Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp19 3№ 10—11 с.
  • Вилӗме мӗнле ҫӗнтерӗҫ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вилӗме мӗнле ҫӗнтерӗҫ?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТӲЛЕСЕ ИЛНИ — ВИЛӖМЕ ҪӖНТЕРНИ
  • ХӐҪАН ВИЛӖМЕ ҪӖНТЕРӖҪ?
  • Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи хаклӑ парне
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Этемлӗхе ҫӑлас тесе Турӑ мӗн тунӑ
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Кам вӑл Иисус Христос?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
wp19 3№ 10—11 с.
Иисус; Иисус икӗ вӑрӑ-хурах хушшинче асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑрать

Вилӗме мӗнле ҫӗнтерӗҫ?

ПИРӖН ӑру ашшӗпе амӑшӗ, Адампа Ева, Турра итлеменнипе ҫылӑха кӗнӗ, вара вӗсем ҫынсене пурне те ҫылӑхпа вилӗм парса хӑварнӑ. Анчах та Турӑ этемлӗх пирки мӗн шутласа хунине улӑштарман. Вӑл хӑйӗн тӗллевӗ улшӑнманни пирки хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ пӗрре анчах мар пӗлтернӗ.

  • «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

  • «Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ» (Исаия 25:8).

  • «Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ» (1 Коринф 15:26).

  • «Вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхине 21:4).

Турӑ вилӗме мӗнле ҫӗнтерӗ тата ҫак тӑшмана мӗнле майпа яланлӑхах пӗтерӗ? Библире каланӑ тӑрӑх, тӳрӗ ҫынсем ҫеҫ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Анчах та Библире «ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук» тесе те каланӑ (Екклесиаст 7:20). Ҫакӑ вара вилӗме ҫӗнтерес тесен Туррӑн хӑй палӑртса хунӑ йӗркесене пӑсма тивет тенине пӗлтерет-и? Ҫук паллах! Турӑ нихӑҫан та ҫавӑн пек тумӗ, мӗншӗн тесен вӑл «Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та» улӑштармасть (Тит 1:1—3). Апла пулсан, Турӑ этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллевне мӗнле пурнӑҫлӗ?

ТУРӐ «ВИЛӖМЕ ӖМӖРЛӖХЕ ҪӖНТЕРӖ» (ИСАИЯ 25:8)

ТӲЛЕСЕ ИЛНИ — ВИЛӖМЕ ҪӖНТЕРНИ

Иегова Турӑ ҫынсене юратать, ҫавӑнпа вӗсене вилӗмрен хӑтарас тесе тӳлесе илме парне панӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, тӳлесе илни вӑл — сиене саплаштарас тесе тата закон мӗн ыйтнине пурне те тивӗҫтерес тесе панӑ тӳлев. Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ тата вилӗм аллинче пулнӑран Библире тӳррӗн ҫапла каланӑ: «Этем хӑйӗн тӑванне ниепле те тӳлесе илеймӗ, уншӑн Турра тӳлесе татаймӗ» (Псалом 48:8—10).

Ҫынсен пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та ҫын вилсен, вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ҫеҫ тӳлет. Вӑл хӑйне те хӑйӗн ҫитменлӗхӗсенчен хӑтарма пултараймасть, ыттисен ҫылӑхӗсемшӗн те тӳлесе татса вӗсене вилӗмрен хӑтарма пултараймасть (Рим 6:7). Хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн мар, пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама пултаракан пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр ҫылӑхсӑр ҫын кирлӗ пулнӑ (Еврейсем 10:1—4).

Турӑ шӑп ҫавӑн пек йӗрке палӑртса хунӑ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр ҫылӑхсӑр ҫын пулса ҫуралтӑр тесе ҫӗр ҫине янӑ (1 Петр 2:22). Иисус хӑйӗн пирки «нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ» тенӗ (Марк 10:45, ҪХ). Вӑл пире вилӗмрен хӑтарас тата пурӑнма парас тесе пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Иоанн 3:16).

ХӐҪАН ВИЛӖМЕ ҪӖНТЕРӖҪ?

Библире «йывӑр самана ҫитӗ» тесе пророкла калани хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланса пырать. Халӗ пулса иртекен ӗҫсем эпир ҫак усал тӗнчен «юлашки кунӗсенче» пурӑннине кӑтартса параҫҫӗ (2 Тимофей 3:1). Ҫав тапхӑр «сут кунӗнче, ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтес кунра» вӗҫленӗ (2 Петр 3:3, 7). Анчах та Турра юратакан ҫынсем ҫав куна пурӑнса ирттерӗҫ те «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ» (Матфей 25:46).

Тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем

Иисус Христос «нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ» (Марк 10:45, ҪХ)

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ миллион-миллион ҫын валли те ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас май уҫӑлӗ. Иисус Христос Наин хулине килсен ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Вӑл унта тӑлӑх арӑма курнӑ, унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ вилнӗ пулнӑ. Иисус ӑна хӗрхеннӗ те унӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Лука 7:11—15). Павел апостол ҫырнӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп». Ҫак ҫирӗп шанчӑк — Турӑ ҫынсене юратнине питӗ витӗмлӗ ҫирӗплетсе парать (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).

Миллиард-миллиард ҫын ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессе шанма пултарать. Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29). Ҫавӑн чухне вӗсем питӗ телейлӗ пулӗҫ те Павел апостол 2 000 ҫула яхӑн каялла: «Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? [...] ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» — тесе каланине хӑйсем ҫинче туйса илӗҫ (1 Коринф 15:55). Этемлӗхӗн хӑрушӑ тӑшманне, вилӗме, ҫӗнтерӗҫ!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр