6-мӗш сыпӑк
Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?
1. Ученӑйсем ҫын пурнӑҫӗ пирки мӗн ӑнлантарса параймаҫҫӗ?
УЧЕНӐЙСЕМ ҫынсем мӗншӗн ватӑлнине тата вилнине пӗлмеҫҫӗ. Клеткӑсем ҫӗнелсе тӑрасси нихӑҫан та чарӑнмалла мар, пирӗн вара ӗмӗр пурӑнмалла пек туйӑнать. «Гистологи никӗсӗсем» («Hyojun Soshikigaku») кӗнекере каланӑ: «Клеткӑсем ватӑлнипе тата ҫын ватӑлнипе вилни хушшинчи ҫыхӑну — ӑнланма ҫук вӑрттӑнлӑх». Ҫакӑн никӗсӗнче «ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ» пурнӑҫ чикки выртать тесе калаҫҫӗ нумай ученӑйсем. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӗсем тӗрӗс шутлаҫҫӗ-ши?
2. Пурнӑҫ хӑвӑрт иртнине кура хӑшпӗрисем мӗн тунӑ?
2 Ҫынсем яланах нумай ҫул хушши пурӑнасшӑн пулнӑ тата вилӗмсӗрлӗхе те ҫитме хӑтланнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 4-мӗш ӗмӗртенпе Китайри ятлӑ ҫынсене вилӗмсӗрлӗх паракан тесе шутлакан эмелсем илӗртнӗ. Каярахпа хӑшпӗр Китай императорӗсем ртутьрен хатӗрленӗ пурнӑҫ шывӗ текен эмелсене ӗҫнӗ те вилнӗ. Пур ҫӗрте те вилӗм пурнӑҫ вӗҫӗ мар тесе шутлакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Буддистсем, индуистсем, мусульмансем тата ытти нумай ҫынсем вилӗм хыҫҫӑн пурӑнас шанчӑкпа ӗмӗтленсе пурӑнаҫҫӗ. Христиансен тӗнчинче нумай ҫынсем леш тӗнчери пӗлӗтри ырлӑха кӗтсе пурӑнаҫҫӗ.
3. а) Мӗншӗн ҫынсем ӗмӗр пурӑнасшӑн? б) Вилӗм ҫинчен калакан хӑш ыйтусем ҫине пирӗн хурав тупмалла?
3 Вилӗм хыҫҫӑнхи телейлӗ пурнӑҫ ҫинчен шутлани, ӗмӗр пурӑнас килекен туртӑма кӑтартса парать. «Вӑл... вӗсен чӗрине ӗмӗрлӗх кӗртсе хунӑ»,— тесе каланӑ Библире, Турӑ пирӗн ӑша кӗртсе хунӑ ӗмӗрлӗх шухӑшӗ ҫинчен (Екклесиаст 3:11, МАК). Вӑл пӗрремӗш ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр пурӑнас пуласлӑхпа пултарнӑ (Пултарни 2:16, 17). Мӗншӗн-ха вара ҫынсем вилеҫҫӗ? Вилӗм тӗнчене мӗнле кӗнӗ? Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫак ыйтусене ҫутатса парать (Псалом 118:105).
КАВАРЛӐ ӖҪ
4. Иисус каланӑ тӑрӑх ҫынсен вилӗмӗшӗн кам яваплӑ?
4 Преступник усал ӗҫӗн йӗрӗсене пытарма хӑтланать. Такам, миллиардшар ҫынна вилӗм патне илсе ҫитернӗ преступленине тӑваканӗ те, ҫавнах тӑвать. Ҫак такам, ҫын вилӗмӗ ҫинчен нимӗн те ан пӗлччӗр тесе, тем те тӑвать. Пӗррехинче Иисус Христос, Хӑйне вӗлерес текен ҫынсемпе калаҫнӑ чух, ҫав преступникӑн ятне каланӑ: «Сирӗн аҫӑр шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн, вӑл чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ, ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук, вӑл чӑнлӑхра тӑрайман» (Иоанн 8:31, 40, 44).
