7-мӗш сыпӑк
Этемлӗхе ҫӑлас тесе Турӑ мӗн тунӑ
1, 2. а) Рим ҫар пуҫӗ кам Турӑ Ывӑлӗ пулнине мӗнле майпа ӑнланса илнӗ? б) Мӗншӗн Иегова Иисуса вилме ирӗк панӑ?
ПӖРРЕХИНЧЕ, ҫуркунне кӑнтӑрла иртсен, пӗр 2 000 ҫул каялла, Рим ҫар пуҫӗ асапланса вӑраххӑн вилекен виҫӗ арҫын ҫине пӑхса тӑнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫине вӑл тимлӗн пӑхнӑ — Иисус Христос ҫине. Иисуса йывӑҫ юпа ҫумне пӑталаса хунӑ. Унӑн вилӗмӗ ҫывхарнӑҫемӗн, кӑнтӑр кунӗнчи пӗлӗт тӗксӗмленсех пынӑ. Вӑл вилсен, ҫӗр питӗ вӑйлӑ чӗтренсе илнӗ те, ҫар пуҫӗ кӑшкӑрса янӑ: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн» (Марк 15:39).
2 Турӑ Ывӑлӗ! Ҫар пуҫӗ тӗрӗс шутланӑ. Халь кӑна вӑл ҫӗр ҫинчи чи паллӑ ӗҫӗн свидетелӗ пулса тӑнӑ. Пӗррехинче Турӑ хӑй Иисуса хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ тесе каланӑ (Матфей 3:17; 17:5). Мӗншӗн-ха Иегова хӑйӗн Ывӑлне вилме ирӗк панӑ? Мӗншӗн тесен ҫапла Турӑ этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарасшӑн пулнӑ.
ЭТЕМЛӖХЕ ҪӐЛМА СУЙЛАНӐ
3. Этемлӗхе ҫӑлма Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне суйлани мӗншӗн вырӑнлӑ?
3 Эпир ҫак кӗнекерен пӗлнӗ тӑрӑх Иисус хӑй ҫӗр ҫинче ҫураличченех пурӑннӑ. Ӑна Туррӑн «пӗртен-пӗр Ывӑлӗ» тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна Иегова хӑй пултарнӑ. Унтан ытти япаласене пултарнӑ чух Турӑ Иисуспа усӑ курнӑ (Иоанн 3:16; Колоссы 1:16). Иисус уйрӑмах этемлӗхе юратнӑ (Ытарлӑн каланисем 8:30, 31). Этемлӗхе вилме айӑпласан, ӑна ҫӑлма Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне суйланинчен тӗлӗнмелле мар!
4, 5. Иисус ҫӗр ҫине киличченех Библи Мессия пулса тӑракан Вӑрлӑх пирки мӗн пӗлтернӗ?
4 Турӑ Едем садӗнче Адампа Ева тата сатана пирки приговор йышӑнсан, пулас Хӑтаракана вӑл «вӑрлӑх» тесе ят панӑ. Каярах ҫав Вӑрлӑхӑн, е йӑхӑн, сатана, «авалхи ҫӗлен», кӳнӗ сиене пӗтермелле пулнӑ. Унтан та ытла, сӑмах панӑ Вӑрлӑх сатанана тата ун хыҫҫӑн каякансене пӗтерет (Пултарни 3:15; 1 Иоанн 3:8; Апокалипсис 12:9).
5 Нумай ӗмӗр хушши Турӑ ҫав Мессия ятлӑ Вӑрлӑх пирки ытларах та ытларах пӗлтерӳсем уҫса панӑ. 37-мӗш страницӑри таблицӑра кӑтартнӑ тӑрӑх нумай пророкла каланисем унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, Туррӑн шухӑшӗнче хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе, унӑн хӑйӗнпе питӗ япӑх тытнине тӳссе иртерме тивнӗ (Исаия 53:3—5).
МӖНШӖН МЕССИЙӐН ВИЛМЕЛЛЕ ПУЛНӐ
6. Даниил 9:24—26-мӗшпе килӗшӳллӗн Мессийӑн мӗн тумалла пулнӑ тата мӗнле?
