Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kl 5 сыпӑк, 43—52 с.
  • Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?
  • Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • СЫВЛӐШПА ТАТА ЧӐНЛӐХПА ПУҪҪАПНИ
  • АТТЕ ИРӖКНЕ ПУРНӐҪЛАНИ
  • ПӖЛӲ — ХӲТӖЛӖХ
  • ЭТЕМ ЙӐЛИСЕМ
  • ТУРӐ ИРӖКНЕ ХИРӖҪ КАЙМА АСӐРХАН
  • ТУРРӐН ТАСА НОРМИСЕНЕ ТЫТСА ПЫР
  • ПӖТӖМ ЧӖРЕРЕН ПУҪҪАПНИ
  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Иеговӑна пуҫҫапни телейлӗрех тӑвать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иисус Самари хӗрарӑмне вӗрентет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Турӑ хӑш тӗне ырлать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
kl 5 сыпӑк, 43—52 с.

5-мӗш сыпӑк

Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?

1. Самари хӗрарӑмӗ пуҫҫапни ҫинчен мӗн пӗлесшӗн пулнӑ?

ТУРРА мӗнле пуҫҫапни юрӑхли ҫинчен ыйтнӑ-и эсӗ хӑвӑнтан хӑҫан та пулсан? Ҫакӑн пек ыйту пӗр хӗрарӑмӑн Самаринчи Гаризим ту ҫывӑхӗнче Иисус Христоспа калаҫнӑ чух ҫуралнӑ курӑнать. Вӑл иудейсемпе самаритянсем тӗрлӗрен пуҫҫапнине асӑрханӑ та каланӑ: «Пирӗн аттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир калатӑр: пуҫҫапса пурӑнмалли вырӑн Иерусалимре, тетӗр» (Иоанн 4:20). Турра кирек мӗнле пуҫҫапни те юрӑхлӑ тесе хуравланӑ-и Самари хӗрарӑмне Иисус? Е вӑл, Турра юрас тесен, темӗскер урӑххи кирлӗ пирки каланӑ?

2. Иисус Самари хӗрарӑмне мӗн хуравланӑ?

2 Иисус хуравӗ ӑна шухӑша янӑ: «Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, Аттене ҫак ту ҫинче, е Иерусалимре анчах пуҫҫапмӑр» (Иоанн 4:21). Самари ҫыннисем нумай вӑхӑт хушши Гаризим ту ҫинче Иеговӑна чысланӑ тата урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ (4 Патшалӑх 17:33). Халӗ вара Иисус ҫак ту та, Иерусалим та тӗрӗс пуҫҫапнинче нимӗн те пӗлтермеҫҫӗ тесе калать.

СЫВЛӐШПА ТАТА ЧӐНЛӐХПА ПУҪҪАПНИ

3. а) Мӗншӗн Самари ҫыннисем, тӗрӗссипе каласан, Турра пӗлмен? б) Чунтан парӑннӑ иудейсем тата ытти ҫынсем Турра мӗнле пӗлме пултарнӑ?

3 Малалла Иисус Самари хӗрарӑмне каланӑ: «Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр, эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен тухмалла» (Иоанн 4:22). Самари халӑхӗ хушшинче суя тӗн йӑлисем тытӑнса тӑнӑ; вӗсем Библин малтанхи пилӗк кӗнекине ҫеҫ Турӑ хавхалантарнӑ тесе йышӑннӑ, ӑна та хӑйсене кирлӗ пек тӳрлетнӗ, вӑл Самари пилӗк кӗнеки ятпа паллӑ. Ҫавӑнпа вӗсем, тӗрӗссипе каласан, Турра пӗлмен. Иудейсене вара Турӑ сӑмахне шанса панӑ (Рим 3:1, 2). Ҫырусенче чунтан парӑннӑ иудейсем тата ытти уҫӑ чӗреллӗ ҫынсем валли те Турра пӗлме мӗн кирли пӗтӗмпех пулнӑ.

4. Иисус сӑмахӗ тӑрӑх иудейсен тата Самари ҫыннисен хӑйсем пуҫҫапни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен, мӗн тумалла пулнӑ?

