Иеговӑна, ӗмӗрсенӗн Патшине, пуҫҫапӑр
«Ӗмӗрсенӗн... Патшине... ӗмӗр-ӗмӗрех хисеплемелле, мухтамалла пултӑр» (1 ТИМ. 1:17).
1, 2. а) Кам вӑл «ӗмӗрсенӗн Патши» тата ун пирки мӗншӗн ҫакӑн пек калама юрать? ӑ) Иегова влаҫа мӗнле тытса тӑни пире мӗншӗн килӗшет?
СОБХУЗА II, Свазиленд патши, 61 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтри патшасемшӗн ку питӗ нумай. Анчах та ҫынсен кӗске пурнӑҫӗпе танлаштарсан, влаҫа темӗн чухлӗ ытларах вӑхӑт хушши тытса тӑракан патша пур. Библи ун пирки «ӗмӗрсенӗн... Патши» тет (1 Тим. 1:17). Псалом юрлакан ҫак Патшан ятне пӗлтернӗ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе Патша» (Пс. 9:37).
2 Влаҫа мӗн чухлӗ вӑхӑт тытса тӑрас тӗлӗшрен Турӑпа никам та танлашаймасть. Анчах та пуринчен малтан пире Иегова влаҫа мӗнле тытса тӑни килӗшет. Авалхи Израиле 40 ҫул хушши ертсе пынӑ патша ҫакӑн пек сӑмахсемпе Турра мухтавланӑ: «Ҫӳлхуҫа ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ. Хӑйӗн аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫа тӳпене лартнӑ, Унӑн патшалӑхӗ пурне те тытса тӑрать» (Пс. 102:8, 19). Иегова пирӗн Патша кӑна мар, вӑл пирӗн Атте — пӗлӗтри юратакан Атте. Ҫакӑ икӗ ыйту кӑларса тӑратать: Иегова хӑш тӗлӗшрен хӑйне Атте пек тытнӑ? Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ вӑхӑтран пуҫласа Иегова патша влаҫӗпе мӗнле усӑ курнӑ? Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире Иеговӑпа тата ҫывӑхрах пулма, ӑна пӗтӗм чӗререн пуҫҫапма хавхалантарӗҫ.
ӖМӖРСЕНӖН ПАТШИ ПӖРЛӖХРЕ ПУРӐНАКАН ҪЕМЬЕ ЙӖРКЕЛЕТ
3. Иеговӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйинче пӗрремӗшӗ кам пулнӑ тата Туррӑн мӗнле «ывӑлӗсене» пултарнӑ пулнӑ?
3 Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне пултарнӑ чухне мӗн тери савӑннӑ паллах! Турӑ хӑйӗн малтанхи Ывӑлне пӗчӗке хуман. Пачах урӑхла, вӑл ӑна Ывӑла юратнӑ пек юратнӑ тата пӗр ҫитменлӗхсӗр ытти ангелсене пултарма, ҫак ӗҫе туса пӗрле савӑнма чӗннӗ (Кол. 1:15—17). Ҫапла вӗсем хисепсӗр нумай ангела пултарнӑ. Ангелсем ҫинчен «Ӑна [Турра] ӗҫлесе тӑракансем, Унӑн ирӗкне туса тӑракансем» тенӗ, вӗсем Турӑшӑн савӑнсах ӗҫлесе тӑраҫҫӗ тата Турӑ вӗсене «ывӑлсем» тесе чыс тӑвать. Вӗсем пурте Иеговӑн пӗрлӗхре пурӑнакан ҫемйине кӗреҫҫӗ (Пс. 102:20—22; Иов 38:6—7).
4. Ҫынсем мӗнле майпа Туррӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйине кӗнӗ?
4 Пӗлӗтпе ҫӗре пултарнӑ хыҫҫӑн Иеговӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйи пысӑкланнӑ. Ҫӗре илемлӗ, пур енчен те пурӑнма юрӑхлӑ кил пек пултарнӑ хыҫҫӑн Иегова ҫӗр ҫинче чи чаплӑ ӗҫ тунӑ — пӗрремӗш этеме, Адама, хӑй евӗрлӗ пултарнӑ (Пулт. 1:26—28). Пултаракан пулнӑ пирки Иегова Адам хӑйне итлессе кӗтме пултарнӑ. Иегова, Атте пекех, хӑй хушни-кӑтартнисене ырӑ кӑмӑлпа тата юратса пӗлтерсе тӑнӑ. Ҫак хушни-кӑтартнисем ҫынсен ирӗклӗхне нимӗн чухлӗ те хӗсмен. (Пултарни 2:15—17 вуласа пар.)