6 Даниил 9:24—26 (СК) ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсенче Мессия питӗ пысӑк ӗҫ тӑвассине каланӑ. Вӑл ҫӗр ҫине «усал ӗҫсене витсе хума, ҫылӑхсем ҫине пичет хума, киревсӗр ӗҫсене якатма тата ӗмӗрлӗх чӑнлӑха илсе килме» килет. Мессийӑн тӳрӗ ҫынсем ҫинчи вилӗм приговорне пӑрахӑҫламалла пулнӑ. Анчах та ҫакна вӑл мӗнле тума пултарнӑ? Пророк сӑмахӗсенче ӑна «вӗлереҫҫӗ» тесе ӑнлантарнӑ.
7. Мӗнле тӗллевпе израильтянсем чӗрчунсене парнене панӑ, тата ҫав парнесем мӗнӗн сӑнарӗ пулнӑ?
7 Авалхи израильтянсем ҫылӑхсене каҫартарас тесе мӗн те пулин памалли ҫинчен лайӑх пӗлнӗ. Турӑ Моисей урлӑ панӑ Законпа килӗшӳллӗн, хӑйсем пуҫҫапнӑ чух вӗсем яланах чӗрчунсене парне кӳнӗ. Ҫакӑ израильтянсене ҫылӑхсене каҫарттарни, е витни, ҫынсене кирлӗ пулнине асра тыттарнӑ. Павел апостол ҫак принципа ҫапла пӗтӗмлетнӗ: «Юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть» (Еврейсем 9:22). Христиансем Моисей законӗнче тӑмаҫҫӗ, вӗсен унта мӗн ыйтнине тивӗҫтерме кирлӗ мар, тӗслӗхрен, парне кӳмелле мар (Рим 10:4; Колоссы 2:16, 17). Ҫавӑн пекех вӗсем чӗрчунсен парни ҫылӑхран тӗппипех тасатайманнине пӗлеҫҫӗ. Чӑннипе вара, парне кӳни ҫав тери паха парнен — Мессийӑн, е Христосӑн,— пулас сӑнарӗ пулнӑ (Еврейсем 10:4, 10; Галатия 3:24 танлаштар). Эсӗ анчах та ыйтма пултаратӑн: Мессийӑн чӑнахах вилмелле пулнӑ-и?
8, 9. Адампа Ева мӗн ҫухатнӑ, тата ҫакӑ вӗсен ӑрӑвӗ ҫинче мӗнле палӑрнӑ?
8 Ҫапла, этемлӗхе ҫӑлас тесен, Мессийӑн вилмелле пулнӑ. Едем садӗнче пулса иртнӗ ӗҫсене аса илсен, тата Адампа Ева Турра хирӗҫ тӑрса мӗн ҫухатнине ӑнланса илме тӑрӑшсан, эпир те ҫавна ӑнланса илӗпӗр. Вӗсем умӗнче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пуласлӑхӗ пулнӑ! Турӑ ачисем пулнипе, вӗсем унпа хӑйӗнпе калаҫма пултарнӑ. Анчах Туррӑн тытӑм йӗркине хирӗҫлесе, Адампа Ева ҫавна пурне те ҫухатнӑ, тата ҫылӑхпа вилӗме пӗтӗм этемлӗх ҫине панӑ (Рим 5:12).
9 Ку пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ калама ҫук пысӑк пурлӑха салатса кивҫене кӗрсе ӳкнӗ пекех пулнӑ. Адампа Ева хӑйсен кивҫенне малалли ӑрусене парса хӑварнӑ. Пирӗнтен нихӑшӗ те ҫитменлӗхсӗр тата ҫылӑхсӑр ҫуралман пирки, эпир пурте ҫылӑха кӗретпӗр тата вилетпӗр. Чирленӗ чух, е кайран ӳкӗнмелле мӗн те пулин каланӑ чух эпир ҫав кивҫенӗн пусӑмне — этемлӗх ҫитменлӗхне — йӑтса пыратпӑр (Рим 7:21—25). Пӗртен-пӗр май — Адам ҫухатнине тавӑрни. Анчах та ҫитменлӗхсӗр этем пурнӑҫне эпир ҫитме пултараймастпӑр. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем ҫылӑха кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир пурте вилӗме тивӗҫлӗ (Рим 6:23).