4 Анчах иудейсен те, Самари ҫыннисен те Турра юрас тесен, хӑйсен пуҫҫапнине улӑштармаллине кӑтартнӑ Иисус. Вӑл каланӑ: «Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать. Турӑ вӑл сывлӑш, пуҫҫапакансем те Ӑна сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла» (Иоанн 4:23, 24). Турра «сывлӑшпа» пуҫҫапас тесен, пирӗнте унӑн святой сывлӑшӗ пулмалла тата унпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Турра «чӑнлӑхпа» пуҫҫапмалла тени пирӗн унӑн Сӑмахне, Библине, вӗренмеллине, тата пире уҫӑлнӑ чӑнлӑхпа килӗшсе ӑна пуҫҫапмаллине пӗлтерет. Санӑн ҫавӑн пек кӑмӑл пур-и?

5. а) «Пуҫҫапни» сӑмах мӗне пӗлтерет? б) Эпир пуҫҫапни Турра юратӑр тесен, мӗн тумалла?

5 Турӑ тӗрӗс пуҫҫапнине кӑна йышӑнать тесе палӑртнӑ Иисус. Ҫакӑ Иеговӑна юрӑхсӑр пуҫҫапни те пурри ҫинчен калать. Турра пуҫҫапни ӑна тивӗҫлӗн чысламаллине тата унӑн таса ӗҫне тумаллине пӗлтерет. Хӑватлӑ пуҫлӑха чыс тунине кӑтартасшӑн пулсан, эсӗ, паллах, уншӑн парӑнса ӗҫлеме тата ӑна мӗн кирлине тума тӑрӑшаттӑнччӗ. Турра пирӗн пушшех юрас килет. Мана хамӑн тӗн кӑмӑла каять тесе шухӑшламасӑр калас вырӑнне ху пуҫҫапнине Турӑ ыйтнипе танлаштарса тӗрӗслесе пӑхмалла.

АТТЕ ИРӖКНЕ ПУРНӐҪЛАНИ

6, 7. Мӗншӗн Иисус хӑйсене унӑн вӗренекенӗсем тесе шутлакан хӑшпӗр ҫынсене йышӑнмасть?

6 Матфей 7:21—23 вулар та пур пуҫҫапни те Турра юрӑхлипе юрӑхсӑррине мӗн кӑтартса панине пӑхар. Иисус каланӑ: «Мана: ей Вӗрентекен, Вӗрентекен, тесе калакан пурте ҫӳлти патшалӑха кӗреймӗ, Манӑн Ҫӳлти Аттем ирӗкне тӑвакан кӗрӗ. Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗҫ: ей Вӗрентекен, Вӗрентекен! Эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? Усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Санӑн ятупа нумай хӑватсем тумарӑмӑр-и? тейӗҫ. Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, тейӗп».

7 Тӗрӗс пуҫҫапнинче Иисус Христоса Вӗрентекен тесе йышӑнни питӗ кирлӗ. Анчах ҫак сӑмахсенче хӑйсене Иисус вӗренекенӗсем тесе шутлакансенчен нумайӑшӗн пуҫҫапнинче темӗскер ҫитменни курӑнать. Вӗсенчен хӑшпӗрисем «хӑватсем», тӗслӗхрен, ытла та тӗлӗнтермӗш сыватнисем тӑваҫҫӗ тесе калать Иисус. Анчах вӗсем Иисус кирлӗ тесе шутлакан ӗҫсене тумасӑр хӑвараҫҫӗ. Вӗсем «[унӑн] Ашшӗн ирӗкне тумаҫҫӗ». Эпир Турра юрас тетпӗр пулсан, пирӗн малтан унӑн ирӗкне пӗлмелле, унтан вара ӑна пурнӑҫламалла.

ПӖЛӲ — ХӲТӖЛӖХ

8. Турӑ ирӗкне пурнӑҫлас тесен, пирӗн мӗн тумалла тата мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсенчен хӑтӑлмалла?

