9-мӗш урок
Турӑшӑн ӗҫлекенсен таса пулмалла
Мӗншӗн пирӗн пур енчен те таса пулмалла? (1)
Духовнӑй енчен, (2) нравственность енчен, (3) шухӑшсенче, (4) ӳт-пӳпе кил-ҫуртри йӗрке-тирпей енчен (5) таса пулмалла тени мӗне пӗлтерет?
Мӗнле таса мар калаҫуран пирӗн пӑрӑнас пулать? (6)
1. Иегова таса тата сӑваплӑ. Вӑл хӑйне пуҫҫапакансем духовнӑй, нравственность, ӳт-пӳпе кил-ҫуртри йӗрке-тирпей тата шухӑшсем енчен таса тӑрса юласса кӗтет (1 Пётр 1:16). Турӑ умӗнче таса пулас килет пулсан, пирӗн чӑннипех вӑй хумалла. Эпир таса мар тӗнчере пурӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑрӑн тӗрӗс мар тӑвас кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме тивет. Анчах та пирӗн парӑнма кирлӗ мар.
2. Духовнӑй енчен таса пулни. Иеговӑшӑн ӗҫлес килет пулсан, пирӗн суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑлисене тытса пыма юрамасть. Пирӗн суя тӗнпе хутшӑнма пӑрахмалла та унпа нимӗнле ҫыхӑну та тытмалла мар (2 Коринфсем 6:14—18; Апокалипсис 18:4). Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсе пынӑ май, пирӗн суяна вӗрентекен ҫынсем аташтарса ярассинчен сыхланмалла (2 Иоанн 10, 11).
3. Нравственность енчен таса пулни. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах хӑйсене чӑн христиансем пек тытчӑр тет (1 Пётр 2:12). Вӑл эпир мӗн тунине пурне те, вӑрттӑн ӗҫсене те, курать (Еврейсем 4:13). Пирӗн ар хутшӑнӑвӗнчи ирсӗрлӗхсенчен тата ҫак тӗнчен ытти таса мар ӗҫӗсенчен пӑрӑнмалла (1 Коринфсем 6:9—11).
4. Шухӑшсенчи тасалӑх. Эпир хамӑрӑн ӑс-тӑна таса шухӑшсемпе тултаратпӑр пулсан, хамӑра тытасси те таса пулать (Филиппысем 4:8). Анчах та ӑс-тӑн тасамарлӑхпа тулнӑ пулсан, вара ҫакӑ япӑх ӗҫсем патне илсе пырӗ (Матфей 15:18—20). Ӑс-тӑна сиен кӳме пултаракан вӑйӑ-кулӑсенчен пирӗн тармалла. Эпир Турӑ Сӑмахне вӗренсе пынипе хамӑр ӑс-тӑна таса шухӑшсемпе тултарма пултаратпӑр.
5. Ӳт-пӳ тасалӑхӗпе кил-ҫуртри йӗрке-тирпей. Христиансем вӗсем — Турӑ представителӗсем, ҫавӑнпа та вӗсен хӑйсене тата хӑйсен тумтирӗсене тасалӑхра тытмалла. Туалета кайса килнӗ хыҫҫӑн, ҫавӑн пекех апат ҫиес умӗн тата апат хатӗрлес умӗн алӑ ҫумалла. Килте канализаци системи ҫук пулсан, каяшсене ҫӗре чавса витсе хумалла (Саккуна астутарни 23:12, 13). Ӳт-пӳ тасалӑхӗпе кил-ҫуртри йӗрке-тирпей — сывлӑхшӑн усӑллӑ. Христианинӑн пӳрчӗ шалтан та, тултан та таса тата тирпейлӗ пулмалла. Унӑн пӳрчӗ, ыттисемпе танлаштарсан, кӑтартуллӑ тирпейлӗхпе уйрӑлса тӑмалла.
6. Таса калаҫу. Турӑшӑн ӗҫлекенсен яланах тӗрӗссине каламалла. Суеҫсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ (Ефессем 4:25; Апокалипсис 21:8). Христиансем усал сӑмахсемпе калаҫмаҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр шӳтсемпе намӑссӑр историсене каласа та памаҫҫӗ, итлемеҫҫӗ те. Хӑйсен таса калаҫӑвӗсемпе вӗсем ӗҫри, шкулти, ҫавӑн пекех хӑйсем пурӑнакан вырӑнти ҫынсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ (Ефессем 4:29, 31; 5:3).
[18, 19-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]
Турӑшӑн ӗҫлекенсен пур енчен те таса пулмалла