Декабрӗн 24-мӗшӗн эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 24-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
5-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 8 п., 1—7 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Захария 9—14 (10 мин.)
1 №: Захария 11:1—13 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Турӑ камӑн кӗллисене илтет? (rs-U 235 с., 5 абз.— 236 с., 6 абз.) (5 мин.)
3 №: Ытарӑшсем 15:1-мӗшӗнчи принциппа мӗнле лару-тӑрусенче усӑ курма пулать? (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
30 мин. Хамӑрӑн официаллӑ сайтпа эпир мӗнле усӑ курма пултаратпӑр. Сӳтсе явни, 3—6 с. 4-мӗш страницӑна сӳтсе явнӑ чухне виҫӗ минутлӑ демонстраци кӑтарт: ашшӗ ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа вӗҫлет те ҫемьерисенчен тепӗр эрнере вӗсем мӗн вӗренесшӗн пулнине ыйтать; ачисем сайтри «Подростки» темӑри хӑш статьясене пӑхса тухасшӑн пулнине калаҫҫӗ. Хӑйсем тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне jw.org сайтпа мӗнле усӑ курнине е мӗнле усӑ курма шутланине итлекенсене каласа пама ыйт. 5-мӗш страницӑна сӳтсе явнӑ чухне виҫӗ минутлӑ демонстраци кӑтарт: хыпарҫӑ мобильлӗ хатӗрпе усӑ курса сайта кӗрет те пӗрле калаҫаканӑн Библири пирӗн вӗрентӳсем пирки панӑ ыйтӑвӗ ҫине хуравлать. 6-мӗш страницӑна сӳтсе явнӑ чухне тӑватӑ минутлӑ демонстраци кӑтарт: хыпарҫӑ чӑнлӑхпа интересленекен ҫынпа калаҫать, ӑна урӑх чӗлхепе вулама ҫӑмӑлтарах. Хыпарҫӑ ӑна хӑйӗн мобильлӗ хатӗрӗпе е пӗрле калаҫаканӑн компьютерӗпе усӑ курса jw.org сайта унӑн чӗлхипе кӑтартать. Вӑл унӑн чӗлхипе тухнӑ «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактатӑн пӗр страницине уҫать те материала сӳтсе явать. Итлекенсем jw.org сайтпа сӑваплӑ ӗҫре хӑйсем мӗнле усӑ курнине каласа паччӑр.
10-мӗш юрӑ тата кӗлӗ