Библие вӗренекенсемшӗн тӑрӑшатпӑр
1. а) Пухура кашнин ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ? ӑ) Библири чӑнлӑха мӗнле тӗллевпе параҫҫӗ?
1 Кам чӑнлӑхпа интересленет тата Библи вӗренет, ҫавсене вӗрентесси — пӗтӗм пухӑвӑн ӗҫӗ. Сӑмахран, Аполлоса Христос ҫинчен пӗрремӗш калакансем Акилӑпа Прискилла пулман пулин те, вӗсем ӑна пӗлӳри ҫитменлӗхе пӗтерме тата ыттисене вӗрентес пултарулӑха ӳстерме пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 18:26). Эпир те хамӑрӑн пухури Библи вӗренекен ҫынсем тӗрӗс пӗлӳ илччӗр, Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарччӑр, хӑйсен пурнӑҫӗнче кирлӗ улшӑнусем туччӑр тата хӑйсем вӗрентекенсем пулса тӑччӑр тетпӗр.
2. а) Библи вӗренӗвне опытлӑ вӗрентекенсене чӗнме мӗншӗн вӑтанмалла мар? ӑ) Сӑпайлӑ пулни мӗнле майпа опытлӑ вӗрентекенсенчен вӗренме пулӑшать?
2 Павел Тимофее вӗрентес пултарулӑха пӗрмаях лайӑхлатма сӗннӗ (1 Тим. 4:16). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен тӗслӗхне тӗпе хурса, опытлӑрах хыпарҫӑсен тӗслӗхӗнчен вӗренес тата вӗсенчен канаш ыйтас тесе вӗсемпе куллен пӗрле ӗҫлени лайӑх. Ыттисене ӑнӑҫлӑ вӗрентнипе паллӑ пулнӑ старейшинӑсем, пионерсем, ытти опытлӑ хыпарҫӑсем, ҫавӑн пекех ҫул ҫӳрекен надзирательсемпе вӗсен арӑмӗсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӗҫлекенсене хӑв ирттерекен Библи вӗренӗвне чӗнме ан вӑтан. Сӑмахран, сирӗн пухӑва ҫул ҫӳрекен надзирательпе унӑн арӑмӗ килнӗ чухне, вӗренӗве вӗсемпе пӗрле ирттерес тесе, хӑвӑн ӗҫӳсене йӗркелеме пултаратӑн-и эсӗ? Ҫакӑ вӗренекеншӗн те, саншӑн хӑвӑншӑн та чӑн-чӑн пиллӗх пулса тӑма пултарать (Кол. 4:11). Сӑпайлӑ пулни пире ҫӗннисене вӗрентнинче пӗтӗм пуху хутшӑннине ӑнланма пулӑшӗ.
3. Опытлӑ хыпарҫӑсемпе пӗрле ӗҫленӗ май, мӗн ҫине тимлемелле?
3 Маларах лайӑх хатӗрленсен опытлӑ ӗҫлекенсем вӗренӗве хӑйсем ирттерме пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫавна мӗнле тунине тимлӗ сӑна. Ҫырупа усӑ курса мӗнле сӳтсе явмалла? (Ап. ӗҫ. 17:2.) Кирлӗ мар вак-тӗвексем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр, Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнланмалла тата ансат мӗнле каласа памалла? Вӗрентекене мӗнле урӑх ыйтусем шухӑшлама, хӑйӗн туйӑмӗсемпе туртӑмӗсене тӗрӗслеме, ҫавӑн пекех пурнӑҫра Библи принципӗсемпе усӑ курма хавхалантарӗҫ? Вӗренӗве эсӗ хӑв ирттеретӗн пулсан, ун хыҫҫӑн пӗрле ӗҫлекенрен хӑвӑн хӑш тӗлӗшрен улшӑнмаллине ыйт (w02-U 7/15 27 с.).
4. Лайӑх вӗрентекен пулас тесен мӗн тумалла?
4 2004—2005-мӗш ҫулсенчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫре» пичетленӗ, 12 статьяран тӑракан «Помогаем изучающим Библию расти духовно» тема ярӑмӗнче нумай усӑллӑ канаш илсе панӑ. Вӗсене тӗпчесе тата вӗсемпе усӑ курса эпир нумай ҫимӗҫ кӳрсе Иеговӑна мухтава кӑларӑпӑр (Иоанн 15:8).