10. Адам ҫухатнине тӳлесе илме мӗн кирлӗ пулнӑ?
10 Ҫапах та, Адам ҫухатнӑ пурнӑҫ вырӑнне мӗн те пулин сӗнме пулать-ши? Турӑ тӳрӗлӗхӗ пӗр тан хак тӳлессине ыйтать —«чуншӑн чун» (Тухни 21:23). Ҫапла вара, ҫухатнӑ пурнӑҫшӑн пурнӑҫпа тӳлемелле пулнӑ. Анчах та кирек хӑш ҫын пурнӑҫӗ ҫак ыйтӑва тивӗҫтермест. Псаломра 48:8, 9 ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пирки каланӑ: «Ҫын хӑйӗн тӑванне нимӗнпе те тӳлесе илеймӗ, Турра уншӑн тӳлесе татаймӗ: чуншӑн тӳлес хак пит пысӑк, ҫавӑнпа та кам та пулин ӗмӗрех пурӑнаканни, вилӗм курманни нихӑҫан та пулас ҫук». Ҫакӑ лару-тӑру шанчӑксӑр пулнине пӗлтерет-ши? Паллах, ҫук.
11. а) Еврей чӗлхинче «тӳлесе илни» сӑмах мӗне пӗлтерет? б) Кам кӑна этемлӗхе тӳлесе илме пултарнӑ тата мӗншӗн?
11 Еврей чӗлхинчи «тӳлесе илни» тыткӑна лекнӗ ҫыншӑн тӳлемелли хака пӗлтерет, тата вӑл пӗртанлӑха кӑтартать. Адам ҫухатнине каялла тӳлесе илме ҫитменлӗхсӗр арҫын кӑна пултарнӑ. Адам хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче ҫитменлӗхсӗр пӗр арҫын кӑна ҫуралнӑ — Иисус Христос. Ҫавӑнпа та Библи Иисуса «иккӗмӗш Адам» тет, тата Христос «Пурне те хӑтарас тесе Вӑл Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ» тесе шантарать (1 Коринф 15:45; 1 Тимофей 2:5, 6). Адам хӑйӗн ӑрӑвне вилӗм панӑ пулсан, Иисус вара вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать. 1 Коринф 15:22-мӗшӗнче ӑнлантарнӑ: «Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ҫавӑнпа Иисуса «Ӗмӗрлӗх Ашшӗ» тесе ят пани вырӑнлӑ пулнӑ (Исаия 9:6, 7, ХК).
МӖНЛЕ ТӲЛЕСЕ ИЛНӖ
12. Хӑҫан Иисус Мессия пулса тӑнӑ, тата ҫакӑ унӑн пурнӑҫне мӗнле улӑштарнӑ?
12 Пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулхи кӗркунне Иисус хӑйне Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама парас тесе, Иоанн ятлӑ тӑванӗ патне шыва кӗме килнӗ. Ҫавӑн чух Иегова Иисуса святой сывлӑшпа сӗрнӗ. Иисус Мессия, е Христос, пулса тӑнӑ (Матфей 3:16, 17). Унтан Иисус Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав ӗҫ виҫӗ ҫул ҫурра тӑсӑлнӑ. Вӑл тӑван ҫӗрӗнче Турӑ Патшалӑхӗ пирки каласа тата шанчӑклӑ вӗренекенсене пухса ҫӳренӗ. Анчах та, малтанах каланӑ пекех, вӑл часах вӑйлӑ хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ (Псалом 117:22; Апостолсен ӗҫӗсем 4:8—11).
13. Мӗнле ӗҫсем Иисусӑн — айӑпсӑрлӑха упраканӑн — вилӗмӗ патне илсе ҫитернӗ?