8 Турӑ ирӗкне пурнӑҫлас тесен, Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен калакан пӗлӗве илмелле. Ҫак пӗлӳ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. Ҫавӑнпа пирӗн пурин те, паллах, Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, пӗлӳ ҫине тӗплӗн пӑхмалла. Эпир хамӑр пуҫҫапнинче тӳрӗ чунлӑ тата хытӑ тӑрӑшатпӑр пулсан, ку питех кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ хӑшпӗрисем. Теприсем калаҫҫӗ: «Кам сахалтарах пӗлет — унран сахалтарах ыйтаҫҫӗ». Анчах Библи пире Турӑ ҫинчен тата унӑн шухӑшӗсем ҫинчен калакан пӗлӳре ӳсме хавхалантарать (Ефес 4:13; Филиппы 1:9; Колоссы 1:9).

9. Пӗлӳ пире мӗнрен хӳтӗлет, тата ҫавӑн пек хӳтӗлӗх мӗншӗн кирлӗ?

9 Ҫавӑн пек пӗлӳ пирӗн пуҫҫапнине тасамарлӑхран упрать. Павел апостол пӗр «ҫутӑ ангел» ҫинчен асӑннӑ (2 Коринф 11:14). Ҫавӑн пек пулса, ҫак «ҫутӑ ангел» — сатана — пире Турӑ ирӗкне хирӗҫ ярасшӑн тӑрӑшать. Павел сӑмахӗсенчен курӑннӑ тӑрӑх сатанапа ҫыхӑннӑ ытти ангелсем те ҫынсен пуҫҫапнине варалаҫҫӗ: «Суя тӗнлисем парне кӳнӗ чух, Турра кӳмеҫҫӗ, шуйттансене кӳреҫҫӗ» (1 Коринф 10:20). Нумайӑшӗ Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр тесе шутланӑ пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах вӗсем Турӑ хӑйсенчен мӗн кӗтнине туман. Вӗсем, хӑйсем ҫавна чухламасӑрах, таса мар, суя пуҫҫапнипе ҫыхланса кайнӑ. Малалла эпир сатанапа унӑн демонӗсем ҫинчен тата ытларах пӗлӗпӗр, анчах ҫак Турӑ тӑшманӗсем ҫынсен пуҫҫапнине варалани халӗ те паллӑ.

10. Такам ятарласа шыв ҫӑлкуҫне наркӑмӑш янине пӗлсен, мӗн тӑватӑн эсӗ, тата Турӑ Сӑмахӗнчи пӗлӳ пире мӗнле пулӑшать?

10 Такам ятарласа шыв ҫӑлкуҫне наркӑмӑш янине пӗлсен, эсӗ унтан ӗҫме пӑрахмастӑнччӗ-ши? Эсӗ, паллах, ҫийӗнчех таса шыв ҫӑлкуҫне тупатӑнччӗ. Турӑ Сӑмахне вӗренни пире чӑн тӗне уйӑрса илме тата Турра пуҫҫапнине мӗн варалама пултарнине пӗтӗмпех сирсе яма пулӑшать.

ЭТЕМ ЙӐЛИСЕМ

11. Иудейсенчен нумайӑшӗн пуҫҫапнинче мӗн тӗрӗс мар пулнӑ?

11 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чух иудейсенчен нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе килӗшӳллӗн туман. Ҫавӑнпа вӗсем Иегова умӗнче хӑйсен лайӑх ятне ҫухатнӑ. Павел вӗсем ҫинчен ҫырнӑ: «Эпӗ вӗсене Турӑшӑн тӑрӑшаҫҫӗ тетӗп, анчах вӗсем шухӑшласа тӑрӑшмаҫҫӗ» (Рим 10:2). Турра итлес вырӑнне вӗсем ӑна мӗнле пуҫҫапмаллине хӑйсем шутласа хунӑ.

12. Израиль халӑхӗн пуҫҫапнине мӗн вараланӑ, тата ҫакӑ вӗсене мӗн патне илсе ҫитернӗ?

