«...брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать»
Уйӑхра пӗрре сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче эпир брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине кӑтартакан пункта пӑхса тухӑпӑр. Унӑн тӗллевӗ — брошюрӑсен содержанине тишкересси мар, вӗсене мӗнле сӗнме пулнине сӳтсе явасси. Ҫавӑнпа та пункта тӑвакан тӑванӑн, пункт тӗлӗшпе кӑтартнисене тытса пырса, малтанхи сӑмахӗсене питӗ кӗскен каламалла та брошюрӑсем хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ пулни ҫине тимлеттермелле. Унтан мӗн сӳтсе явнине пурте ӑнланса итлеме пултарччӑр тата хӑш-пӗр шухӑшӗсене ҫырса хума пултарччӑр тесе вӑл пӗр-пӗр статья (е статьясен ярӑмӗ) тӗлӗшӗпе хыпарҫӑсем мӗн шухӑшланине ыйтать. Калаҫӑва мӗнле пуҫласа мӗнле тӑсмаллине веҫех каласа пама ыйтма кирлӗ мар, статья патне мӗнле ыйтусем пама тата мӗнле сӑвӑ йӗркисем вуласа пама пулнине калама хавхалантармалла. Вӗҫӗнче вӑл маларах хатӗрленнӗ хыпарҫӑсене икӗ брошюрине те мӗнле сӗнме пулнине кӑтартма ыйтать. Брошюрӑсемпе маларах паллашни тата хамӑрӑн шухӑшсене ыттисене каласа пани аван. Лайӑх хатӗрленнине пула эпир пӗр-пӗрне «хӑйрама» пултаратпӑр (Ытар. 27:17).