13 Иисус тӗн пуҫлӑхӗсен икӗпитлӗхне хӑюллӑн питленӗ, вӗсем вара ӑна ҫавӑншӑн вӗлерме хӑтланнӑ. Вӗсем вӑрттӑн усал план туса хунӑ, унта пурте пулнӑ: сутни, законсӑр арестлени, сут тата пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртни пирки суйса айӑплани. Иисуса хӗненӗ, ун ҫине сурнӑ, унран мӑшкӑлласа кулнӑ тата кӗлеткине татса ҫуракан пушӑпа ҫаптарнӑ. Унтан Рим пуҫлӑхӗ Понтий Пилат ӑна асап юпи ҫинче вӗлерме йышӑннӑ. Ӑна юпа ҫумне пӑталаса пурне те курмалла ҫӗклесе тӑратнӑ. Кашни сывламассерен, вӑл асап тӳснӗ — вӑл виличчен темиҫе сехет иртнӗ. Ҫавӑн пек питӗ йывӑр килнине пӑхмасӑрах, вӑл Турӑ умӗнче айӑпсӑр юлнӑ.
14. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн Ывӑлне асапланма тата вилме ирӗк панӑ?
14 Акӑ ӗнтӗ, 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче Иисус хӑйӗн пурнӑҫне «нумайӑшне ҫӑласшӑн» панӑ (Марк 10:45; 1 Тимофей 2:5, 6). Иегова пӗлӗтрен хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн асапӗсемпе вилӗмне курнӑ. Мӗншӗн-ха Турӑ ҫакна пулма ирӗк панӑ? Мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене юратнӑ. Иисус каланӑ: «Турӑ тӗнчене пит юратнӑ: Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне те панӑ: Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫлӑ пулччӑр, тенӗ» (Иоанн 3:16). Ҫавӑн пекех Иисус вилӗмӗ пире Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр тӳрӗлӗх Турри пулнине вӗрентет (Саккуна астутарни 32:4). Хӑшпӗрисем тӗлӗнеҫҫӗ: мӗншӗн-ха Турӑ хӑйӗн чуншӑн чун, урӑхла каласан, Адамӑн ҫылӑхӗшӗн тавӑрассине ыйтакан тӳрӗлӗх принципӗнчен, пӑрӑнман? Ҫакӑн сӑлтавӗ Иегова хӑйне яланах хӑйӗн законӗсемпе килӗшӳллӗн тытнинче, тата хӑйӗншӗн темӗнле хакла ларсан та, вӗсене пурнӑҫланинче.
15. Иисус ӗмӗрлӗхех вилни тӗрӗс мар пулнӑ пирки мӗн тунӑ Иегова?
15 Ҫавӑн пекех Иегова тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх Иисусшӑн пӗтӗмпех лайӑх пӗтмелле пулнӑ. Шанчӑклӑ Иисус ӗмӗрӗпех вилӗм ыйхипе ҫывӑрни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-ши вара? Паллах, ҫук! Еврей Ҫырӑвӗсенче Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенне вилӗ шӑтӑкӗнче хӑварманни пирки каласа хӑварнӑ (Псалом 15:10; Апостолсен ӗҫӗсем 13:35). Иисус вилӗм ыйхипе виҫӗ куна яхӑн ҫывӑрнӑ, унтан вара Иегова Турӑ ӑна хӑватлӑ ангел туса вилӗмрен чӗртнӗ (1 Петр 3:18).
16. Пӗлӗт ҫине таврӑнсан, мӗн тунӑ Иисус?
16 Вилсен, Иисус ӗмӗрлӗхех этем пурнӑҫӗнчен туннӑ. Ӑна пӗлӗтре вилӗмрен чӗртнӗ те, вӑл пурнӑҫ паракан сывлӑш пулса тӑнӑ. Унтан та ытла, Иисус хӑйӗн юратнӑ Ашшӗ патне Ҫут тӗнчен тасаран таса вырӑнне хӑпарсан, вӑл Ӑна хӑйӗн ҫитменлӗхсӗр ҫын пурнӑҫӗн хакне пырса панӑ (Еврейсем 9:23—28). Халӗ унӑн ҫав-тери паха пурнӑҫ хакӗпе итлекен этемлӗх ырӑлӑхӗшӗн усӑ курма май килнӗ. Ҫакӑ саншӑн мӗне пӗлтерет?