12 Чи малтанах Израиль халӑхӗ Турӑ панӑ таса тӗне тытса тӑнӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем унта ҫынсен вӗрентӗвӗсене тата философисене хушса кӗртнӗ (Иеремия 8:8, 9; Малахия 2:8, 9; Лука 11:52). Фарисейсем ятлӑ Иудеяри тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен пуҫҫапнине Турра юрӑхлӑ тесе шутланӑ пулсан та, Иисус вӗсене каланӑ: «Сирӗн ҫинчен, ултавҫӑсем ҫинчен, Исаия пророк аван каласа хунӑ; вӑл ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗсемпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чӗрисем хӑйсен Манран аякра тӑраҫҫӗ: вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентсе, Мана усӑсӑр хисеплеҫҫӗ, тесе ҫырнӑ» (Марк 7:6, 7).

13. Эпир фарисейсем пек тума пуҫласси мӗнле пулса тухма пултарать?

13 Эпир те фарисейсем пек тума пуҫламӑпӑр-ши? Пуҫҫапни ҫинчен Турӑ мӗн каланине итлес вырӑнне эпир пирӗн патра тума хӑнӑхнӑ тӗн йӑлисене пӑхӑнсан, питех те пулма пултарать. Ҫак чӑн-чӑн хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарса Павел ҫырнӑ: «Малашне хӑшӗ-хӑшӗ илӗртекен сывлӑшсене, шуйттан вӗрентнине итлесе, ӗненми пулӗҫ; ун ҫинчен Святой Сывлӑш уҫӑ каласа парать» (1 Тимофей 4:1). Ҫавӑнпа та пирӗн пуҫҫапнине Турӑ йышӑнать тесе шутлани кӑна ҫителӗксӗр. Иисуспа тӗл пулнӑ Самари хӗрарӑмӗ пек эпир те, тен, хамӑр мӗнле пуҫҫапассине атте-аннерен пӗлнӗ пуль. Анчах эпир мӗн тунине Турӑ ырлать тесе пӗлни кирлӗ пире.

ТУРӐ ИРӖКНЕ ХИРӖҪ КАЙМА АСӐРХАН

14, 15. Пирӗн Турӑ ирӗкӗ ҫинчен калакан хӑшпӗр пӗлӳсем пур пулсан та, мӗншӗн пирӗн сыхӑ пулмалла?

14 Эпир асӑрхануллӑ пулмасан, мӗн те пулин Турра килӗшменнине ҫӑмӑллӑнах туса хума пулать. Тӗслӗхрен, Иоанн апостол ангел умӗнче «ӑна пуҫҫапам тесе» ӳпне ӳкнӗ. Анчах ангел ӑна асӑрхаттарнӑ: «Асту, кӑна ан ту, эпӗ сана та, Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан санӑн тӑванусене те пулӑшса тӑракан, эсӗ Турра пуҫҫап» (Апокалипсис 19:10). Ҫавӑнпа санӑн пуҫҫапни мӗнле те пулсан йӗрӗхе пуҫҫапнипе вараланманнине тӗрӗслеме кирлине ӑнланатӑн-и эсӗ?

15 Хӑшпӗр христиансем Турӑ йышӑнман тӗн йӑлисене пӑхӑнма пуҫласан, Павел ыйтнӑ вӗсенчен: «Мӗншӗн тата халсӑрланнӑ, усӑсӑра тухнӑ закон енне ҫавӑрӑнатӑр, мӗншӗн тата ҫӗнӗрен закона пӑхӑнас тетӗр? Эсир кунсене, уйӑхсене, вӑхӑтсене, ҫулталӑксене астуса тӑратӑр. Эпӗ сирӗншӗн хӑраса тӑратӑп: манӑн сирӗн патӑрта тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши, тетӗп» (Галатия 4:8—11). Ҫав ҫынсем Турӑ ҫинчен пӗлӳ илнӗ, анчах каярахпа суя тӗн уявӗсене ирттерсе тата Иегова йышӑнман йӑласене пӑхӑнса, вӗсем ним шутламасӑр хӑтланма пуҫланӑ. Павел каланӑ пек, пирӗн «Турра мӗн юрӑхлине сӑнаса пымалла» (Ефес 5:10).

