Шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме ан хӑра
1. Шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме мӗн кирлӗ тата мӗншӗн?
1 Хӑвӑнтан тӑрӑхласа куласран шикленсе шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме эсӗ хӑраса тӑни хӑҫан та пулин пулкаланӑ-и? Паллах, калаҫу пуҫлама хӑюлӑх кирлӗ, уйрӑмах эсӗ вӑтанатӑн пулсан. Хӑранине ҫӗнтерме сана мӗн пулӑшӗ?
2. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле пулӑшать?
2 Ӑслӑ-тӑнлӑ пул. Шкула ырӑ хыпар сармалли хӑвӑн «участоку» тесе шутлама пулать пулин те, килтен киле ҫӳренӗ чухнехи пек кашнинпех Библи тӑрӑх калаҫма кирлех маррине ан ман. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни сана хӑҫан каламаллине ӑнланма пулӑшӗ (Еккл. 3:1, 7). Класра вырӑнлӑ тема сӳтсе явнӑ чухне, сана мӗнле те пулин задани панӑ чухне е пӗрле вӗренекен санран эсӗ мӗншӗн шкулти пӗр-пӗр мероприятие пуринпе пӗрле хутшӑнмастӑн тесе ыйтнӑ чухне хӑв мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама санӑн май пулма пултарӗ. Хӑш-пӗр христиансем вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрентекенӗсене хӑйсем Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен пӗлтернӗ тата вӗсене Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненнине ӑнлантаракан литература панӑ. Тепӗрисем пӗрле вӗренекенсене интереслентерес тесе ятарласах хамӑр публикацисене парта ҫинче хӑварнӑ.
3. Шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле хатӗрленмелле?
3 Маларах хатӗрлен. Эсӗ хатӗрленнӗ пулсан хӑвна хӑюллӑрах тытатӑн (1 Петр 3:15). Ыттисен мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултарасси тата вӗсем ҫине мӗнле хуравласси ҫинчен маларах шухӑшласа хур (Ытар. 15:28). Май пулсан шкула хӑвӑнпа пӗрле Библи тата литература, сӑмахран, «Рассуждение» кӗнеке тата ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ е пултарни ҫинчен калакан публикацисем илсе кай, вара кирлӗ чухне вӗсемпе усӑ курма пултаратӑн. Аҫу-аннӳне ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне шкулта ырӑ хыпар мӗнле пӗлтерме пулнине инсценировкӑлама ыйт.
4. Шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме мӗншӗн санӑн хӑрамалла мар?
4 Тӗрӗс пӑх. Эсӗ чӑнлӑх ҫинчен калама пуҫласан пӗрле вӗренекенсем чӑнах та санран кулма пуҫлаҫҫӗ тесе ан шутла. Хӑш-пӗрисем, тен, эсӗ хӑюллӑ пулнӑшӑн сана хисеплӗҫ тата санӑн сӑмахусене те тимлӗҫ. Анчах никам та интересленмест пулсан та ан пӑшӑрхан — эсӗ тӑрӑшни Иеговӑна савӑнтарать (Евр. 13:15, 16). Унран малалла та «хӑюллӑн калама» пулӑшу ыйт (Ап. ӗҫ. 4:29; 2 Тим. 1:7, 8). Шухӑшласа пӑх-ха: кам та пулин сана итлерӗ пулсан эсӗ мӗн тери савӑнӑттӑн. Тен, эсӗ кам та пулин Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшма та пултарӑн!