Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • rq 10 урок, 20—21 с.
  • Турӑ курайман ӗҫсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ курайман ӗҫсем
  • Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫавнашкал материал
  • Туррӑн тусӗсем усал ӗҫсем тӑвассинчен пӑрӑнаҫҫӗ
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
rq 10 урок, 20—21 с.

10-мӗш урок

Турӑ курайман ӗҫсем

Турӑ япӑх тесе калакан ӗҫсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (1)

Мӗнле ар хутшӑнӑвӗсем юрӑхсӑр? (2)

Христианинӑн суя, (3) азартлӑ вӑйӑсем, (3) вӑрласси, (3) пусмӑрласси, (4) спиритизм, (5) ӗҫке ерни (6) ҫине мӗнле пӑхмалла?

Япӑх ӗҫсенчен ҫын мӗнле хӑтӑлма пултарать? (7)

1. Турӑшӑн ӗҫлекенсем ырра юратаҫҫӗ. Анчах вӗсен ҫавӑн пекех усала курайми пулма вӗренмелле (Псалом 96:10). Ҫакӑ Турӑ курайман ӗҫсенчен пӑрӑнмаллине пӗлтерет. Мӗнле ӗҫсенчен?

2. Аскӑн ӗҫ. Мӑшӑрланмасӑр ар хутшӑнӑвне кӗни, мӑшӑрсӑр пуҫне ыттисемпе аскӑн ӗҫ туни, выльӑхпа пӗтӗҫленни, хурӑнташ тивекен ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗни тата гомосексуализм — ҫаксем пурте Турра хирӗҫ тунӑ йывӑр ҫылӑхсем (Левит 18:6; Римсем 1:26, 27; 1 Коринфсем 6:9, 10). Иккӗн мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсен е пӗрле пурӑнма пӑрахмалла, е ҫырӑнмалла (Еврейсем 13:4).

3. Суя, азартлӑ вӑйӑсем, вӑрласси. Иегова Турӑ нихӑҫан та суймасть (Тит 1:2). Камӑн Турӑ ырланине тивӗҫлӗ пулас килет, унӑн суймалла мар (Ытарлӑх 6:16—19; Колоссысем 3:9, 10). Пур азартлӑ вӑйӑсем те ҫӑткӑнлӑх вӑратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа христиансем нимӗнле азартлӑ вӑйӑ та — лоторея-и вӑл, лашасен ӑмӑртӑвӗ-и е бинго-и — вылямаҫҫӗ (Ефессем 5:3—5). Христиансем вӑрламаҫҫӗ. Вӑрланӑ япала пулнине пӗлсен, вӗсем ӑна туянмаҫҫӗ тата ыйтмасӑр ют япаласене илмеҫҫӗ (Тухни 20:15; Ефессем 4:28).

4. Ҫилӗ капланса килни, пусмӑрласси. Ҫилленнине чарма пултарайманни пусмӑрлӑх патне илсе пыма пултарать (Пултарни 4:5—8). Пусмӑрлакан ҫын Туррӑн тусӗ пулма пултараймасть (Псалом 10:5; Ытарлӑх 22:24, 25). Хирӗҫ тавӑрни е ыттисем пире тунӑ усал ӗҫшӗн вӗсене усал туни тӗрӗс мар (Ытарлӑх 24:29; Римсем 12:17—21).

5. Тухатнипе спиритизм. Хӑш-пӗр ҫынсем, хӑйсен чирӗсене сиплес тесе, юмӑҫласа сывлӑшсен вӑйӗпе усӑ курасшӑн. Теприсем хӑйсен тӑшманӗсем чирлесе ӳкчӗр, ҫавӑн пекех вилччӗр тесе тухатлаҫҫӗ. Ҫак пур ӗҫсем хыҫӗнче тӑракан вӑй вӑл — Сатана. Ҫавӑнпа та христиансен вӗсенче пӗринче те хутшӑнмалла мар (Саккуна астутарни 18:9—13). Тухатнинчен чи лайӑх хӳтлӗх — Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене сыхласа хӑварни (Ытарлӑх 18:10).

6. Ӗҫке ерни. Эрех, сӑра тата ытти алкоголь шӗвекӗсене кӑштах ӗҫнинче тӗрӗс марри нимӗн те ҫук (Псалом 103:15; 1 Тимофей 5:23). Анчах ытлашши ӗҫни тата ӗҫке ерни — Турӑ умӗнче тӗрӗс мар (1 Коринфсем 5:11—13; 1 Тимофей 3:8). Алкогольпе иртӗхни сывлӑха хавшатма тата ҫемьене аркатма пултарать. Унсӑр пуҫне тата, эрехе виҫене пӗлмесӗр ӗҫекен ҫын ҫӑмӑллӑнах ытти илӗртӳсем хыҫҫӑн кайма пултарать (Ытарлӑх 23:20, 21, 29—35).

7. Турӑ япӑх тесе шутлакан ӗҫсене тӑвакан ҫынсем «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (Галатиясем 5:19—21). Эсӗ чӑннипех те Турра юрататӑн тата ӑна юрӑхлӑ пулас тетӗн пулсан, ҫакӑн пек ӗҫсенчен хӑтӑлма пултарӑн (1 Иоанн 5:3). Турӑ мӗне япӑх тесе шутлать, ҫавна кураймасӑр тӑма вӗрен (Римсем 12:9). Кам хӑйне Турӑ хушнӑ пек тытать, ҫав ҫынсемпе хутшӑн (Ытарлӑх 13:20). Духовнӑй енчен ҫитӗнсе ҫитнӗ христианла туссем пулӑшу пама пултараҫҫӗ (Иаков 5:14). Пуринчен ытла кӗлтуса Турӑ пулӑшӑвӗ ҫине шан (Филиппысем 4:6, 7, 13).

[20, 21-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]

Турӑ ӗҫке ернине, вӑрланине, азартлӑ вӑйӑсене тата пусмӑрланине кураймасть

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр