Июлӗн 9-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 9-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
35-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 24 сып., 16—21 абз. (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иезекииль 11—14 (10 мин.)
1 №: Иезекииль 11:14—25 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Иоанн 6:53—57-мӗшӗсенчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (rs-U 223 с., 1, 2 абз.) (5 мин.)
3 №: Йӑваш кӑмӑл мӗн вӑл тата лайӑххине курма вӑл пире мӗнле пулӑшать? (Соф. 2:3) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Тепӗр хут кайнине ӑнӑҫлӑ тӑвӑр. Ҫак ыйтусемпе усӑ курса сӳтсе яв: 1) Ҫын патне тепӗр хут кайнӑ чухне, кашнинчех, пирӗн мӗншӗн тӗллев пулмалла? 2) Малтанхи темиҫе тӗлпулу мӗн вӑхӑта пымалла? 3) Тепӗр хут килсен, мӗн-мӗн калама пулать? 4) Ҫын ку мана кирлӗ мар тесе каларӗ пулсан, мӗн калама пулать? 5) Трактат, брошюра е журнал илнӗ ҫынна Библие вӗренмелли пособие хӑҫан тата мӗнле сӗнме пулать? 6) Ҫынна килте тытма йывӑр пулсан, унӑн интересне мӗнле аталантармалла? 7) Ҫынпа тепӗр хут тӗл пулса калаҫнӑ май, опычӗ сахалрах пулнӑ хыпарҫӑсене мӗнле вӗрентме пулать?
20 мин. «Библие вӗренекенсемшӗн тӑрӑшатпӑр» Ыйту-хурав. 3-мӗш абзаца сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн икӗ кӗске демонстраци кӑтарт: Библи вӗреннӗ чух хыпарҫӑ «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекери 6-мӗш сыпӑкри 13-мӗш абзац патне ыйту парать те вӗренекен ҫиелтен хуравланипех ҫырлахать тата темӑран пӑрса яракан, вырӑнсӑр хушма ыйту парать, унтан тепӗр абзац ҫине куҫать. Иккӗмӗш демонстрацире (ҫав лару-тӑрӑвах) хыпарҫӑ вӗренекен ҫиелтен хуравланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй чӑннипе мӗнле шухӑшланине пӗлес тесе тепӗр ыйту парать. Унтан, вӗренекене ҫав материалпа хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле усӑ курма пулни пирки шухӑшлама хавхалантарса, Библири сӑвӑ йӗрки тӑрӑх ыйту парать.
9-мӗш юрӑ тата кӗлӗ