5. Ҫӗре ҫынсемпе тултарас тесе Иегова мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
5 Ҫӗр ҫинчи патшасенчен нумайӑшӗпе танлаштарсан, Иегова хӑйне итлесе пурӑнакансемпе килтисемпе хутшӑннӑ пек хутшӑнать, вӗсене шанать тата хаваспах тивӗҫлӗхсем парать. Сӑмахран, вӑл Адама чӗрчунсемпе хуҫаланма власть панӑ, ҫавӑн пекех кӑмӑла каякан тата яваплӑ ӗҫ шанса панӑ — чӗрчунсене ят пама хушнӑ (Пулт. 1:26; 2:19, 20). Иегова ҫӗре тултарма тӳрех миллион-миллион пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынна пултарман. Ун вырӑнне вӑл Адам валли пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӑшакана — Ева ятлӑ хӗрарӑма — пултарма шут тытнӑ (Пулт. 2:21, 21). Унтан вӑл ҫак мӑшӑра ҫӗре хӑйсен ачисемпе тултарма май панӑ. Питӗ чаплӑ условисенче пурӑннӑ май ҫынсем, пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑричченех, рай пахчине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑклатса пыма пултарнӑ. Вӗсем пӗлӗтри ангелсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗрлӗхлӗ ҫемье пайӗ пек, Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗр пуҫҫапма пултарнӑ. Мӗн тери лайӑх пуласлӑх! Иегова пире атте пек юратни питӗ савӑнтарать!
ПӐЛХАВЛӐ ЫВӐЛСЕМ ИЕГОВӐН ВЛАҪНЕ СИРСЕ ЯРАҪҪӖ
6. а) Туррӑн ҫемйинче мӗнле майпа пӑлхав ҫӗкленнӗ? ӑ) Мӗншӗн ҫак пӑлхав Иегова влаҫа тытса тӑма пӑрахнине пӗлтермен?
6 Шел пулин те, Адампа Ева Иеговӑна хӑйсен Аслӑ Патши вырӑнне хума пӑрахнӑ та пӑлхавлӑ ангел, Сатана, хыҫҫӑн кайнӑ (Пулт. 3:1—6). Туррӑн влаҫне пӑхӑнмасӑр пурӑнни вӗсене тата вӗсен тӑхӑмӗсене ырату, асап тата вилӗм кӳнӗ (Пулт. 3:16—19; Рим 5:12). Туррӑн ҫӗр ҫинче хӑйне пӑхӑнса пурӑнакансем юлман. Ҫакӑ Турӑ влаҫа тытса тӑма пӑрахнине тата пуҫ пулса ҫӗре тата ун ҫинче пурӑнакансене ертсе пырас тивӗҫне туса тӑма пӑрахнине пӗлтернӗ-и? Ҫук паллах! Вӑл арҫынпа хӗрарӑма рай пахчинчен кӑларса янипе хӑйӗн влаҫне кӑтартнӑ тата вӗсем унта таврӑнма ан пултарччӑр тесе херувима Эдем пахчи умне сыхлама тӑратнӑ (Пулт. 3:23, 24). Ҫав вӑхӑтрах Турӑ атте пек юратнине кӑтартнӑ: хӑйне чунтан парӑннӑ ангелсемпе этем ывӑлӗсенчен тӑракан пӗрлӗхлӗ ҫемье йӗркелеме хӑй шухӑшласа хуни пурнӑҫланасса ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл «вӑрлӑх», е тӑхӑм, пама сӑмах панӑ, ҫав тӑхӑм Сатанана тӗп тӑвӗ тата Адам ҫылӑхӗ кӳнӗ сиене пӗтерӗ. (Пултарни 3:15 вуласа пар.)
7, 8. а) Ной вӑхӑтӗнче лару-тӑру мӗн таран япӑхланнӑ? ӑ) Иегова ҫӗре мӗнле тасатнӑ тата этемлӗх ҫемйине мӗнле упраса хӑварнӑ?
7 Ҫакӑн хыҫҫӑн ытти ӗмӗрсенче хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Вӗсем хушшинче Авельпа Енох пулнӑ. Анчах та ҫынсенчен нумайӑшӗ Иеговӑна хӑйсен Ашшӗ тата Патша вырӑнне хума пӑрахнӑ. Ной вӑхӑтӗнче «ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ» (Пулт. 6:11). Ҫакӑ Иегова ҫӗре тытса тӑма пӑрахнине пӗлтернӗ-и? Библире ҫырса панӑ истори мӗн ҫинчен калать?
