрте Иеговӑн организацийӗ ырӑ хыпар сарма тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курнӑ, тӗслӗхрен ырӑ хыпар сармалли карточкӑсемпе, радиопередачӑсемпе тата рупорлӑ машинӑсемпе, ҫав вӑхӑтра ҫав меслетсем питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Паян ҫынсене килте тытма питӗ йывӑр пулнӑран эпир ырӑ хыпара, килтен киле сарнисӗр пуҫне, халӑх пулакан вырӑнсенче тата май килнӗ чухне пӗлтеретпӗр. Ҫавӑн пекех, ҫынсем кӑнтӑрла ӗҫре пулсан, пире килтен киле каҫхине ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Иеговӑн пӗлӗтри пысӑк кустӑрми хӑйӗн ҫулне улӑштарнӑ чухне эсӗ унпа пӗр харӑс утатӑн-и? (Иез. 1:20, 21.)
3. Улшӑнусем тума хатӗр пулни пире сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑрах туса тӑма мӗнле пулӑшать?
3 Калаҫӑва пуҫламалли меслет. Эсир пурӑнакан вырӑнти ҫынсене ытларах мӗн хумхантарать? Укҫа-тенкӗ? Ҫемье? Йӗркесӗр ӗҫсем? Эпир хамӑр пурӑнакан вырӑнта мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине тата мӗнле событисем пулса иртнине пӗлетпӗр пулсан калаҫӑва пуҫлама пулӑшакан сӑмахсем тупма пултарӑпӑр (1 Кор. 9:20—23). Пӗрле калаҫакан хӑйӗн шухӑшне каланӑ чухне ӑна ячӗшӗн кӑна мухтаса илсе хӑвӑр хатӗрлесе хунӑ шухӑшсене калас вырӑнне ӑна мӗн интереслентернине сӳтсе явни лайӑхрах.
4. Мӗншӗн улшӑнусем тума хатӗр пулмалла тата вӑхӑта вӑраха ямалла мар?
4 Кӗҫех пысӑк асап пуҫланӗ те ҫак тӗнче тӗп пулӗ. «Вӑхӑт кӗскелсе килчӗ» (1 Кор. 7:29). Ҫавӑнпа та юлнӑ вӑхӑтра ытларах тӑвас тесе вӑраха ямасӑр улшӑнусем тума хатӗр пулмалла тата вӑхӑта вӑраха ямалла мар!