16. Хӑш уявсемпе йӑласене Турра юрӑхлипе юрӑхсӑррине ӑнланса илме Иоанн 17:16 тата 1 Петр 4:3 сӑввисем мӗнле пулӑшаҫҫе?

16 Пирӗн Турӑ принципӗсене хирӗҫле тӗн уявӗсенчен тата йӑласенчен пӑрӑнмалла (1 Фессалоник 5:21). Тӗслӗхрен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки каланӑ: «Эпӗ тӗнчерен мар, вӗсем те тӗнчерен мар» (Иоанн 17:16). Ҫак тӗнчен ӗҫӗсем хушшине кӗмелле мар принципа хирӗҫ пыракан йӑласем тата уявсем пур-и санӑн тӗнре? Хӑшпӗр йӑласенче тата уявсенче ҫынсем хӑйсене Петр апостол каланӑ евӗр тыткалаҫҫӗ; санӑн чиркӳне ҫӳрекен ҫынсем хушӑран хутшӑнаҫҫӗ-и ҫавӑнта? Вӑл ҫырнӑ: «Суя тӗнпе ку таранччен пурӑнни те ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе ҫисе, ухмахланса кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр» (1 Петр 4:3).

17. Мӗншӗн пирӗн ҫак тӗнче килӗштерекен ӗҫсенчен пуринчен те асӑрханмалла?

17 Ҫак Турра ӗненмен тӗнче килӗштерекен ӗҫсенчен пӑрӑнмаллине Иоанн апостол палӑртнӑ. Иоанн ҫырнӑ: «Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть. Тӗнчере мӗн пурри пурте: ӳт кӗлленни те, куҫ кӗлленни те, пуҫа мӑнатса пурӑнни те Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчерен тухать. Тӗнче те, унӑн илӗртекен япали те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:15—17). «Турӑ ирӗкне туса тӑракансем» ӗмӗрех пурӑнассине асӑрхарӑн-и эсӗ? Ҫапла, эпир Турӑ ирӗкне туса тӑрсан тата ҫак тӗнче килӗштерекен ӗҫсенчен пӑрӑнсан, пирӗн ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур!

ТУРРӐН ТАСА НОРМИСЕНЕ ТЫТСА ПЫР

18. Хӑшпӗр коринфянсем хӑйсене мӗнле тытас пирки мӗнле йӑнӑшнӑ, тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

18 Турӑ хӑйне пуҫҫапакансене нравственность енчен ҫӳллӗ шайра тыттарасшӑн. Авалхи Коринфри хӑшпӗр христиансем Турӑ йӗркесӗр ӗҫсене чӑтать тесе тӗрӗс мар шутланӑ. Анчах вӗсем питӗ тӗрӗс мар шутлани 1 Коринф 6:9, 10-мӗшӗнчен курӑнать. Эпир Турра ӑна кирлӗ пек пуҫҫапасшӑн пулсан, пирӗн ӑна сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫсемпе те юрамалла. Эсӗ Турра ҫавӑн пек пуҫҫапатӑн-и? (Матфей 15:8; 23:1—3).

19. Тӗрӗс пуҫҫапни эпир ытти ҫынсемпе хамӑра тытнине мӗнле улӑштарать?

19 Хамӑра ытти ҫынсемпе мӗнле тытни те, эпир Турӑ нормисемпе пурӑнинне кӑтартмалла. Ытти ҫынсем хӑйсем пирӗнпе мӗнле тытни килӗшет пире, пирӗн те ыттисемпе ҫавӑн пек пулмалла тесе хавхалантарать Иисус Христос — ҫакӑ тӗрӗс пуҫҫапассин пысӑк пӗлтерӗшлӗ пайӗ (Матфей 7:12). Тата тӑванла юратӑва кӑтартасси ҫинчен вӑл мӗн каланине асӑрха: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Иисусӑн вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне юратмалла тата хӑйсемпе пӗрле пуҫҫапаканнисене те, ытти ҫынсене те ырӑ тумалла (Галатия 6:10).