8 Ной ҫинчен мӗн ҫырса панине пӑхса тухӑпӑр. Иегова ӑна питӗ пысӑк карапа мӗнле тумаллине вак-тӗвек таранах кӑтартнӑ чертежсем тата хушусем панӑ, ҫав карапра вӑл тата унӑн ҫемйи ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ Ноя «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулма лартнипе пур ҫынна та питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ (2 Петр 2:5). Ной, паллах ӗнтӗ, ӳкӗнме чӗннӗ тата ҫывхарса килекен хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарнӑ, анчах ҫынсем унӑн сӑмахӗсене итлесшӗн пулман. Вун-вун ҫул хушши Нойпа унӑн ҫемйи хаяр та питӗ аскӑн тӗнчере пурӑннӑ. Тӑрӑшакан Атте пекех, Иегова ҫав хӑйне чунтан парӑннӑ сакӑр ҫынна хӳтӗленӗ тата пилленӗ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илтернипе Иегова пӑлхавлӑ ҫынсене тата усал ангелсене хӑйӗн аллинче тытса тӑнине кӑтартнӑ. Иегова, паллах ӗнтӗ, влаҫа тытса тӑма пӑрахман (Пулт. 7:17—24).
ҪӖРЕ ШЫВ ИЛНӖ ХЫҪҪӐН ИЕГОВА ВЛАҪА МӖНЛЕ ТЫТСА ТӐНӐ
9. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иегова ҫынсене мӗнле май панӑ?
9 Тасатнӑ ҫӗр ҫинче хӑйсен пӗрремӗш утӑмӗсене тунӑ чухне тата таса сывлӑшпа сывланӑ чухне Нойпа унӑн ҫемйи Иеговӑна хӑйсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тата хӑйсене хӳтӗленӗшӗн, паллах, пӗтӗм чӗререн пархатарлӑ пулнӑ. Ной тӳрех парне вырӑнӗ тунӑ та Иеговӑна парнесем кӳнӗ. Турӑ Нойпа унӑн ҫемйине пилленӗ тата вӗсене хушу панӑ: «Ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр» (Пулт. 8:20—9:1). Вара ҫынсен каллех Иеговӑна пӗрлӗхре пуҫҫапма тата ҫӗре тултарма май пулнӑ.
10. а) Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ӑҫта тата мӗнле ҫӗкленӗ? ӑ) Иегова хӑйӗн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе мӗн тунӑ?
10 Апла пулин те ҫӗре шыв илни ҫынсен ҫитменлӗхне пӗтермен тата Сатанапа унӑн пӑлхавлӑ ангелӗсем унчченхи пекех ҫынсене куҫа курӑнмалла мар витӗм кӳрсе тӑнӑ. Кӑшт кӑна вӑхӑт иртсен Иеговӑн усӑ кӳрекен влаҫне хирӗҫ каллех пӑлхав ҫӗкленӗ. Тӗслӗхрен, Нойӑн мӑнукӗн ачине Нимрода пула Иеговӑн влаҫне хирӗҫ тӑни унчченхинчен анлӑрах сарӑлнӑ. Нимрод ҫинчен Иеговӑна хирӗҫ тӑракан «паттӑр кайӑкҫӑ» тенӗ. Вӑл аслӑ хуласем, тӗслӗхрен Вавилон хулине, туса лартнӑ та хӑйне «Сеннаар ҫӗрӗнчи» патша тунӑ (Пулт. 10:8—12). Вӑл Турӑ ҫӗре тултарма шухӑшласа хуни ан пурнӑҫлантӑр тесе чӑрмантарма хӑтланнине курсан, ӗмӗрсенӗн Патши ҫак пӑлхавлӑ патшана хирӗҫ мӗн тунӑ? Турӑ ҫынсен чӗлхине арпаштарса янӑ, вара Нимрод майлӑ ҫынсем «пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх» саланса кайнӑ. Хӑйсем кайнӑ вырӑнта та вӗсем суя турӑсене пуҫҫапнӑ тата унчченхи пекех влаҫа ҫынсем тытса тӑнӑ (Пулт. 11:1—9).
11. Иегова хӑйӗн тусне Авраама чунтан парӑннине мӗнле кӑтартнӑ?
