Тупмалли
2014, январӗн 15
© 2014 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania.
ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ
2014, МАРТӐН 3—9
Иеговӑна, ӗмӗрсенӗн Патшине, пуҫҫапӑр
3-МӖШ СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 27, 46
2014, МАРТӐН 10—16
Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать. Ҫакӑ сире мӗнле пырса тивет?
8-МӖШ СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 17, 10
2014, МАРТӐН 17—23
Ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑнусем тӑвӑр
13-МӖШ СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 41, 11
2014, МАРТӐН 24—30
Йывӑр кунсем ҫитиччен Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
18-МӖШ СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 54, 17
2014, МАРТӐН 31 — 2014, АПРЕЛӖН 6
«Санӑн Патшалӑху килтӗр». Анчах та хӑҫан?
23-МӖШ СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 14, 30
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕМ
▪ Иеговӑна, ӗмӗрсенӗн Патшине, пуҫҫапӑр
Ҫак статьяра Иегова яланах Патша пулнине тата вӑл пӗлӗтрипе ҫӗр ҫинчи пултарнийӗсемшӗн патша пулнӑ май хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курнине ӑнлантарса панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл пире Иеговӑна, ӗмӗрсенӗн Патшине, пуҫҫапма шут тытнӑ ҫынсенчен тӗслӗх илме хавхалантарӗ.
▪ Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать. Ҫакӑ сире мӗнле пырса тивет?
Ку статья Мессианла Патшалӑх хӑй ертсе пынӑ чухне малтанхи 100 ҫул хушшинче тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл пирӗнтен кашнине Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнма тата 2014 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшлама хавхалантарӗ.
▪ Ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑнусем тӑвӑр
▪ Йывӑр кунсем ҫитиччен Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
«Эпӗ хамӑн пурнӑҫпа мӗнле усӑ курас тетӗп?» Хӑйне Иеговӑна халалланӑ кашни христианиншӑн ҫакӑ питӗ кирлӗ ыйту. Ҫак статьясенче эпир ҫамрӑк христиансене Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме пулӑшакан принципсене, ҫавӑн пекех ватӑлас енне сулӑннӑ христиансен сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума мӗнле майсем пуррине сӳтсе явӑпӑр.
▪ «Санӑн Патшалӑху килтӗр». Анчах та хӑҫан?
Тӗнчере пулса иртекен событисем паян нумай ҫынна аяккинелле пӑрса яраҫҫӗ, вӗсем ытларах хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Ку статьяра христиансене Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех йӗркесӗр тӗнчене пӗтерессе ҫирӗп ӗненме пулӑшакан виҫӗ ҫирӗплетӗве пӑхса тухнӑ.