5. а) Сатана ӑҫтан пулса кайнӑ? б) «Сатана» тата «дьявол» сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
5 Ҫапла, шуйттан — хаяр «ҫын вӗлерекен». Вӑл чӑннипе пурри, ҫын чӗринчи усал кӑна марри ҫинчен пӗлтерет Библи (Матфей 4:1—11). Ӑна тӳрӗ ангел тесе пултарнӑ пулин те, «вӑл чӑнлӑхра тӑрайман». Ӑна сатана тата шуйттан ячӗсене пани питӗ тӗрӗс! (Апокалипсис 12:9). Ӑна «сатана», е «хирӗҫ тӑракан» тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ. Хӑшпӗр чӗлхесенче ҫак преступника ҫавӑн пекех «дьявол» тесе ят панӑ, ку «элекҫӗ» тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен вӑл Турра хурласа ун ҫинчен суя сарнӑ.
6. Мӗншӗн сатана Турра хирӗҫ тӑнӑ?
6 Сатанана Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме мӗн хистенӗ? Ҫӑткӑнлӑх. Ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапнӑ пекех, вӑл хӑйне пуҫҫаптарасшӑн ҫав-тери хӗрӳллӗн ҫуннӑ. Шуйттан хӑйне пуҫҫаптарас шухӑша пӑрахман, пуҫҫапассине вара Пултаракан кӑна тивӗҫлӗ (Иезекииль 28:12—19 танлаштар). Ун вырӑнне сатана пулса тӑнӑ ангел ҫак чарусӑр шухӑша хӑй ӑшӗнче аталантарнӑ, вӑл вара юлашкинчен ҫылӑх патне илсе ҫитернӗ (Иаков 1:14, 15).
7. а) Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ? б) Мӗн вӑл ҫылӑх?
7 Ҫапла ӗнтӗ, ҫынсем вилнишӗн кам айӑплӑ пулнине пӗлтӗмӗр эпир. Ҫапах та, мӗншӗн-ха ҫынсем вилеҫҫӗ? Библи калать: «Вилӗмӗн сӑнни ҫылӑх» (1 Коринф 15:56). Ҫылӑх вара мӗн вӑл? Ҫак сӑмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесен, вӑл Библине ҫырнӑ чӗлхесенче мӗн пӗлтернине пӑхса тухар. Ялан тенӗ пекех «ҫылӑха кӗр» тесе куҫакан еврей тата грек глаголӗсем «ан лектер», е тӗле лектерменнине пӗлтерет. Пирӗнтен нихӑшӗ те мӗнле тӗле лектереймест? Ҫак тӗл — Турра пур енчен те пӑхӑнни. Анчах та ҫылӑх тӗнчене мӗнле кӗнӗ?
КАВАРЛӐ ӖҪ МӖНЛЕ ҪУРАЛНӐ
8. Ҫынсене хӑйне пуҫҫаптарас тесе сатана мӗн тунӑ?
8 Сатана кӑткӑс план тунӑ, вӑл шутланӑ тӑрӑх, ҫак план этемлӗхпе хуҫа пулма тата пур ҫынсене те хӑйне пуҫҫаптарма пулӑшмалла пулнӑ. Вӑл пӗрремӗш ҫынсен мӑшӑрне, Адампа Евӑна, Турра хирӗҫ ҫылӑха кӗртме шутланӑ. Иегова пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки шантаракан пӗлӳсем панӑ. Пултаракан хӑйсемпе питӗ ырӑ пулнине пӗлнӗ вӗсем, вӑл вӗсене ҫав-тери илемлӗ Едем садӗнче вырнаҫтарнӑ вӗт. Турӑ Адама ытарма ҫук арӑм — вӑл унӑн пулӑшаканӗ пулнӑ — парса, ҫӳлти Ашшӗ ӑна питӑ пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ (Пултарни 1:26, 29; 2:7—9, 18—23). Вӗсен малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗ Турра итленинчен килнӗ.
9. Турӑ пӗрремӗш ҫынна мӗн тума хушнӑ, тата мӗншӗн ҫакӑ ӑслӑ пулнӑ?
9 Турӑ Адама хушнӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:16, 17). Пултаракан тивӗҫӗпе Иегова хӑй пултарнисемшӗн йӗрке нормисене тата вӗсемшӗн мӗн ырӑ тата мӗн усал пулнине палӑртма пултарнӑ. Ҫак заповеде пурнӑҫлама хушни ӑслӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Адампа Ева садри ытти пур йывӑҫ ҫинчен те ирӗклӗн ҫиме пултарнӑ. Хӑйсен йӗрке нормисене ҫирӗплетес вырӑнне, ҫав закона тытса пырса, вӗсем Иеговӑн тӳрӗ тытӑм йӗркишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултарнӑ.