11 Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн чылай ҫын суя турӑсене пуҫҫапнӑ пулин те, хӑш-пӗр шанчӑклӑ арҫынсем малалла та Иеговӑна чысланӑ. Вӗсенчен пӗри Авраам пулнӑ, вӑл нумай ҫул хушши чатӑрсенче пурӑнас тесе тӑван хулинчи, Ур хулинчи, канлӗ пурнӑҫне хӑварса Турра итленине кӑтартнӑ (Пулт. 11:31; Евр. 11:8, 9). Вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухне Авраама час-часах патшасемпе юнашар пурӑнма тивнӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ тӗреклӗ хуласенче пурӑннӑ. Анчах та ӑна тата унӑн ҫемйине Иегова хӳтӗленӗ. Иегова атте пек хӳтӗлени ҫинчен псалом юрлакан ҫапла каланӑ: «[Вӑл] вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ» (Пс. 104:13, 14). Хӑйӗн тусне Авраама чунтан парӑннӑран Иегова: «Санран патшасем тухӗҫ»,— тесе ӑна сӑмах панӑ (Пулт. 17:6; Иак. 2:23).
12. Иегова Египета хӑйӗн аслӑ влаҫне мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ вӑл суйласа илнӗ халӑха мӗнле витӗм кӳнӗ?
12 Турӑ ҫавӑн пекех Авраамӑн ывӑлне Исаака тата унӑн мӑнукне Иакова вӗсен йӑхӗнчен патшасем тухӗҫ тенипе вӗсене пиллеме сӑмах панӑ (Пулт. 26:3—5; 35:11). Анчах та ҫав патшасем тухиччен Иаков тӑхӑмӗсем Египетра чурасем пулса тӑнӑ. Ҫакӑ Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫлас ҫуккине е ҫӗре тытса тӑрас тивӗҫне пӑрахӑҫланине пӗлтернӗ-и? Ҫук паллах. Хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра Иегова хӑйӗн вӑйне тата хӑйӗн влаҫӗ кутӑн фараон влаҫӗнчен аслӑрах пулнине кӑтартнӑ. Чуралӑха лекнӗ израильтянсем Иеговӑна ӗненнӗ, вӑл вӗсене Хӗрлӗ тинӗс урлӑ тӗлӗнмелле майпа каҫарса хӑтарнӑ. Иегова малалла та Чи Аслӑ Патша пулни тата, тӑрӑшакан Атте пек, хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме пысӑк вӑйӗпе усӑ курни уҫҫӑн курӑнать. (Тухни 14:13, 14 вуласа пар.)
ИЕГОВА ИЗРАИЛЬ ПАТШИ ПУЛСА ТӐРАТЬ
13, 14. а) Иегова влаҫне мухтаса израильтянсем мӗнле юрӑ юрланӑ? ӑ) Турӑ Давида патшалӑх тӗлӗшӗпе мӗнле сӑмах панӑ?
13 Израильтянсем Египетран тӗлӗнмелле майпа хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн тӳрех Иеговӑна мухтаса ҫӗнтерӳ юрри юрланӑ. Тухни кӗнекен 15-мӗш сыпӑкӗнче ҫырса панӑ ҫав юрӑра, 18-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫакӑн пек ҫирӗплетсе калани пур: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ӗмӗрех, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ». Чӑнах та Иегова ҫӗнӗ халӑхӑн Патши пулса тӑнӑ (Сак. аст. 33:5). Анчах та халӑх Иегова вӗсен куҫа курӑнман Патши пулнипе ҫырлахман. Египетран тухнӑ хыҫҫӑн 400 ҫула яхӑн иртсен израильтянсем юнашар пурӑнакан, суя турӑсене пуҫҫапакан халӑхсенни пекех вӗсен те патша пултӑр тесе Иеговӑран патша лартса пама ыйтнӑ (1 Патш. 8:5). Апла пулин те, Иегова вӗсен Патши пулма пӑрахман, Израилӗн ҫынсенчен суйласа лартнӑ иккӗмӗш патши Давид ертсе пынӑ чухне ҫакӑ уҫҫӑн палӑрнӑ.
14 Давид Ҫӳлхуҫа арчине Иерусалима куҫарнӑ чухне левитсем ҫав савӑнӑҫлӑ событи вӑхӑтӗнче мухтав юрри юрланӑ. 1 Ҫулсеренхи 16:31-мӗшӗ (ҪТ) тӑрӑх, ҫав юрӑра ҫакӑн пек тӗлӗнтерекен сӑмахсем пур: «Халӑхсем хушшинче „Иегова патшана ларчӗ!“ тетчӗр». Ҫакӑ ыйту кӑларса тӑратать: «Иегова ахаль те ӗмӗрсенӗн Патши пулсан, вӑл тепӗр хут мӗнле майпа патшана ларма пултарнӑ?» Хӑйӗн патша влаҫне урӑхла майпа кӑтартнӑ чухне е пӗр-пӗр вӑхӑтра хӑй ячӗпе ӗҫлекен е мӗнле те пулин лару-тӑрӑва татса паракан тытӑм йӗркеленӗ чухне Иегова патша пулса тӑрать. Иегова ҫапла майпа влаҫа тытса тӑни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Давид вилес умӗн кӑшт маларах Иегова унӑн патшалӑхӗ ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пуласси пирки ӑна сӑмах панӑ: «Санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп» (2 Патш. 7:12, 13). Ҫав «вӑрлӑх» 1 000 ытла ҫул иртсен ҫуралнӑ. Кам вӑл тата вӑл хӑҫан патша пулса тӑнӑ?
