Августӑн 2-мӗшӗн эрнелӗх программи
АВГУСТӐН 2-МӖШӖН ЭРНИ
17-мӗш юрӑ (43)
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Псалом 141—150
1 №: Псалом 141:1—142:12
2 №: Пӗлӗтпе ҫӗр иртсе кайӗ, е ҫухалӗ, тени мӗне пӗлтерет? (Апок. 21:1)
3 №: Пӑхӑнас килменнине кӑтартакан мӗнле кӑмӑл-туйӑмсене сирсе яни питӗ кирлӗ? (rs-U 254 с., 3 абз. — 255 с., 5 абз.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
15-мӗш юрӑ (79)
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пулӑшакан майсем. Тӑваттӑмӗш пайӗ. «Организованы» кӗнеке тӑрӑх тунӑ доклад, 115 с., 4 абз. — 116 с., 3 абз. Патшалӑх Залӗсене тунӑ ҫӗрте хутшӑннӑ пӗр-икӗ хыпарҫӑран интервью ил. Ҫак ӗҫе хутшӑнни вӗсене хӑш енчен килӗшни ҫинчен ыйт.
10 мин. Пухӑва мӗн кирлине шута илни.
10 мин. Библи вӗренӗвӗсем мӗнле пуҫлани ҫинчен тӗслӗхсем. Итлекенсемпе сӳтсе явни. Ятарласа палӑртса хунӑ кун Библи вӗренме сӗннӗ чухне хӑвӑрӑн территоринче мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа пар. Хӑйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсене итлекенсене каласа пама ыйт. Пӗр-икӗ тӗслӗхне демонстраци кӑтартма юрать. Пӗрремӗш хут килсен Библипе кӑна усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫламаллине юлашкинчен кӑтарт.
24-мӗш юрӑ (222)