Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Июль тата август: 32-страницӑллӑ брошюрӑсем, пухура пуррисем. Сентябрь: пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Октябрь: «Сторожевая башня» тата «Пробудитесь!» журналсем. Чӑнлӑхпа интересленнӗ ҫынсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Ноябрь: Библи вӗренмелли пособипе усӑ курса Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пекех «Библия и ее главная тема» брошюрӑна сӗнме юрать. Декабрь: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!» брошюра. Тата ҫак трактатсем: «Кам вӑл Иегова?», «Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?», «Ҫак тӗнче пӗтет-ши?», «Кам вӑл Иисус Христос?» тата «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ». Пире итлекенсен ачасем пур пулсан, вӗсене «Библи калавӗсен кӗнекине» сӗнме пулать.