10. а) Ҫынсене хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, сатана вӗсем патне мӗнлерех пынӑ? б) Сатана Иеговӑн мӗнле шухӑш пур тесе каланӑ? в) Сатана Турӑ ҫине тапӑнни пирки эсӗ мӗн шутлатӑн?
10 Шуйттан пӗрремӗш ҫынсене Турӑран уйӑрса яма шут тытнӑ. Вӗсене улталаса хӑй енне ҫавӑрас тесе, сатана суйма шутланӑ. Артист пуканепе усӑ курса калаҫнӑ пек, ҫӗленпе усӑ курса шуйттан Евӑран ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Ева Турӑ хушни ҫинчен асӑнсан, сатана пӗлтернӗ: «Ҫук, вилместӗр». Унтан вӑл ҫапла каласа Иеговӑн усал шухӑшсем пур пек кӑтартнӑ: «Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем [«Турӑ», ХК] пек пулӑр» (Пултарни 3:1—5). Ҫапла майпа сатана каланӑ тӑрӑх Турӑ пуринчен те темӗскер лайӑххине пытарса усрать. Мӗн тери ирсӗр элек, тӳрӗ те юратакан ҫӳлти Атте, Иегова, ҫинчен!
11. Адампа Ева сатана майлӑ мӗнле пулса тӑнӑ?
11 Ева йывӑҫ ҫине тепӗр хут пӑхса илнӗ — халӗ унӑн ҫимӗҫӗсем питӗ илӗртӳллӗ пек туйӑннӑ. Вӑл ҫимӗҫе татнӑ та ҫинӗ. Каярах унӑн упӑшки, хӑй мӗн суйланине кӑтартса, Турра итлемесӗр ҫылӑхлӑ ӗҫ туса, ун ҫумне хутшӑннӑ (Пултарни 3:6). Ева улталаннӑ пулин те, Адампа вӗсем сатанана этемлӗхпе хуҫа пулма тытнӑ шухӑша пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Ҫапла вӗсем унпа пӗр майлӑ пулса тӑнӑ (Рим 6:16; 1 Тимофей 2:14).
12. Ҫынсем Турра хирӗҫ тӑни мӗн патне илсе ҫитернӗ?
12 Адампа Евӑн хӑйсен ӗҫӗшӗн явап тытма тивнӗ. Вӗсем Турӑ пек те пулайман, нимӗнле уйрӑм пӗлӳ те илеймен. Ун вырӑнне вӗсем намӑс туйнӑ та пытаннӑ. Иегова Адама явап тыттарса ҫакӑн пек приговор йышӑннӑ: «Ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (Пултарни 3:19). Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ ырӑпа усал ҫинчен пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫӗсене ҫинӗ «кунне», вӗсене Турӑ айӑпланӑ та, вӗсем ун умӗнче вилӗ шутланнӑ. Вӗсене Райран хӑваласа янӑ та, вӗсем вара вилӗм патне илсе ҫитерекен ҫул ҫине тӑнӑ.
ҪЫЛӐХПА ВИЛӖМ ЭТЕМЛӖХЕ МӖНЛЕ ТЫТСА ИЛНӖ
13. Ҫылӑх пӗтӗм этемлӗхе мӗнле тытса илнӗ?
13 Сатана, паллах, ҫынсене хӑйне хисеплеттерес ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн пуҫҫапаканнисен пурнӑҫӗсене упраса хӑварма пултараймасть. Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен, ҫитменлӗхсӗрлӗхне вӗсем хӑйсен ачисене парайман. Чул ҫинче касса ҫырнӑ пек, ҫылӑх пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗн генӗсенче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен ачисем ҫитменлӗхсемпе кӑна ҫуралма пултарнӑ. Адампа Евӑн пур ачи те ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пирки вӗсене хӑйсен ашшӗпе амӑшӗнчен ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Псалом 50:7; Рим 5:12).
14. а) Хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине йышӑнман ҫынсене кампа танлаштарма пулать? б) Израильтянсене вӗсем ҫылӑхлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
14 Анчах та паян нумайӑшӗ хӑйсене ҫылӑхлӑ тесе шутламаҫҫӗ. Тӗнчен хӑшпӗр пайӗсенче ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ ҫылӑх пирки пачах та пӗлмеҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ ҫылӑх ҫуккине пӗлтермест. Хура питлӗ арҫын ача хӑйне таса тесе ҫине тӑрса калама пултарать; анчах та хӑйне куҫкӗскинче курсан, вӑл ниҫта та кайса кӗреймест. Авалхи израильтянсем Моисей пророк урлӑ Турӑ Законне илсен, ҫавӑн пек ача евӗр пулнӑ. Закон ҫылӑх пуррине уҫҫӑнах ӑнлантарнӑ. «Эпӗ ҫылӑха закон урлӑ анчах пӗлтӗм, урӑхла пӗлмерӗм»,— тесе ӑнлантарать Павел апостол (Рим 7:7—12). Хӑйне куҫкӗскинче пӑхакан арҫын ача пек, израильтянсем Закон куҫкӗскине пӑхса, хӑйсем Иегова куҫӗнче таса маррине курма пултарнӑ.
15. Эпир Турӑ Сӑмахӗн куҫкӗскине пӑхсан, мӗн паллӑ пулать?
15 Эпир Турӑ Сӑмахӗн куҫкӗскине пӑхсан тата унӑн нормисене тимлесе пӑхсан, хамӑрӑн ҫитменлӗхсене асӑрхатпӑр (Иаков 1:23—25). Тӗслӗхрен, Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене Турра тата ҫывӑх ҫынна юратасси пирки Матфейра 22:37—40 мӗн калани ҫинчен шутласа пӑх. Тӑтӑшах ҫынсем ҫакна тумасӑр хӑвараҫҫӗ! Нумайӑшӗ тата Турӑпа ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартманнишӗн намӑсланса ӳкӗнмеҫҫӗ те (Лука 10:29—37).
САТАНАН КАПКӐНӖСЕНЧЕН АСӐРХАН!
16. Сатана каварне лекес мар тесен, мӗн тумалла, тата мӗншӗн ҫакӑ ҫӑмӑл мар?
16 Сатана пире ҫылӑхлӑ пурнӑҫ енне ҫавӑрасшӑн тӑрӑшать (1 Иоанн 3:8). Унӑн каварне лекес шӑпаран юлма пулать-ши? Пулать, анчах та ҫакна валли ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешмелле. Ҫакӑ ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те ҫуралнӑранпах ҫылӑх тӑвас вӑйлӑ туртӑм пур (Ефес 2:3). Павел ҫав туртӑмпа кӗрешнӗ. Анчах мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унра ҫылӑх пурӑннӑ. Пире Турӑ ырлатӑр тетпӗр пулсан, пирӗн те ҫуралнӑранпах лекнӗ ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешмелле (Рим 7:14—24; 2 Коринф 5:10).
17. Пирӗн ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешнине мӗн йывӑрлатать?
17 Сатана вӗҫӗмсӗр пире улталасшӑн тата Турӑ законӗсене пӑстарасшӑн хӑтланать, ҫавӑнпа пире ҫылӑхпа кӗрешме питех ҫӑмӑл мар (1 Петр 5:8). Христиансемшӗн пӑшӑрханса Павел каланӑ: «Анчах ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑрсене пӑсасран хӑратӑп» (2 Коринф 11:3). Паян сатана ҫавӑн пек чеелӗхпе усӑ курать. Вӑл Иегова ырӑлӑхӗнче тата Турӑ хушнине итленинче усӑ пурри пирки иккӗлентересшӗн. Пире мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх, курайманлӑх тата суя шухӑш ҫулӗпе ярас тесе, вӑл пирӗн ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ ҫылӑхла туртӑмсемпе усӑ курасшӑн хӑтланать.
18. Пире ҫылӑхлӑ пурнӑҫ енне ҫавӑрас тесе, Сатана тӗнчепе мӗнле усӑ курать?
