«Отчетра мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫырмалла?»
Ҫакӑн пек ыйту эсӗ хӑвна панӑ-и? Пӗтӗмӗшле информаци «Организованы» кӗнекери 86, 87-мӗш страницӑсенче тупма пулать. Хушӑран, калӑпӑр, 2008 ҫулхи сентябрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнчи «Ыйтусен рамкинче» панӑ пек, хушма информаци параҫҫӗ. Лару-тӑру тӗрлӗрен пулнӑран, правилӑсен вӑрӑм списокӗ пирӗн ҫук. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен те, ыттисен те хушма правилӑсем ҫирӗплетмелле мар.
Вӑхӑта шутлассипе ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр ыйту ҫине ҫырса хуравлани ҫук пулсан, кашни хыпарҫӑ хӑйне тӗрӗслеме пултарать: «Ҫак вӑхӑтра эпӗ ырӑ хыпар сарнӑ-и? Е, чӑннипе калас-тӑк, сӑваплӑ ӗҫе тӑвассипе ҫыхӑнман ытти ӗҫсене тунӑ?» Ырӑ хыпара мӗн чухлӗ вӑхӑт сарнине уйӑхсерен кӑтартмалли отчета ҫырса тултарнӑ чухне пирӗн совесть таса, чӗрере вара савӑнӑҫ пулмалла (Ап. ӗҫ. 23:1). Эпир чи малтанах вӑхӑта мӗнле шутласси ҫинчен мар, сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне вӑхӑтпа лайӑхрах усӑ курасси ҫинчен шухӑшлатпӑр (Евр. 6:11).