ПӖТӖМ ЧӖРЕРЕН ПУҪҪАПНИ

20, 21. а) Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ? б) Малахия вӑхӑтӗнчи Израиль халӑхӗ пуҫҫапнине мӗншӗн Иегова йышӑнман?

20 Эсӗ Турра ӑна юрӑхлӑ пек пуҫҫапасшӑн пулӗ. Ку ҫавӑн пек пулсан, санӑн Иегова пуҫҫапни ҫине мӗнле пӑхнӑ пек тумалла. Пӗр-пӗр ыйту ҫине эпир хамӑр мӗнле пӑхни мар, Турӑ мӗнле пӑхни тӗрӗссине палӑртнӑ Иаков вӗренекен. Иаков каланӑ: «Тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсем хуйхӑ курнӑ чух вӗсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса таса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче тап-таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать» (Иаков 1:27). Турра юрас кӑмӑл пире кашнинех хамӑрӑн пуҫҫапнине, унта Турра хирӗҫ пыракан ӗҫсем ҫуккине тата эпир Турӑшӑн кирлӗ япаласенчен мӗне те пулин тумасӑр хӑварманнине, тӗрӗслеме хистет (Иаков 1:26).

21 Иегова таса, пӗтӗм чӗререн пуҫҫапнине кӑна йышӑнать (Матфей 22:37; Колоссы 3:23). Израиль халӑхӗ Турра тивӗҫлине пама пӑрахсан, Иегова каланӑ: «Ывӑлӗ — ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта? Эпӗ Патша пулсан, Мана сума сӑвасси ӑҫта?». Вӗсем ӑна парнене суккӑр, хӑлхасӑр тата чирлӗ выльӑха парса кӳрентернӗ, вара вӑл ҫавӑн пек пуҫҫапнине йышӑнман (Малахия 1:6—8). Иегова чи таса пуҫҫапнине тивӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл пӗтӗм чӗререн парӑннине кӑна йышӑнать (Тухни 20:5; Ытарлӑн каланисем 3:9; Апокалипсис 4:11).

22. Пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла, тата Турӑ пирӗн пуҫҫапнине йышӑнтӑр тесен, пирӗн мӗн тумалла?

22 Иисуспа калаҫакан Самари хӗрарӑмӗ Турра юрӑхлӑ пуҫҫапассипе интересленме пуҫланӑ пулмалла. Пире те ҫакӑ интереслентерет пулсан, эпир пур варалакан вӗрентӳсемпе йӑласенчен пӑрӑнма тӑрӑшӑпӑр (2 Коринф 6:14—18). Ун вырӑнне Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме тата унӑн ирӗкне пурнӑҫлама эпир пӗтӗм вӑя хурӑпӑр. Турра юрӑхлӑ пуҫҫапни мӗн ыйтнине тума тӑрӑшӑпӑр эпир (1 Тимофей 2:3, 4). Иегова Свидетелӗсем ҫакна тума тӑрӑшаҫҫӗ, сана та хӑйсемпе пӗрле Турра «сывлӑшпа, чӑнлӑхпа» пуҫҫапма чӗререн чӗнеҫҫӗ (Иоанн 4:24). Иисус каланӑ: «Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать» (Иоанн 4:23). Эсӗ ҫавсенчен пӗри пулнине шанатпӑр эпир. Самари хӗрарӑмӗ пекех эсӗ те, паллах, ӗмӗр пурӑнасшӑн (Иоанн 4:13—15). Анчах ҫынсем ватӑлни тата вилни вӑрттӑнлӑх мар. Малалли сыпӑк ҫакӑ мӗншӗн пулнине ӑнлантарса парать.

ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ

Иоанн 4:23, 24-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх Турра мӗнле пуҫҫапни юрӑхлӑ?

Турра хӑшпӗр йӑласемпе уявсем юрани-юраманнине мӗнле пӗлме пулать?

Турра юрӑхлӑ пуҫҫапни мӗн тума ыйтать?

[44-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр