Мӗнле эпир ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлӑнатпӑр?
35 Пӗрремӗш ҫын, Адам, ҫылӑха кӗнине астӑватӑн-и эсӗ? Вӑл пурнӑҫпа рая ҫухатнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир пурте вилетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унӑн ачисем (Рим 5:12; 3:23).
36 Тепӗр ҫылӑха кӗмен ҫын пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парса пире вилӗмрен хӑтарнӑ пулсан, эпир каллех ҫав пур енчен лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑрччӗ (1 Коринф 15:45; Рим 5:19, 21).
37 Иисус Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ. Вӑл пур енчен те питӗ лайӑх ҫын пулнӑ. Вӑл ҫылӑха кӗмен (Еврейсем 5:9; 7:26).
38 Турра юратман ҫынсене вӑл хӑйне вӗлерме ирӗк панӑ (Ӗҫӗсем 2:23).
Ҫапла вара вӑл пирӗншӗн хӑйне парне пулса панӑ (1 Тимофей 2:6).
39 Иисуса катса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне, урӑхла каласан вилӗ шӑтӑкне, пытарнӑ пулнӑ. Вӑл виҫӗ кун вилӗ пулнӑ. Унтан ӑна Турӑ чӗртнӗ (Ӗҫӗсем 2:24).
40 Вӑл пӗлӗт ҫине таврӑннӑ. Халӗ вӑл кам Турра итлет, ҫавсене пулӑшма Ашшӗнчен ыйтма пултарать (Еврейсем 9:24; 1 Иоанн 2:1, 2).