ИЕГОВА ҪӖНӖ ПАТША ЛАРТАТЬ
15, 16. Иисуса Патша пулма хӑҫан суйласа лартнӑ тата хӑйӗн патшалӑхӗшӗн вӑл мӗн-мӗн тунӑ?
15 Пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта шыва кӗртекен Иоанн «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» тесе вӗрентме пуҫланӑ (Матф. 3:2). Иисус Иоанн патӗнче шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл пама пулнӑ Мессия тата Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патши пулнине кӑтартса Иегова ун ҫине святой сывлӑш янӑ. Иегова Иисуса ашшӗ пек юратнине ҫак сӑмахсемпе кӑтартнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матф. 3:17).
16 Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне пур вӑхӑтра та Иисус хӑйӗн ашшӗне мухтав кӳрсе тӑнӑ (Иоанн 17:4). Вӑл ҫакна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтернипе тунӑ (Лука 4:43). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак Патшалӑх килтӗр тесе кӗлтума та вӗрентнӗ (Матф. 6:10). Суйласа лартнӑ Патша пулнӑ май Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене «Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта [«сирӗн хушӑрта», ҪТ]» теме пултарнӑ (Лука 17:21). Каярахпа, вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Патшалӑх тӗлӗшӗпе килӗшӳ тунӑ. Ҫапла тунипе вӑл шанчӑклӑ вӗренекенӗсенчен хӑш-пӗрисем валли хӑйӗнпе пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пымашкӑн май уҫнӑ. (Лука 22:28—30 вуласа пар.)
17. Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте хӑйӗн патша влаҫӗпе мӗн таран усӑ курнӑ тата унӑн мӗне кӗтмелле пулнӑ?
17 Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса ертсе пыма хӑҫан пуҫланӑ? Вӑл тӳрех патшана ларма пултарайман. Иисуса пӑталанӑ хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем саланса кайнӑ (Иоанн 16:32). Апла пулин те, унччен пулнӑ пекех, Иегова лару-тӑрӑва алра тытнӑ. Виҫҫӗмӗш кунхине вӑл хӑйӗн Ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, вара Иисус пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан пухӑва ертсе пыма патшалӑх йӗркеленӗ (Кол. 1:13, 14). Апла пулин те, пама пулнӑ вӑрлӑх пулнӑ май Иисусӑн пӗтӗм ҫӗре ертсе пыма патша влаҫне илмешкӗн кӗтмелле пулнӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлне каланӑ: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» (Пс. 109:1).
ӖМӖРСЕНӖН ПАТШИНЕ ПУҪҪАПӐР
18, 19. Пирӗн мӗн тӑвас килет тата тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?
18 Иегова влаҫа мӗнле тытса тӑни пирки пин-пин ҫул хушши пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те тавлашуллӑ ыйту тӑратнӑ. Иегова патша тивӗҫне нихӑҫан та туса тӑма пӑрахман; вӑл малалла та хӑйӗн влаҫне кӑтартса тӑнӑ. Юратакан Атте пекех, вӑл чунтан парӑннӑ ҫынсене, сӑмахран Ноя, Авраама тата Давида, хӳтӗленӗ тата вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ пире хамӑрӑн Патшана пӑхӑнма тата унпа ҫывӑхланма хавхалантармасть-и вара?
19 Анчах та ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: «Иегова пирӗн вӑхӑтра мӗнле майпа патша пулса тӑнӑ? Эпир мӗнле майпа Иегова Патшалӑхӗн чунтан парӑннӑ ҫыннисем тата унӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйинчи пӗр ҫитменлӗхсӗр ывӑлӗсем пулса тӑма пултаратпӑр? Эпир санӑн Патшалӑху килтӗр тесе кӗлтуни мӗне пӗлтерет?» Ҫак ыйтусем ҫине тепӗр статьяра хуравланӑ.