18 Шуйттанӑн хистемелли мелсенчен пӗри — унӑн аллинче тӑракан тӗнче (1 Иоанн 5:19). Эпир асӑрханусӑр пулсан, ҫак тӗнчери аскӑн та ултавлӑ ҫынсем пире ҫылӑхла пурнӑҫ енне тата Туррӑн йӗрке нормисене шута хурас мар енне ҫавӑрма тӑрӑшӗҫ (1 Петр 4:3—5). Нумайӑшӗ Турӑ законӗсене хисеплемеҫҫӗ тата совесть ҫунтарнине те шута илмеҫҫӗ, ҫапла майпа ӑна ним туйми тӑваҫҫӗ (Рим 2:14, 15; 1 Тимофей 4:1, 2). Хӑшпӗрисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн, малтанах хӑйсене совесть тума чаракан ӗҫсене те тума тытӑнаҫҫӗ (Рим 1:24—32; Ефес 4:17—19).
19. Мӗншӗн йӗркеллӗ таса пурнӑҫпа пурӑнни кӑна ҫителӗксӗр?
19 Пирӗн тӗнчере йӗркеллӗ таса пурнӑҫпа пурӑнни — ку та сахалах мар. Анчах та, пирӗн Пултаракана юрас тесен, темӗскер ытларах кирлӗ. Пирӗн Турра ӗненмелле, тата хамӑр ун умӗнче яваплӑ пулнине ӑнланмалла (Еврейсем 11:6). «Ырӑ тума пӗлсех ӑна тумасӑрах хӑваракана ҫылӑх пулӗ»,— ҫырса хунӑ Иаков вӗренекен (Иаков 4:17). Ҫапла, кам пӗлсех Турра тата вӑл хушнисене шута илмест, ҫав ҫылӑх тӑвать.
20. Сатана сана тӗрӗс тума мӗнле чӑрмантарма пултарӗ, анчах та ҫавӑн пек тапӑннине хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?
20 Сана Библине вӗренме тата Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме чӑрмантарас тесе, сатана ҫынсене хистеме пултарать, паллах. Ҫак чӑрмавсем сана тӗрӗс тума чарайманнине питӗ шанатпӑр эпир (Иоанн 16:2). Иисус Турӑшӑн ӗҫленӗ чух ӑна пуҫлӑхсенчен нумайӗшӗ ӗненме пуҫланӑ пулин те, вӗсем ҫавна пытарнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем вӗсенчен пӑрӑнасран хӑранӑ (Иоанн 12:42, 43). Сатана Турӑ ҫинчен пӗлес текенсене кашнинех ним хӗрхенмесӗр хӑратасшӑн хӑтланать. Анчах та санӑн Иегова мӗн тунине пӗтӗмпех асра тытса хакламалла. Кам пӗлет, тен, эсӗ тӑрӑшнипе хирӗҫ тӑракансем те ҫавна ӑнланса хаклама пуҫлӗҫ.
21. Эпир тӗнчене тата хамӑрӑн ҫылӑхла туртӑмсене мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?
21 Халӗ пирӗн ҫитменлӗхсем пур пирки эпир ҫылӑха кӗретпӗрех (1 Иоанн 1:8). Ҫапах ҫавна пӑхмасӑрах эпир хамӑр кӗрешӳре пӗччен мар. Ҫапла, сатанапа тытӑҫнинчен эпир ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тухма пултаратпӑр (Рим 5:21). Ҫӗр ҫинче хӑйӗн ӗҫне пӗтернӗ чух Иисус хӑй хыҫҫӑн каякансене ҫак сӑмахсемпе тӗреклентернӗ: «Тӗнчере хуйхӑллӑ пулӑр, ҫапах хытӑ тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм» (Иоанн 16:33). Турӑ пулӑшнипе ҫитменлӗхлӗ ҫынсем те тӗнчене ҫӗнтерме пултараҫҫӗ. Хӑйне хирӗҫ тӑракансемпе тата «Турра пӑхӑннисемпе» сатана нимӗнле те хуҫа пулаймасть (Иаков 4:7; 1 Иоанн 5:18). Турӑ ҫылӑхпа вилӗм пусмӑрӗнчен хӑтарма тӑрӑшнине эпир малалла курӑпӑр.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Кам вӑл сатана?
Мӗншӗн ҫынсем ватӑлаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ?
Мӗн вӑл ҫылӑх?
Пире Турра хирӗҫ юриех ҫылӑха кӗртесшӗн сатана мӗнле тӑрӑшать?
[54-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]