ИИСУС ХӐЙӖН ПУРНӐҪНЕ ПАНИ ТАТА ЭСӖ
17. Христос хӑйне парне панипе мӗнле эпир каҫару илме пултаратпӑр?
17 Христос хӑйне парне пани халӗ саншӑн мӗнле виҫӗ енпе усӑллӑ пулнине пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫылӑхсене каҫарттарать. Эпир Иисус тӑкнӑ юна ӗненнипе «тӳлесе илнӗ пире, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ» (Ефес 1:7). Ҫавӑнпа, йывӑр ҫылӑха кӗрсен те, эпир Турӑран Иисус ячӗпе каҫару ыйтма пултаратпӑр. Вара, эпир чӑннипех ӳкӗнсен, Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлӗн каҫарттаракан парне хакӗпе усӑ курать. Туса хунӑ ҫылӑхшӑн вӗлерме йышӑнас вырӑнне Турӑ пире каҫарать те таса совестьпе пиллет (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19; 1 Петр 3:21).
18. Иисус парни пире мӗнле шанчӑк парать?
18 Иккӗмӗшӗнчен, Христосӑн каҫарттаракан парни пире пуласлӑх шанчӑкӗн никӗсне парать. Иоанн апостол Турӑ кӑтартнинче ҫак япаласен системи пӗтнине «темӗн чухлӗ этем» пурӑнса ирттерессе, «вӗсене никам та суса кӑларма пултарас ҫуккине», курнӑ. Турӑ нумай ҫынна пӗтернӗ вӑхӑтра мӗншӗн-ха вӗсем чӗрӗ тӑрса юлаҫҫӗ? Темӗн чухлӗ этем «тумтирӗсене Путек [Иисус Христос] юнӗпе ҫуса, Путек юнӗпе шуратнӑ», тесе каланӑ Иоанна ангел (Апокалипсис 7:9, 14). Эпир Иисус Христосӑн тӑкнӑ юнне ӗненсе Турӑ ыйтнипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, эпир Турӑ куҫӗнче таса пулатпӑр, тата пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкӗ пулать.
19. Христос парни Иисуспа унӑн Ашшӗ сана юратнине мӗнле кӑтартса парать?
19 Виҫҫӗмӗшӗнчен, каҫарттаракан парне — Иеговӑн юратуне питӗ вӑйлӑ кӑтартса парать. Иисус вилӗмӗ Ҫут тӗнче историнчи икӗ чи паллӑ юрату тӗслӗхне пӗрлештернӗ: 1) хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн вилме янӑ Турӑ юратӑвне; 2) пире ҫылӑхран хӑтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне хатӗр пулсах панӑ Иисус юратӑвне (Иоанн 15:13; Рим 5:8). Эпир чун-чӗререн ӗненетпӗр пулсан, ҫак юрату пире кашнинех пырса тивет. Павел апостол каланӑ: «Вӑл мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ» (Галатия 2:20; 1 Иоанн 4:9, 10; Еврейсем 2:9).
20. Мӗншӗн пирӗн Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнине кӑтартмалла?
20 Ҫавӑнпа та, Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненсе, Турӑпа Христос юратӑвӗшӗн тав тӑвар. Ҫакӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать (Иоанн 3:36). Анчах та пире ҫӑласси Иисусӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗпе вилӗмӗн тӗп тӗллевӗ мар. Ҫук, чи малтан Иисуса пӗтӗм Ҫут тӗнчене тивекен тавлашуллӑ ыйту хумхантарнӑ. Ҫав ыйту пире пурне те тивет, мӗншӗн тесен унран Турӑ усалпа асапсене ҫавӑн пек вӑраха пыма мӗншӗн ирӗк пани паллӑ пулать, ҫакна эпир малалли сыпӑкран курӑпӑр.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Этемлӗхе ҫӑлас тесен, мӗншӗн Иисусӑн вилмелле пулнӑ?
Мӗнле тӳлесе илнӗ?
Иисус панӑ парне сана мӗнле усӑ парать?
[67-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]