Июнӗн 27-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮНӖН 27-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
42-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 7 сып., 1—8 абз., 53 с. рамка (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 51—58 Псаломсем (10 мин.)
Вӗреннине аса илни (20 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Пӗлтерӳсем. «Отчетра мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫырмалла?» Доклад. Старейшина тӑвать. Доклад вӗҫӗнче 4-мӗш страницӑра калаҫӑва мӗнле пуҫлама сӗннипе усӑ курса июльте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫламаллине кӑтарт. Пурне те вӗренӳ сӗнме хавхалантар.
10 мин. Июльте брошюрӑсем сӗнме хатӗрленӗр. Сӳтсе явни. Пӗр-икӗ минут хушшинче брошюрӑсен содержанине пӑхса тух. Ун хыҫҫӑн икӗ е виҫӗ статья суйласа ил те калаҫӑва пуҫламашкӑн мӗнле ыйтупа тата Библири хӑш сӑвӑ йӗркипе усӑ курма шутлани ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
15 мин. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне сӑпайлӑ пул. Сӳтсе явни. «Школа служения» кӗнеке, 197—199 с. Ҫын хирӗҫленӗ чухне хыпарҫӑ сӑпайсӑр хуравлани ҫинчен тата ҫавӑн пек лару-тӑрурах, ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлне кура, сӑпайлӑ мӗнле хуравлама пулни ҫинчен демонстрацисем кӑтарт.
47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