Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене 2011 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере Теократи ӗҫӗн шкулӗнче пӑхса тухӗҫ. Майӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 4-мӗшӗччен вӗреннӗ материала 20 минут хушшинче тепӗр хут аса илессине Шкул надзирателӗ ирттерет.
1. Иова хӑйне хирӗҫ ҫылӑх тунӑ ҫынсемшӗн Иегова кӗлӗ тума ыйтнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Иов 42:8.) (w98-U 8/15 30 с., 5 абз.)
2. Христиансем паян мӗнле «тӳрӗлӗх парнийӗ» кӳреҫҫӗ? (Пс. 4:6.) (w06-U 5/15 18 с., 9 абз.)
3. «Ӑшӗ-чикки», е пӳрисем, Давида вӗрентнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Пс. 15:7.) (w04-U 12/1 14 с., 9 абз.)
4. Хӑш тӗлӗшрен «тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать»? (Пс. 18:2.) (w04-U 10/1 10 с., 8 абз.)
5. Псалом 26:14-мӗшӗнче Давид патша ҫирӗп пулассипе шанчӑк хушшинчи мӗнле ҫыхӑну ҫине тимлеттерет? (w06-U 10/1 26, 27 с., 3, 6 абз.)
6. Псалом 36:21-мӗшӗнчи сӑмахсем эпир пӗрле ӗненекенсемпе хамӑра мӗнле тытасси ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? (w89-U 1/15 17 с., 8 абз.)
7. Тыткӑна лекнӗ левит тӗслӗхӗнчен пархатарлӑ пулас тӗлӗшрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Пс. 41:2—4.) (w06-U 6/1 9 с., 3 абз.)
8. Тӳрӗлӗхе юратассине аталантарма тата усаллӑха курайми пулма пире мӗн пулӑшӗ? (Пс. 44:8.) (cf-U 58, 59 с., 8—10 абз.)
9. Давид Турра кӗлӗре хӑйне «тӗреклӗлентерме» ыйтни мӗне пӗлтерет? (Пс. 50:14.) (w06-U 6/1 9 с., 10 абз.)
10. Тӳрӗ ҫын хӑш тӗлӗшрен Турӑ ҫуртӗнчи ҫу йывӑҫӗ пекех? (Пс. 51:10.) (w00-U 5/15 29 с., 6 абз.)